Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Пылăн усси çинчен эпир пурте пĕлетпĕр. Анчах мĕнле пыл туянмаллине чухласах каймастпăр. Вĕлле хурчĕсем ĕрчетме тытăниччен хам та ăнлансах кайман темелле. Халĕ унăн уссине чăнах та туятăп. Хĕвел çаврăнăш пылнех илер. Вăл хăйĕн пахалăхĕпе ытти пылсенчен пĕрре те кая мар, хăш-пĕр енĕпе усăллăрах та.
Яппун, Китай çĕршывĕсенчи шкул ачисен кулленхи рационне 50-шар грамм пыл кĕртнĕ. Яппунри шкулсенче ытларах хĕвел çаврăнăш пылне параççĕ. Европа çĕршывĕсем те Раççейре туса илнĕ хĕвел çаврăнăш пылне туянма кăмăллаççĕ.
Çăка пылĕпе хĕвел çаврăнăш пылне танлаштарас пулсан çăка пылĕ темиçе кăтартупа çеç усăллăрах. Çакна шута илеççĕ те чикĕ леш енчисем пыла туяннă чухне.
Хĕвел çаврăнăш пылĕпе сипленмелли мелсем:
Шăнса пăсăлсан тата грипп чирĕ ерсен:
100 г пыла пĕр е çур лимон сĕткенĕпе хутăштармалла. Пĕрер апат кашăкĕ кунне виçĕ хутчен ĕçмелле.
Пыра ӳсĕрсе тасатма:
6 г чĕкеç курăкне (подорожник) пĕр стакан шыва ямалла та 10 минут хушши вĕретмелле. 20 градус таран сивĕтсен çак шĕвеке 30 г пылпа хутăштармалла. Ăна кунне виçĕ хутчен пĕрер апат кашăкĕ ĕçмелле.
Ӳпке чирлесен:
Эмаль савăта 200-шер грамм кишĕр, хĕрлĕ кăшман, хрен сĕткенĕсене ямалла, унта 30 мл çутă эрех, 200 мл (пĕр стакан) пыл тата 2 лимонăн сĕткенне хушса лайăх пăтратмалла. Çулăм çине лартса 25-30 градуса çитиччен ăшăтмалла. Апат умĕн пĕрер кашăк ĕçмелле.
Ӳсĕрнинчен:
Шултра çарăка çумалла, ăшне çĕçĕпе е кашăкпа алтса кăлармалла. Унта икĕ апат кашăкĕ пыл кĕтĕр. Çарăка савăт çине лартмалла, пыл ярса витсе хумалла. 3-4 сехетрен им-çам хатĕр. Ăна апатланас умĕн çур сехет малтан кунне виçĕ хутчен ĕçмелле.
Сунас ерсен:
Хĕрлĕ кăшман сĕткенне хатĕрлемелле, унăн 1/3 пайĕ чухлĕ пыл ярса хутăштармалла. Сăмса шăтăкне кунне 4-5 хут 5-6-шар тумлам ямалла.
Çӳçе çирĕплетме:
Сухана тёрка çинче хырмалла. Сухан пăттин 4 пайĕ çумне 1 пай пыл хушмалла. Çак хутăшпа çӳç тымарĕсене сăтăрмалла. Пуçа тутăр çыхса çур сехет тытмалла.
 
Ульяновск хули.
 
: 809, Хаçат: 39 (1235), Категори: Сывлăх

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: