Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Г.И. Комиссаров (Вантер) çуралнăранпа 130 çул çитнĕ май
 
Гурий Иванович Комиссаров 1883 çулхи сентябрĕн 21-мĕшĕнче (кивĕ стильпе) Етĕрне уесĕнчи Чиркӳллĕ Патăрьелĕнче (халĕ Çĕрпӳ районне кĕрет) хресчен çемйинче çуралнă. 1893-1896 çулсенче вырăнти земство училищинче, каярахпа Элĕкри икĕ класлă училищĕре вĕреннĕ. Ун хыççăн Пĕрçырланти пуçламăш шкулта учительте ĕçленĕ. Пушă вăхăтра фольклорпа этнографи материалĕсем пухнă. 1906 çулта вăл Ĕпхӳри тĕн семинарине вĕренме кĕнĕ, ăна пĕтернĕ хыççăн Хусанти тĕн академийĕнче малалла ăс пухнă. Хусанта вĕреннĕ çулсенче Г.И. Комиссаров уйрăмах чăваш халăх историйĕпе, йăли-йĕркипе, çыруллă культурипе хытă интересленнĕ. 1911 çулта Хусан университечĕ çумĕнчи истори, этнографи, археологи обществин «Известия общества истории, этнографии и археологии» журналĕнче унăн «Чуваши Казанского Заволжья» ятлă ĕçĕ пичетленнĕ. Çак тĕпчевре вăл чăваш халăхĕн пурнăçне тĕрлĕ енчен çырса кăтартнă.
1918 çулта Ĕпхӳре Г.Комиссаровăн «Чăваш халăхĕ малалла кайĕ-ши, каймĕ-ши?» очерк уйрăм кĕнекен пичетленсе тухнă. Унта вăл тăван халăхăмăрăн шăпи, кун-çулĕ еплерех пуласси çинчен çырнă, унăн малашлăхĕ пулĕ-ши е пулмĕ-ши тесе пăшăрханнă.
Г. Комиссаров пултарулăхĕ нумай енлĕ: вăл историк та, этнограф та, фольклорист та, прозаик та, драматург та. Вăл чăвашла тата вырăсла икçĕре яхăн сăвă çырса хăварнă. Хăйĕн малтанхи сăввисене Г.И. Комиссаров пĕтĕмпех халăх юррисен тытăмĕпе илемлĕх мелĕсем çине таянса çырнă, калавсем те сахал мар шăрçаланă. Хăй сăввисене поэт «Вантер» псевдонимпа пичетленĕ, «Вантер Курийĕ» тесе те алă пуснă. Вăл çырнă «Авлану» тата «Выртмара» пьесăсем чăваш драматургинчи чи малтанхи хайлавсем шутланаççĕ.
Г.И. Комиссаров вырăс писателĕсен произведенийĕсене чăвашла куçарас тĕлĕшпе те нумай ĕçленĕ. Этнограф çырнă «Чăваш халăхĕ малалла кайĕ-ши, каймĕ-ши?» очерк, «Чăваш халăхĕн историйĕ» (1921) тата «Эпир çуралнă çĕршыв» (1920) кĕнекисем паян та пĕлтерĕшне çухатман. Вĕсем пире халăхăмăр историйĕпе тĕплĕнрех паллашма май параççĕ, тăван культурăна юратма, чăваш чĕлхине типтерлĕн упрама вĕрентеççĕ.
 
 
 
: 1033, Хаçат: 39 (1235), Категори: юбилей

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: