Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
 
Уплюнккапа, шурă кăмпапа, ăвăс, масла кăмписемпе вăлча хатĕрлеме пулать. Çаплах пĕр йышши кăмпаран кăна та.
Кирлĕ çимĕçсем: пĕçернĕ кăмпа – 2 кг, сухан – 3 штук (пысăкки), кишĕр – 3 штук (пысăкки), услам çу – 2 стакан, лавр çулçи – 3 штук, хура пăрăç – 10 пĕрчĕ, уксус 9 процентли – 1 кашăк, тăвар – пĕлсе ямалла.
Кăмпана çумалла, 10-15 минут тăварланă шывра вĕретмелле, унтан вĕри шывне тăкса сивĕ шыва ямалла. Сивĕнсен шывне сăрăхтармала.
Кун хыççăн кăмпана аш арманĕпе авăртмалла.
Сухана вĕтĕ турамалла, кишĕре тёркăпа хырмалла, уйрăмшарăн услам çупа ăшаламалла. Ăшаланă çимĕçсене авăртнă кăмпапа хутăштармалла, тăвар тата юлнă услам çăва, лавр çулçипе пăрăç хушса вăйсăр çулăм çинче 1,5 – 2 сехет тытмалла. Пăтратсах тăмалла. Юлашкинчен уксус хушмалла та вĕрилентерсе пăшăхланă банкăсене тултарса тимĕр хупăлчапа хупмалла.
Вăлчана сивĕ çĕрте упрасан аванрах.
Маринадланă шурă кăмпа
Кăмпа – 1 кг, тăвар – 20 грамм, сахăр – çур чей кашăкĕ, хура пăрăç – 10 пĕрчĕ, уксус 9 процентли – 50 мл, шыв – 1,5 стакан, сухан – 1 штук.
Кăмпана çулçăсенчен тасатса шлепкине тунинчен уйăрмалла. Тунине типĕтме е ăшалама пулать. Шлепкисене кастрюле ярса 10-15 минут вĕретмелле. Тĕпне лариччен пăтратсах тăмалла, кăпăкне илмелле. Шумовкăпа кăмпана шывран кăлармалла, таса савăта ямалла. Шывне ала витĕр сăрăхтармалла, сахăр, тăвар, специсем, лавр çулçи тата уксус ярса 5 минут вĕретмелле.
Вĕрилентерсе пăшăхланă савăт тĕпне çавракан каснă сухан хумалла, çиеле кăмпа, маринад ямалла (лавр çулçине кăлармалла). Тимĕр хупкăчпа хупламалла, банкăна çавăрса лартса ăшă витмелле.
 
: 608, Хаçат: 39 (1235), Категори: Тĕпел

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: