Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Н.В.Афанасьев — 2009 çултанапа хресчен (фермер) хуçалăхĕн пуçлăхĕ. Паян вăл тара илнĕ 700 гектарпа усă курать. Унсăр пуçне пилĕк гектар ытла хăйĕн çĕрĕ пур, унта база вырнаçнă. Инçех мар – йĕтем. Пĕтĕм çĕрĕн 65 проценчĕ çинче фермер пĕрчĕллĕ культурăсене ӳстерет, çаплах Сĕве юхан шывĕ хĕрринчи хирте курăк нумай акать, чĕкĕнтĕр туса илет.
Маларах вăл «Цильнинский» ял хуçалăх производство кооперативĕнче вăй хунă, председатель çумĕ, агроном тивĕçĕсене пурнăçланă. Каярах çак хуçалăха ертсе пынă, чылай çĕкленĕ. Ун тăрăшуллă ĕçне Раççей ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотине парса хакланă.
-Услам çулĕ çине эпĕ 2006 çулта тăтăм, 2009 çултанпа фермер хуçалăхне ертсе пыратăп. Мĕн акса илсен усăллăрах пулнине пурнăç кăтартса пачĕ, çавăнпа ытти культурăсене акман эпĕ. Утă пур, фураж пур – мĕншĕн выльăх ĕрчетес мар терĕм. Область правительствине выльăх-чĕрлĕх ĕрчетмелли бизнес-план хатĕрлесе тăратрăм. Кăçал мана грант пачĕç – 3,5 миллион тенкĕ. Ку укçапа август уйăхĕнче Тутарстан Республикине кайса 230-250 килограмм таякан 30 вăкăр туянтăм, çаплах вĕсене хĕлле усрамалли вите тăррине, утă упрамалли ангар тăррине тимĕрпе витрĕм. Хĕллеччен тата 30 вăкăр туянасшăн, мĕншĕн тесен 60 пуçран каярах пулсан вĕсем хăйсене сывласа ăшăтаймаççĕ. Малашне аш-какай туса илес шухăш пур, - каласа парать Николай Васильевич.
Продукцине сутма вăл Чăнлă посёлокĕнче лавкка тăвать. Малашне унта яланах çĕнĕ аш туянма май пулĕ. Ку ял çыннине питĕ меллĕ.
Грант илме çăмăлах пулман, ăна мĕнпурĕ те облаçри çичĕ фермера çеç панă, Чăнлă районĕнче вара Н.В.Афанасьев — ун пекки пĕччен.
Н.В. Афанасьев хальхи саманара производствăна тытса тăма, аталантарма нумай пĕлӳ кирлине лайăх ăнланать, çавăнпа вăл 1991 çулта Ульяновскри ял хуçалăх институчĕн агрономи факультетне пĕтернипе çырлахман, ун хыççăн Санкт-Петербург политехника университечĕн дипломне илнĕ. Хусанта ял хуçалăх институтĕнче аспирантурăра вĕреннĕ, 2004 çулта наука кандидачĕ пулса тăнă. Район пурнăçĕнче те вăл хастар хутшăнать, ăна çавăнпа район совечĕн депутатне суйланă. Унта та ĕç сахал мар, наказсене пурнăçламалла.
Хăйĕн ĕçченĕсем пирки Николай Васильевич мухтаса çеç калаçать, тăрăшулăхĕшĕн мухтать. Зинаида Бакирова, Галина Ендиярова, Оксана Целовальникова, Владимир Семёнов, Иван Верхеев, Федор Раимов, Николай, Вячеслав тата Дмитрий Новиковсем хуть те мĕнле ĕçе те пурнăçлама хатĕр, нимĕн те уйăрса тăмаççĕ. Утăçи, тырçи вăхăтĕнче вăхăтлăха тата пилĕк çын хутшăнать. Н.В. Афанасьевăн пĕрремĕш пулăшаканĕ вара – Александр ывăлĕ. Вăл кăçал ял хуçалăх академийĕнчен вĕренсе тухнă, унăн специальноçĕ те – ял хуçалăх продукцине ĕçе кĕртесси. Иккĕмĕш ывăлĕ вара – Алексей — 3-мĕш курсра вĕренет, экономика хăрушсăрлăхĕн специалисчĕ пулать. Вăл кăçал утă пуçтарнă çĕрте хăйĕн бригадипе вăй хунă: çынсем тупнă, уттине хиртен турттарнă, шута илсе пынă. Халăха 3 пин те 310 тюк утă сутнă, выльăхсем валли хĕллене ултă пин тюк хатĕрлесе хунă.
Хуçалăх юлашки çулсенче пĕр харăс виçĕ ĕç тăвакан агрегатпа, дискаторпа, культиваторпа, преспа пуянланнă. Кăçал «Беларусь-1221» трактор туянасшăн – техникăна çĕнетмесĕр аталанма май çук.
Н.В.Афанасьев ăнăçлă усламçă пулнипе пĕрлех ыттисене пулăшу аллине тăсма та манса каймасть. Ун патне нушапа пынă çынна вăл ăнланать, каялла кăларса яраймасть – кăмăлĕ çапларах унăн. Ялти шкула яланах пулăшу парса тăрать, «Канаш» хаçата халăх хушшинче сарассишĕн тăрăшать. Д.В.Кузьмина икĕ томлă чăваш энциклопеди кăларма та укçа-тенкĕ уйăрнă вăл. Тӳрех каламалла, кашни пуçлăх, усламçă ун пек мар. Николай Васильевичран тĕслĕх илмелли пур.
– Патшалăх ял çыннине пулăшма пуçлани – ырă пулăм, грантăн усси пултăр. Йышпа килĕштерсе ĕçлесчĕ. Ывăлăмсем мана ăнланни, хам çумра пулни пысăк шанчăк парать. Вĕсем манăн тĕрек, - тет Николай Васильевич.
 
Телешовка ялĕ.
 
: 852, Хаçат: 39 (1235), Категори: Ырă ята тивĕçлисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: