Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ял хуçалăх министрĕ Александр Чепухин пĕлтернĕ тăрăх, облаçра 13 пин гектар сахăр кăшманĕ акнă. Авăнăн 30-мĕш тĕлне 2 пин те 700 гектар çинчен 87 пин те 280 тонна кăларнă. Тухăçлăхĕ гектартан 325 центнер. Пысăк тухăçпа Чартаклă районĕ палăрать (гектартан 494 центнер). Чи нумай чĕкĕнтĕр кăларакансем – чăнлăсем. Вĕсем ку тĕле 64 пин те 210 тонна кăларнă.
Ульяновскри сахăр тăвакан завод чĕкĕнтĕр йышăнма тытăннă. Унта ку тĕле 60 пин ытла пылак тымар çимĕç пухăннă. Облаçри мĕнпур районта çĕр улми тата пахча çимĕç кăларас ĕç хĕрсе пырать. 545 гектар çинчен 9  пин те 800 тонна пуçтарса кĕртнĕ (тухăçлăхĕ гектартан 180,2 центнер). Çĕр улмине 845 гектар çĕр лаптăкĕ çинчен 10 пин те 400 гектар кăларнă (тухăçлăхĕ — 124 центнер). Тĕш тырă тата пăрçа йышши культура 924 пин тонна вырса илнĕ (тухăçлăхĕ – 20,9 центнер). Атăлçи тăрăхĕнчи федераллă округра тĕш-тырă тухăçлăхĕпе пирĕн область иккĕмĕш вырăн йышăнать.
 
«Народный фронт» уйрăмне йĕркеленĕ
Ульяновск облаçĕнче Пĕтĕм Раççейри «Народный фронт «За Россию» обществăлла юхăмăн уйрăмне йĕркеленĕ.
Юпа уйăхĕн 4-мĕшĕнче учредительсен конференцийĕ иртнĕ. Унта уйрăмăн Уставне çирĕплетнĕ, штабне тата ревизи комиссине суйланă.
Штаба тĕрлĕ обществăлла организаци представителĕсенчен , вĕрентӳçĕсенчен, медицина, культура ĕçченĕсенчен 31 çынна суйланă. Конференци ĕçне Раççейри «Народный фронт «За Россию» организацин сопредседателĕ Ольга Тимофеева хутшăннă. "Пирĕн юхăмăн тĕп тĕллевĕ – общество тĕрĕслевне йĕркелесси. Эпир политика партийĕ мар, эпир – обществăлла юхăм, çавăнпа пирĕн ĕç вырăнти ыйтусене татса парасси. Пурнăçра мĕн улăштармаллине вырăнти çынсем сĕнессе кĕтетпĕр», - тенĕ вăл.
Кунта вырăнти уйрăмăн виçĕ сопредседательне суйланă. Вĕсем - «Техникум экономики и права» вĕренӳ учрежденийĕн директорĕ, суту-илӳпе промышленность палатин правленийĕн членĕ Елена Куцына, «Наш век» телерадиокомпанин наци программисен тĕп редакторĕ Олег Мустаев, «Ульяновск облаçĕнчи халăхсен культура центрĕн» тĕп директорĕ Елена Сафронова.
Ревизи комиссин председательне Раççей Геройне, В.В.Путинăн шаннă çыннине Олег Лобунеца суйланă.
 
Раççейпа Америка тĕпчев проекчĕ
Ульяновск облаçĕнче Раççейпа Америка тĕпчев программине пурнăçласси пирки килĕшӳ тунă.
Документ çине Intеrmolесulаr, Inс.(IMI) америка компанийĕн ертӳçи Дэвид Лазовски тата Ульяновскри трансфер технологийĕсен центрĕн ертӳçи Андрей Редькин алă пуснă. Тĕпчев тĕрлĕ материалсем валли çӳхе сийлĕ хуплавсем тăвассипе çыхăннă. Кун пекки хальлĕхе Европăра çук.
Компани 2014 çултан ĕçлеме тытăнмалла. Хальлĕхе унта специалистсем пуçтараççĕ.
 
: 993, Хаçат: 40 (1236), Категори: Хыпарсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: