Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Пĕччен пурăнма çав тери йывăр: атте-аннесĕр, савнисĕр, юлташсемсĕр. Юлташсем… Курсан пырса ыталакансем, час курмасан шăнкăравлакансем, ĕçре пулăшмалла пулсан чĕнекенсем, савăнăçа пайлама чупса килекенсем… Вĕсем сана çилленмеççĕ, кӳренес вырăнне ахăлтатса кулаççĕ. Эс пурăнакан çурт умĕнчен иртсе кайнă чух ун пирки шăнкăравласа пĕлтереççĕ. Эсĕ вара ăна тутлă ыйăхран вăратнăшăн мар, кĕменшĕн ӳпкелесе илетĕн. Атя, кайрăмăр тесен вĕсем сана атя! теççĕ. Кайран тин: «Ăçта?»-, тесе ыйтаççĕ. Вĕсемпе инçе çула тухса кайма та хăрушă мар, парашютпа сикме шикленмелле мар, йывăрлăх сиксе тухсан хăрамалла мар. Пĕр-пĕр пăтăрмаха кĕрсе ӳксен: «Юлташсем ан пĕлччĕрех»,- тетĕн. Пĕрле пуçтарăнсан вара хăвах ун пирки кула-кула каласа паратăн. Йăнăш тусан: «Ан хăра, пулăшатпăр»,- теççĕ вĕсем.
Манăн юратнă юлташсем, сирĕн пирки ку сăмахсем! Сире аса илсен манăн кулас, савăнас килет. Паян пуçтарăнатпăр тесен çав вăхăта хăвăртрах çитерес килет. Мĕн кăна курман сирĕнпе… Çав вăхăтсем – чи хаваслисем. Малалла та çавăн пек пурăнасса шанатăп: савăнса, кулса, пĕр-пĕрне пулăшса. Пирĕн малашлăх умра-ха, ăна сирĕнпе пĕрле ирттересчĕ. Эсир — чи аваннисем!
 
: 791, Хаçат: 39 (1235), Категори: чунри

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: