Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
1940 çулхи юпа уйăхĕн 2-мĕшĕнче совет çĕршывĕнче «Патшалăх ĕç резервĕсем» ятарлă Хушу çирĕплетнĕ.
Ку хушу тухиччен Иван Яковлевич Яковлев Чĕмпĕр чăваш шкулĕнче ĕç мастерскойне уçнă, ял хуçалăхĕнче çĕр ĕçне пурнăçлама, выльăхсем пăхма вĕрентнĕ. Çамрăксем ĕç урлă хăнăхса вĕрентекен пулсан ялсенче ачасене пĕлӳ панă.
1949 çулта мана та Ульяновскри иккĕмĕш ремесла училищине йышăнчĕç. Вăл вăхăтри ачасемшĕн ĕç резервĕ питĕ пысăк пулăшу пулнă. Ачасене вĕрентсе кăларассине - апат-çимĕçпе, тумпа, пурăнмалли вырăнпа тивĕçтерессине - патшалăх веçех хăй çине илнĕччĕ. Вĕренсе пĕтерсен пурне те ĕç тупса панă.
Пирĕн училище Федераци урамĕнчи 3-мĕш çуртра вырнаçнăччĕ. Унтах общежити, пуху залĕ, спорт залĕ, медпункт вырнаçнăччĕ, путвалта столовăй пурччĕ.
Теори урокĕсене Чкалов ячĕллĕ клубра вĕренеттĕмĕр. Вĕреннине приборсем кăларакан заводра практика ĕçĕсемпе çирĕплететтĕмĕр.
Пире, чăваш ачисене, пирвайхи вăхăтра вĕренме йывăртарахчĕ. Ялти шкулта чăвашла çеç вĕреннĕрен вырăс чĕлхине начартарах пĕлеттĕмĕр. Ыйтусене эпир малтан пуçра чăвашла хурав тупаттăмăр. Ăна вырăсла куçарнă хыççăн тин сасăпа калаттăмăр. Ку таранчченех Василий Кириллович вĕрентекене асра тытатăп. Вăл пире яланах ăслă сĕнӳсем паратчĕ. «Эсир вырăсла шухăшлама тăрăшăр, каярах тĕлĕк те вырăсла курăнма тытăнĕ, вара сирĕншĕн ют чĕлхене вĕренме çăмăлтарах пулĕ»,- тетчĕ.
Патшалăх пулăшнипе икĕ çул хушшинче эпир, вăрçă ачисем, ăста специалистсем пулса тухрăмăр. Пирĕн ушкăнри яшсем – 4-5 разрядлă слесарь-инструмента льщиксем. Практикăпа вĕрентнĕ маçтăра – Ирçел каччине Яков Васильевич Квасова – ку таранччен тавтапуç тетĕп.
Вăл вăхăтра ремесла училищинче чăваш ачисем сахал мар пулнă. Пирĕн ушкăнра: Саша Иревлин, Геннадий Собанчев, эпĕ. Ытти ушкăнсенче: Пӳркел каччи Лёня Остроумов, Хулаçырминчен Петя тата Коля Кураковсем, Миша Потапов тата ыттисем те.
Ĕç биографийĕ пирĕншĕн Сталинградри тракторсем тăвакан заводра тытăнчĕ. Икĕ çул хушшинче пĕр-пĕринпе питĕ çывăхлантăмăр. Уйрăлас килменнипе эпир ĕçлеме те ушкăнпа пĕрлех кайнăччĕ.
Çапла вара «Ĕç резервĕсен гимнĕ» пирĕншĕн пурнăç «çути» пулса тăчĕ.
Ремесла училищинчен вĕренсе тухнăранпа кăçал 62 çул çитрĕ. Çак аса илӳ çăмхи пире тепĕр хут курса калаçма пулăшайсан питĕ аван пулĕччĕ. Хăвăр çинчен «Канаш» хаçат редакцине те çырса яма пултаратăр.
 
Чăнлă районĕ,
Анат Тимĕрçен ялĕ.
 
: 605, Хаçат: 39 (1235), Категори: Cырусем

Комментарисем:

Artika (2014-05-09 07:37:26):
This has made my dayĕ I wish all posgnits were this goodĕ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: