Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
— Юрă-такмак пĕлекенсем тетĕр-и? Эсир ав Мария Алёнина патне кĕрĕр, йăх-несĕл пĕлекен халăх юррисене еплерех шăрантарать вăл,-терĕç Ĕшке ял клубĕн ĕçченĕсем. – Чăн-чăн чăваш халăх сăмахлăхне упракансем пур-ха ялта. Вĕсем «Палан» фольклор ушкăнĕн илемĕ, пуянлăхĕ.
Мария Петровна сад пахчине тирпейлетчĕ. Урамра — ылтăн кĕркунне. Умри пахчара вак ĕçсем анчах юлнă. «Купăста еплерех ăнса пулчĕ кăçал, пуçсем еплерех хитре, çаврака»,-терĕ кинеми. Хăй паллас тесе пирĕн çине куçне хĕсерех пăхрĕ. «Канаш» хаçат корреспонденчĕсене хапăл пулчĕ Марье аппа, пӳрте кĕме йыхрав турĕ.
— Ĕшке ялĕнче çуралнă, кунтах ĕмĕр ирттернĕ,-терĕ Мария Алёнина.- Хуçалăхра тĕрлĕ ĕçсенче, фермăра ĕçленĕ. Ман арçын купăсçăччĕ. Ратнепе ирттерекен уявсем виçĕ-тăватă куна тăсăлатчĕç. Пирĕн хушăра ĕçсе ӳсĕрĕлекенсем пулман. Юрланă-ташланă, çинĕ-ĕçнĕ. Шел, çирĕм çичĕ çул иртрĕ эпĕ тăлăх арăм ята илтнĕренпе. Упăшка ачасем çитĕннине кураймарĕ. Чир çĕнтерчĕ ăна.
Марье аппа çамрăклах юрлама юратнă. Ĕшке ял клубĕнче «Палан» фольклор ушкăнне йĕркелесен тантăшĕсемпе пĕрле вăл та хаваспах унта çӳреме пуçлать. Туслă ушкăнпа тĕрлĕ концертсене, Асьялпа Ĕшкере черетленсе иртекен Акатуя хутшăнать. «Палан» ӳссе-ӳссе пырать. Аслăрах çул-ӳсĕмрисен хăйсен умне тĕп тĕллев лартаççĕ, çамрăксене халăх юрри-такмакне вĕрентсе хăварас тесе нумай тăрăшаççĕ. Шухăшлани пурнăçланнă темелле. Паян «Палан» халăх юратăвне çĕнсе илнĕ коллектив.
Çулланнă хĕрарăм калаçма ăста пулчĕ, пире халăх юрри-такмакне юрласа кăтартрĕ.
— Çамрăксем килĕрен нумай пулнă – 6-7-шер ача. Урамра ятарласа çирĕплетнĕ вырăнта хĕр-каччă вылятчĕ. Уявсем чаплă иртетчĕç. Карталанса вăйăсем выляттăмăр. Яшсемпе пикесем шăп çакăнта варлисене тупатчĕç. Кам хитререх ташлать, юрлать вĕсем тӳрех куç тĕлне пулатчĕç. Чăваш тумне тăхăннă хĕр-тантăшсем шурă акăш евĕр курăнатчĕç. Пуçĕсем çинче камăн – тухья, камăн — тутăр, масмак. Пăхса ытармалла марччĕ. Пире епле юратмăн? – кăмăллăн кулать тăванăм.
Мария Петровна кăçал çурла уйăхĕнче 74 çул тултарнă. Пурнăçĕпе кăмăллă вăл. Ачисем куллен килсех тăраççĕ. Мăнукĕсем юратаççĕ. Кӳрши-аршипе килĕштерет. Ялта çамрăксем сахалли, хăçан-тăр кĕрленĕ ял хуçалăхĕ вăйсăрланни анчах кулянтарать хĕрарăма. Барăшри предприятисенчен чылайăшĕ хупăнни те савăнтармасть ăна. Çамрăксен ĕç шыраса тата аяккарах каяс пулать-çке. Пурин çинчен те шутлать Мария Алёнина. Хăйĕн ырă кăмăлĕпе мĕнпур тĕнчене ырлăх-пурлăх кӳрес килет чăваш кинемийĕн, пархатарлă çыннин. Çакна вăл тарăн та сулмаклă шухăш-тытăмлă чăваш юрри урлă калама пĕлет.
 
: 690, Хаçат: 40 (1236), Категори: Eмeр сакки сарлака

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: