Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Пултарулăх анинче вăй хуракансен тĕл пулса калаçмалли тупăнатех. Чăваш чĕлхипе тухакан «Хыпар» хаçатпа унăн пуласлăхĕ çинчен шухăшласах Шупашкара çула тухрăмăр. Тĕллев – редакцире пулса унти журналистсемпе тĕл пулса калаçасси, чăваш хаçатĕнче ĕçлемелли программăпа паллашса ăса хывса килесси.
Коллектив пире питĕ хапăл кĕтсе илчĕ. Тĕп редакторăн çумĕ Михаил Арланов Чăваш Республикинче тухса тăракан «Хыпар» хаçатпа унăн «ачисен» — «Чăваш хĕрарăмĕ», «Çамрăксен хаçачĕ», «Сывлăх», «Кил-çурт, хушма хуçалăх» — ĕçĕ-хĕлĕпе, корреспондентсемпе паллаштарчĕ. Пирĕншĕн Ульяновскран пынă хаçатçăсемшĕн, ĕçтешсен шухăш-кăмăлĕ питĕ пĕлтерĕшлĕччĕ. Мĕнлерех ĕмĕт-тĕллевпе пурăнаççĕ вĕсем — Республика хаçатĕнче вăй хуракансем, мĕнле ыйтусем, çĕнйĕркелӳсем канăçсăрлантараççĕ çивĕч перо ăстисене? Тĕрĕссипе, вĕсем «Канаш» пирки мĕн каласси те пире интереслентерчĕ. Республика тулашĕнче пурăнакан чăвашсен хаçачĕсем, эпир шутланă тăрăх, «Хыпарăн» кĕçĕн шăллĕсем. Эпир пурте пĕр. Чăваш тĕнчинчи ĕçсем, пулăмсем, пултаруллă çыннисем çинчен çыратпăр, чăваш летопиçне йĕрлесе хут çине шăрçаласа пыратпăр. Тепĕр çивĕч ыйтăвĕ – хаçатсен тиражĕ. «Хыпар» хаçатпа унăн хушма кăларăмĕсене Раççей каталогне кĕртнĕ, çавăнпа та вĕсене çĕршывăмăрта пурăнакан мĕнпур чăваш çынни çырăнма пултарать. «Хыпарăн» тĕп редакторăн çумĕ Геннадий Максимов, Роза Власова, Надежда Смирнова тат ытти журналистсем пире нумай ырă япала каласа кăтартрĕç.
Тепĕр кăмăллă тĕлпулу – «Тăван Атăл» журналăн шеф-редакторĕпе Арсений Тарасовпа тата Василий Кошкин-Кервен çыравçăпа пулчĕ. Литературăпа культура тата искусство кăларăмĕн ĕçченĕсем литература анинчи ĕç-пуçпа паллаштарчĕç. «Канаш» хаçатпа йĕркеленнĕ туслă çыхăнăва малашне те аталантарассине палăртрĕç. Журналăн «Сунтал» пайĕнче тĕрлĕ регионсенчи юрăпа ташă, фольклор ушкăнĕсем, алĕçĕсем, сумлă çынсем çинчен çырнă хайлавсене пичетлеме хатĕррине пĕлтерчĕç. «Тăван Атăл» журнала Ульяновск чăвашĕсем те çăмăллăнах çырăнса илме пултараççĕ.
«Тантăш» хаçат редакцийĕнче çамрăк журналистсем шкул ачисен хайлавĕсене хаваспах пичетлессине пĕлтерчĕç. Шкулсенчи чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕсем хăйсен пулăшаканĕсем пулнине илтме аван пулчĕ. «Тантăшпа» «Тăван Атăл» малашне «Хыпар» çунатти айĕнче тухĕç.
Кунашкал тĕлпулусем малашне те йĕркелемеллине пусăм тусах палăртса çĕкленӳллĕ туйăмпа каялла çула тухрăмăр. Пире тата район хаçатĕнче кĕтеççĕ.
Патăрьел район хаçачĕн — «Авангард» — редакцийĕнче тĕп редакторĕпе Святослав Перепёлкинпа унăн çумĕ Николай Ларионов пире ăшшăн кĕтсе илчĕç. Çавра сĕтел хушшинчи калаçу тухăçлă пулчĕ.
Чăваш хаçачĕсем информаципе аналитика кăларăмĕсем анчах мар, чăвашлăха аталантарма пулăшакан кăларăмсем иккенне тĕпĕр хут ĕненме пултартăмăр.
 
: 575, Хаçат: 39 (1235), Категори: Çулçӳрев

Комментарисем:

aspihmof2d (2016-10-27 15:23:20):
ampicillin<Ӳa> desyrel<Ӳa> proscar<Ӳa> antabuse<Ӳa> benicar<Ӳa> glucophage xr generic<Ӳa>

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: