Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Кăлаткăпуç районĕнчи Чăваш Кăлаткă ялĕнче паян 300 яхăн пенсионер пурăнать. Тăрăхри строителе Константин Поликарпович Антонова ылтăн аллишĕн çеç мар, вашават та сăпайлă кăмăлĕшĕн хисеплеççĕ, ун канашне, кашни сăмахне шута хураççĕ.
Çут тĕнчене Константин Поликарпович 1931çулхи нарăсăн 14-мĕшĕнче килнĕ. Ĕмĕр тăршшĕпе тăван хуçалăхĕнче – «Бахтеевский» ял хуçалăхĕпе производство кооперативĕнче – строительте вăй хунă. «2007 çулта 63 çул хупăнса тăнă хыççăн ялта Дмитрий Солунский чиркĕвне уçрăмăр,- терĕ Кĕçтенттин пичче.- Чиркӳ проектне тума мана шанчĕç. Çакă хавхалантарчĕ. Пуçпах ĕçе кӳлĕнтĕм. Чертёжсем туса чылай аппалантăм, макетне хатĕрлерĕм. Строительство ĕçĕсене илсе пынă çĕрте те ман тӳпе пур. Тавах Турра, чиркӳ ĕçлет паян. Ун алăкĕ Турă хăватне ĕненекенсемшĕн яланах уçă».
Чăваш Кăлаткăра кăçал иртнĕ Акатуйра аслă сцена çинчен ялти пултаруллă çынсене чысларĕç. «Ялти чи аван платник» ята, дипломпа хаклă парнене Константин Антонов тивĕçрĕ. Чи малтан мăшăрне, ашшĕпе кукашшĕне пĕрле ĕмĕр ирттернĕ Елизавета Егоровна, ачисемпе мăнукĕсем саламларĕç.
 
: 834, Хаçат: 39 (1235), Категори: Ырă ята тивĕçлисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: