Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
 
Вăл Заволжски районĕнче вырнаçнă. Ăна Аслă вăрçăра паттăрла çапăçса вилнĕ Василий Дмитриевич Тузов ячĕпе панă.
Пулас паттăр 1913 çулта çуралнă. Ишевкери тăла фабрикинче машиниста пулăшаканĕнче ĕçленĕ. Вăрçăн пĕрремĕш кунĕнчех çĕршыва хӳтĕлеме тухса кайнă. Акă мĕн çырнă ун пирки фронтри хаçатра: «Василий Тузов аслă сержант вăрçă хирĕнче артиллерист тивĕçне хастаррăн пурнăçлать. Вăл пĕрремĕш кунранах тĕл перессипе палăрчĕ. Нимĕçсен икĕ танкне, 4 пулемётне, хĕç-пăшал тиенĕ икĕ лава аркатать, 140 нимĕç салтакĕпе офицерне тĕп тăвать, пĕр артиллери тата 3 миномёт батарейине путлантарать».
1943 çулта Василий Тузов пуçарăвĕпе Ишевке фабрики ăмăрту йĕркелесе ярать. Тата лайăхрах ĕçлеме чĕнсе каланине тĕпе хурса бригадăсем ăмăртмалла ĕçлеме тытăнаççĕ. Кашни 2-3 уйăхра фабрика ĕçченĕсемпе Василий Тузов пĕр-пĕрне ĕçри тата çапăçу хирĕнчи ӳсĕмсем çинчен пĕлтерсе тăраççĕ. 1944 çулхи ака уйăхĕн 14-мĕшĕнче Тернополь хулишĕн çапăçнă чух вăл пуçне хурать. Куçне хупиччен вăл юлташĕсене хăйшĕн тавăрма ыйтать. Хулана çав кунах тăшмансенчен тасатаççĕ.
Василий Тузов Хĕрлĕ Çăлтăр орденне тата Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин 1 тата 2-мĕш степеньлĕ орденĕсене тивĕçнĕ.
 
: 736, Хаçат: 39 (1235), Категори: Пирeн урамсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: