Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Барăш районĕнчи Ĕшке ялĕнче 600 ытла çын пурăнать. Икĕ çын кăна «Канаш» хаçат çырăнса илет. Вĕсенчен пĕри – Владимир Васильевич Трофимов.
«Инçетрен куçса килнĕ чăваш, нумай çул ĕнтĕ пĕр сиктермесĕр чăваш хаçатне çырăнса илет. Пит маттур çын, хастар ĕçĕшĕн орденпа медальсене тивĕçнĕ», - терĕç почта уйрăмĕнче.
- Эпĕ 1938 çулта Тутарстанри Пăва районĕнчи Кĕçĕн Пӳркелĕнче çуралнă. Салтакран таврăнсан Ульяновскри моторсем тăвакан заводра ĕçленĕ чухне кĕрхи ĕçсенче пулăшма тесе яла яратчĕç. Пĕрре кăна мар пулкаланă. 1973 çулта мана пĕр уйăхлăха кăна тесе Барăш районĕнчи «Луговое» совхоза вырмана ячĕç. Эп трактористчĕ. Вырма пĕтсен командировкăна тепĕр уйăхлăха тăсрĕç, кĕрхи çĕртме тума хăварчĕç. Кайран тата. Çак ялта чылайлăха юлма тиврĕ. Маттур хĕрарăмпа, фермăра ĕне сăвакан Мария Гавриловна Охотинăпа, паллашрăм. Малта пыракан доярка. Юрату çуралчĕ. Çемье çавăртăмăр. Эп ун чухне 34 çултаччĕ ĕнтĕ. Çапла çак тăрăхра тĕплентĕм. Арăмпа виçĕ ача пăхса çитĕнтертĕмĕр. Мария Гавриловна Тăван çĕршывшăн 42 çул ĕçленĕ. Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялавĕн орденĕпе, медальпе наградăланă ăна. Кайранхи çулсенче «Елховская» чăх-чĕп фабрикинче вăй хучĕ. Унта та Октябрьти Революци орденне илме тивĕçрĕ. Шел, вăл çулталăк каялла пурнăçран уйрăлчĕ. Çапла тăлăха тăрса юлтăм. Юрать, ачасем килсе пулăшаççĕ, - шывланнă куçне пытарса каласа пачĕ В.В.Трофимов.
Аса илĕвĕ пит хурлăхлă. Вăл ултă çулта чухне, тăватă пĕчĕк ача пуррине пăхмасăр ашшĕ çемьерен уйрăлать. Вăрçăран аманса таврăннă, колхоз председателĕнче ĕçлекен арçын 1944 çулта çамрăк хĕрарăм тупать те арăмне виçĕ ачипе урапа çине лартса çуралса ӳснĕ ялне ăсатать. Çамрăк хĕрарăма ун вырăнне килне илсе килет. Аслă ывăлне Владимира хăй патĕнче хăварать. Пилĕк класс пĕтериччен пурăнать вăл ама çури амăшĕпе. Пĕррехинче вара асламăшĕ ачана чĕнсе илет те аннӳ патне пурăнма кай тесе вĕрентет. Хăй кун хыççăн нумай та пурăнаймасть, çĕре кĕрет. Владимир Петровичăн амăшĕ ку вăхăта Кĕçĕн Пӳркелнех таврăнса пĕчĕк пӳрт туянать. Çав пӳртре аслă ывăлĕ салтакран таврăнса çĕнĕ пӳрт лартса паричченех пурăнать.
-Анне нумаях пурăнаймарĕ, 66 çулта вилчĕ. Атте те 40-рех леш тĕнчене ăсанчĕ. Çĕнĕ арăмĕ 5 ачапа тăлăха юлчĕ. Никам та телейлĕ пулаймарĕ, - тет вăл ассăн сывласа.
Икĕ пултаруллă çын – Мария Гавриловнапа Владимир Васильевич – пĕрлешсе пĕтĕм тăрăха ĕçри çитĕнĕвĕсемпе тĕлĕнтереççĕ. Уйрăм пурăнас тесе 1977 çулта çурт туянаççĕ, ĕне, сурăх, хур-кăвакал, чăх-чĕп ĕрчетеççĕ.
Владимир Васильевич «Луговое» совхозра трактор бригадин бригадирĕнче вăй хурать. Коммунистсен партин ретне тăрать. Совхозран чăх-чĕп фабрики уйрăлсан 1975 çулта унта куçать, слесарь, каярах оператор пулса тăрăшать. Ĕçрен хăраман хастар чăваш икшер смена вăй хурать. Социализмла ăмăртусенче çĕнтерет. Ертӳçĕсем те унăн тăрăшулăхне асăрхамасăр юлмаççĕ, 1978 çулта 3-мĕш степеньлĕ Ĕç Мухтавĕн орденĕпе наградăлаççĕ. Тепĕр çул ăна ВДНХ «Халăх хуçалăхне аталантарас ĕçри пысăк çитĕнӳсемшĕн» бронза медалĕпе тата хаклă парнепе чыслаççĕ. Çак парне – сехет – паян та тĕрĕс-тĕкел çӳрет. Çав çулах вăл ВДНХ «Ĕç чемпионĕ» ята тивĕçет. Коммунизмла ĕç ударникĕ. Унăн хушаматне районти Хисеп кĕнекине, сăн ӳкерчĕкне ĕçре малта пыракансен галерейине кĕртнĕ. Районтан, облаçран панă Хисеп хучĕсемпе Тав çырăвĕсене çыпăçтарма стена та çитмест.
1984 çулта Владимир Васильевич Барăш хулинчи ЖБИне ĕçлеме куçать. Çавăнтанах вăл тивĕçлĕ канăва тухать.
-Пурнăçри пĕтĕм савăнăçлă та хавхалануллă, интереслĕ те телейлĕ вăхăт ĕçленĕ чухне пулнă. Ĕçе чуна панă, унтах киленĕç тупнă. Халĕ çав илемлĕ самантсене аса илмелли кăна юлать. Барăша пульницана е лавккана эпĕ велосипедпа çӳретĕп. Çăмăл атлетикăпа манăн пĕрремĕш разряд. Салтакра çар первенствинчи кăтартусемшĕн тивĕçнĕччĕ ăна. Командир кашни ăмăртăва илсе çӳретчĕ. Юлма та ыйтрĕç, вĕренме ярасшăнччĕ. Аннене хĕрхенсе таврăнтăм. Вăл кил тесе çыру ячĕ. Велосипедпа кайнă-килнĕ чухне вара кашнинчех аса илӳ авăрне путатăп. Ачаранпа анне ĕçлеттерсе ӳстернĕ. 19 çул тултарсан вербовкăпа Вологда облаçне торф кăларма кайрăм. Салтак хыççăн Киров облаçĕнче ĕçлерĕм, анне валли унтан пӳрт туянса килсе лартса патăм. Ĕмĕрĕпе йывăр ĕçре ĕçлерĕм. Халь те пахча çимĕç ӳстеретĕп. Пĕртен-пĕр киленĕç те «Канаш» хаçат юлчĕ маншăн. Кашни эрнере чăтăмсăррăн кĕтетĕп эп ăна. Нумай çул ĕнтĕ çырăнатăп, астумастăп та хăçан тытăннине. Почтальон пĕлтернĕччĕ «Канаш» тухнă пирки. Çавăнтанпа пĕр хаçатне те çурман, çынна парса çухатман. Пурне те пухса пыратăп. Юрататăп чăваш хаçатне. Пит аван çыратăр. Тавах сире. Тăван ялта эп 1998 çултанпа пулман. Хаçат вуласа вара хăш-пĕр ентешĕн пурнăçĕпе паллашатăп, - тав сăмахĕсемпе сывпуллашрĕ ĕç паттăрĕ Владимир Трофимов.
 
: 894, Хаçат: 39 (1235), Категори: Ырă ята тивĕçлисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: