Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Авăн уйăхĕн 27-мĕшĕнче УОЧНКА черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Ăна унăн ертӳçи Владимир Сваев уçса ертсе пычĕ.
Кун йĕркинче икĕ ыйту: юпа уйăхĕн 26-мĕшĕнче Шупашкарта Чăваш наци конгресне хутшăнма делегатсем суйласси тата юпа уйăхĕн 31-мĕшĕнче облаçри «Чăваш шăпчăкĕ» фестиваль-конкурс ирттересси.
Ларăва пухăннисем ЧНК черетлĕ съездне кайма ултă делегат тата тăхăр хăна суйласа хăварчĕç.
«Чăваш шăпчăкĕ» конкурса кăçал «Киндяковка» Культура çуртĕнче ирттерме палăртнă.
-Йĕркелӳ комитечĕ чăмăртаса конкурссене малтан районсенче ирттермелле. Чи пултаруллисен облаçри конкурса хутшăнмалла. Конкурс йĕркисене пурне те ярса панă,- терĕ Владимир Ильич.
Унтан вăл облаçра çамрăксен форумĕ пирки сăмах хускатрĕ:
— Хальлĕхе пирĕн çамрăксем ку калăпăшлă мероприятие ирттерме хатĕр мар-ха, «пиçсе çитмен» темелле. Унччен вĕсене пур çĕре те явăçтарас пулать, чăвашлăх ĕçĕсене хăнăхса пыччăр. Кĕçех «Пятое солнце» клубра чăваш çамрăкĕсем кану каçне пуçтарăнĕç. Унчченхи уявсенче урамран ютсем кĕрсе йĕркене пăскаланă тĕслĕхсем пулнă. Малашне хурал пулăшăвĕпе усă курмалла пулать.
Юлашкинчен вăл хĕрарăмсен тата çемье конкурсĕсене анлăрах ирттересси пирки каларĕ. Ентешĕмĕрсен кану вăхăчĕ интереслĕрех пултăр тесен çĕнĕ конкурссем кирлĕ терĕ.
 
: 924, Хаçат: 39 (1235), Категори: Лару

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: