Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Кăмака çинче выртса хăна-вĕрле "концерчĕсене" курнă. Театр пĕлтерĕшне спектакльсене хутшăнса ăшне хывнă. Чăн-чăн юрă тĕнчине Ульяновскри автозавод хорĕнче çакланнă. Паян вăл – Вера Кирилловна Шихранова (Петрова) – «Эревет» халăх юрă ушкăнĕн юрăçи.
Чăнлă районĕнчи Çĕнĕ Улхашра тĕпленсе пурăнакан Петровсен çемйинче ултă ача ӳссе çитĕннĕ. Ашшĕпе амăшĕ – юрă маçтăрĕсем - вĕсене мĕн пĕчĕкрен çĕр ĕçне çеç мар хăнăхтарнă, хăйсем туймасăрах искусство тĕнчине илсе кĕнĕ. Ĕçкĕ-çикĕ йăла-йĕрки тăрăх чăваш халăх юррисемпе туслаштарнă.
Ултă ачаран Вера – пиллĕкмĕш. Вăл ашшĕ-амăш маçтăрлăхĕпе çеç мар, тетĕшĕсем клубра концертсем, спектакльсем кăтартнă пултарулăх витĕмĕпе те пиçĕхсе ӳснĕ. Хĕр пĕрчи сцена çине тухма ĕмĕтленнĕ. Аслисем спектакльсенче ача-пăча сăнарĕсене калăплама сĕнсен пĕр шухăшласа тăмасăрах килĕшнĕ. Вăл тетĕшсен пичĕсене начар выляса хĕретмен.
Вера Петрова вăтам шкултан вĕренсе тухсан тӳрех автозавода çул тытать. Ĕçленĕ хушăрах шăтаракан станоксен операторне вĕренет. Кунта та пурнăç шăпи тени хĕрупраçа юрă тĕнчипе çыхăнтарать. Вăл автозавод Культура керменĕн хорне çӳреме тытăнать. Вăл вăхăтра хор Атăл тăрăхĕнче ертсе пыраканнисенчен пĕри пулнă.
- 1987 çулта Пётр Васильевич Шихрановпа, авиакомплекс слесарь-сборщикĕпе, çемье çавăртăмăр та – хваттерлĕ пулас тĕллевпе коммуналлă хуçалăх организацине (ЖЭУ) ĕçе вырнаçрăм, - каласа парать ентешĕмĕр. – Çемьере икĕ ывăл çут тĕнчене килчĕ. Çитĕннĕ, анчах авланман-ха. Çĕнĕ хулана куçсан та, ман телее, «Эревет» юрă ушкăнне çаклантăм. Мĕншĕн тесен юрă маншăн – пурнăç тытăмĕ. Вăл манпа хуйхăра та, савăнăçра та… Станислав Толстов ертсе пыракан пултарулăх ушкăнĕнче юрласси маншăн – шăпа парни. Пирĕн ушкăн «Пĕри – пуриншĕн, пурте - пĕриншĕн!» каларăша тĕпе хурса вăй хурать. «Эреветре» çак шайра тытăнса тăма, çĕнĕрен те çĕнĕ çитĕнӳçем тума Веронийăпа Станислав Толстовсем пулăшаççĕ. Пĕтĕм вăй-хала хурса «Эреветшĕн», унта юрлакан хамăн юлташсемшĕн тар тăкăп.
 
: 1026, Хаçат: 39 (1235), Категори: Культура

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: