Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Облаçри Саккунсем кăларакан Пухăвăн çĕнĕрен суйланнă депутачĕсем умĕнче Правительство председателĕ Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр тухса калаçнă. Вăл регионта пурнăçламалли 12 тĕллев палăртнă.
Пĕрремĕшĕ. Пурнăçăн пахалăхне ӳстересси. Облаçри кашни çын вăл лайăх енне улшăннине туйтăр.
Иккĕмĕшĕ. Экономикăра çĕнĕ технологи пайĕсене аталантарасси, облаçри пур районсене те газ çитересси.
Виççĕмĕшĕ. Промышленность аталанăвĕн институтне йĕркелесе пулăшасси.
Тăваттăмĕшĕ. Ял хуçалăхне аталанма пулăшасси.
Пиллĕкмĕшĕ. Регионти пур çулсене те йĕркене кĕртесси.
Улттăмĕшĕ. Пĕчĕк тата вăтам услама аталантарса вăтам класа ӳсме майсем туса парасси.
Çиччĕмĕшĕ. Çынсене йӳнĕ тата пахалăхлă пурăнмалли вырăнсемпе тивĕçтересси.
Саккăрмĕшĕ. Çынсен сывлăхне çирĕплетме майсем туса парасси, сывлăх сыхлавне аталантарасси, ача çуралассине ӳстересси, çемье институтне çирĕплетесси.
Тăххăрмĕшĕ. Инвалидсем, ветерансемпе пенси çыннисем нумайрах пурăнччăр тесе социаллă хӳтĕлев çăмăллăхĕсемпе кирлĕ таран тивĕçтересси.
Вуннăмĕшĕ. Вĕренӳре çĕнĕлĕхсемпе усă курасси.
Вун пĕрмĕшĕ. Çĕнĕ культура политикине пурнăçа кĕртесси.
Вун иккĕмĕшĕ. Ульяновск хулипе облаçне çынсене пурăнма хăрушă мар регион тăвасси.
2018 çулччен пирĕн регионти пĕтĕмĕшле тупăша 1,5 хут ӳстермелле;
экономикăпа социаллă аталанусен ӳсĕмĕпе эпир Атăлçи федераллă округра вăтаммисен хушшинче пулмалла; пĕр миллион тăваткал метр пурăнмалли вырăн тумалла, çынсене хваттерсемпе тивĕçтермелле; 2020 çул тĕлне ĕç укçине 30 пин таранчченн ӳстермелле; тĕрлĕ отрасльсенче технологи енчен кая юлнине çĕнтермелле; 2016 çул тĕлне çуралакансемпе вилекенсен шучĕ пĕр шая çитмелле.
Çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхра хаксене йĕркелесе ямалла. Ку ыйтура чи çивĕччи – çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх тытăмне патшалăха каялла куçарасси.
Çул-йĕр строительствинчи çитменлĕхсене пĕтерес тĕллевпе ятарлă документсем хатĕрлемелле, çул тăвакансен ĕçне хытăрах тĕрĕслемелле, укçине тепĕр çул кăна памалла.
Çитес 2-3 çул хушшинче вĕренӳпе культура учрежденийĕсене муниципалитет пурлăхĕнчен регион тытăмĕнчи патшалăх пурлăхне куçармалла. Облаçра «Вĕренӳ пирки» çĕнĕ саккун йышăнмалла, методика службине чĕртсе ямалла, студентсене пулăшас енĕпе саккун йышăнмалла.
Экономикăпа инвестици политикинче пирĕн регион Раççейре малтисенчен пĕри, тĕслĕхли шутланать. Çак çулпа çирĕп пымалла. Хальхи тĕллевсенчен пĕри - облаçра вăтам услама аталантарма майсем шыраса налук тытăмĕнчи саккуна улшăнусем кĕртмелле, хамăр сĕнӳсене Раççейри Патшалăх Думине ямалла. Çĕрпе çыхăннă ыйтусене тĕрĕс татса памалла, усă курман çĕрсене каялла туртса илмелли ĕçе улăштармалла.
Ĕç тытăмĕнче – конвертпа ĕç укçи паракансене административлă явап таттармалли пирки саккун йышăнмалла.
Сывлăх сыхлавĕн тытăмĕнче – аптекăсенче спиртлă шĕвексене (çав шутра косметика валли текеннисене те) сутма чармалла.
Социаллă хӳтĕлев тытăмĕнче ватăсене, нумай ачаллă çемьесене пулăшу парас ыйтăва çĕнĕрен пăхса тухмалла. Ку енĕпе область саккунĕнчи çитменлĕхсене пĕтермелле. Пенси сахал илекенсене область шутĕнчен хушса тӳлемелли майсем тупмалла, ашшĕ-амăшĕн хӳтлĕхĕсĕр юлнă ачасене (алимент илменнисене) пенси туса памалла, бюджет тытăмĕнче ĕçлекенсене пурăнмалли вырăнпа тивĕçтерес тĕлĕшпе патшалăх тата муниципалитет çĕрĕсене строительство кооперативĕсене куçармалла. Облаçри «О мерах по улучшению демографической ситуации» саккуна улшăну кĕртмелле, йĕкĕреш çуратакансене те çăмăллăхпа усă куракансен шутне кĕртмелле.
 
: 691, Хаçат: 40 (1236), Категори: ceнeлeх

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: