Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Татьяна Валерьевна Рупасова Барăш районĕнчи Ĕшке ялĕнче ачасене чăвашла вĕрентет. Çулсерен вырăсланса пыракан чăваш ялĕнче хальхи вăхăтра тăван чĕлхепе аслă çулсенчи çынсем кăна калаçаççĕ. Шкул ачисем вара чăваш чĕлхине ют çĕршыв чĕлхи пек вĕренме пуçлаççĕ. Анчах пĕри те мĕн тума кирлĕ пире чăваш чĕлхи тесе турткаланса урокран тарса çӳремест.
-Районĕпе те пирĕн шкулта кăна чăваш чĕлхине предмет майĕпе вĕренеççĕ. 2006 çултанпах пырать ку ĕç. Унччен иккĕмĕшĕнчен пуçласа саккăрмĕш класс таранччен вĕрентнĕ пулсан, 2013-2014 вĕренӳ çулĕнчен пуçласа – пĕрремĕшĕнчен. Кăçал пĕрремĕш класра манăн икĕ ача – хĕр ачапа арçын ача. Малталăха калаçма вĕренетпĕр – чи малтан кирлĕ сăмахсене – «анне», «атте», япала ячĕсене, сывлăх сунма, мĕн те пулин ыйтса пĕлме. Хĕр ачи пит маттур, вăтанса тăмасть, ман хыççăн калать. Арçын ачи хальлĕхе чĕнмест-ха, - каласа парать Татьяна Валерьевна.
Тĕрĕссипе каласан, кӳршĕ Асьялта çуралса ӳснĕ Татьяна Рупасова (хĕр хушамачĕ Ермошкина) хăй те чăвашла калаçсах ӳсмен, кăшт кăна перкелешнĕ, çырма-вулама та пĕлмен. Чăваш чĕлхипе Çинкĕл педучилищинче вĕреннĕ чухне интересленме пуçланă. Тен, училищĕре пĕлĕвне ытларах та илĕччĕ пуль, анчах вĕсен педагогĕ аварие лекнĕ хыççăн ĕçне пăрахать. Çапла Татьяна Валерьевна 1992 çулта диплом илет те Барăш районĕнчи Кивĕ Тимушкел шкулне ĕçлеме вырнаçать. Пуçламăш классене çурма-вулама хăнăхтарать. 2000 çулта Ĕшке шкулне куçать. Çав çулах унта чăваш культурин кружокне ертсе пыма пуçлать. Анчах пĕлĕвĕ çитменнине туять. Телее, тепĕр çул Ĕшке ялне Шупашкартан Чăваш патшалăх университечĕн чăваш филологийĕпе культурин факультетĕнче вĕренекенсем практикăна килеççĕ. Халăх сăмахлăхне пуçтаракансем икĕ эрне пурăнаççĕ шкулта. Татьяна Рупасова вĕсене нумай пулăшать, студентсем те педагогпа калаçу практикине самай ирттереççĕ. «Эсир мĕншĕн университета вĕренме кĕместĕр», - тесе тĕлĕнеççĕ. Шкул директорĕ те çав тĕллевпех университет преподавателĕсемпе калаçать. «Тархасшăн, пирĕн вĕрентӳçе чăваш филологийĕпе аслă пĕлӳ илме пулăшăр», - тесе ыйтать. Лешсем сăмах параççĕ. Малашнехи пилĕк çулне вара Татьяна Валерьевна чăваш чĕлхин грамматикипе литературине ăса хывассипе нумай ĕçлет. Шупашкара кайса университета куçăмсăр майпа вĕренме кĕрет. Йывăрлăхсемсĕрех вĕренсе тухать. 2010 çулта диплом илет.
-Ашшĕ-амăшĕ тăван чĕлхепе калаçман тата хутăш çемьесенче пурăнакан ачасем чăваш чĕлхине хирĕç пуласран малтанах шикленнĕччĕ. Кăлăхах. Хирĕç калаçакансем пулмарĕç. Пушшех те, аслă классенчисем кашни урок хыççăн тавах сире урокшăн тесе хавхалантараççĕ. Пуçламăш классенче ачасем эрнере 3 хутчен, 5 – 8 классенче – эрнере 2 сехет чăваш предметне вĕренетпĕр. «Тумлам» фольклор ушкăнне йĕркелерĕм. Унта сакăр хĕрачапа икĕ арçын ача çӳрет. Питĕ килĕшет вĕсене. Тĕрлĕ концертсене, конкурссене хутшăнатпăр. Ялти, районти мероприятисене те чĕнеççĕ, - паллаштарать ĕçĕпе Татьяна Валерьевна.
Ĕшке ялĕнче ачасене чăвашла вырăс шкулĕн программипе вĕрентеççĕ. Ку программăпа чи лайăх учебниксем Г.В.Абрамова редакциленисем тесе шутлать вĕрентӳçĕ. Çак учебниксемпе вăл университетра вĕреннĕ вăхăтра паллашнă. Пĕрремĕш – виççĕмĕш классем валли вĕсене хăй туянса килнĕ. Анчах малашне вĕрентме унăн учебниксем çук. Çак ыйту Татьяна Рупасована питĕ пăшăрхантарать. Уççăн каласан вара, чăваш литератури енчен вĕсен вулавăшĕ питĕ чухăн. Çавăнпа ĕшкесем кашни журнала, кĕнекене, кăтартмалли хатĕре хавас. Вĕренмелли учебниксемпе пособисемпе тивĕçтерме вĕсем облаçри чăвашсемпе ĕçлекен организацисенчен пулăшу кĕтеççĕ. «Эпир укçине хамăрах тупатпăр, пире кĕнекисене кăна кӳрсе паччăр», - теççĕ вĕсем.
 
: 843, Хаçат: 40 (1236), Категори: Вĕренÿ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: