Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
«Новая жизнь» хуçалăх — Чăнлă районĕнче ура çинче чи çирĕп тăраканнисенчен пĕри. Ăна 20 çул ĕнтĕ Г.М.Мулянов ертсе пырать, вăл та районта чи опытлă ертӳçĕсенчен пĕри. Халĕ кунта 2 пин те 500 гектар çĕр, 481 пуç ĕне выльăх, 80 лаша, 300 сурăх. Кантурĕ Покровски ялĕнче вырнаçнă.
Паян вара хуçалăхра сахăр чĕкĕнтĕрĕ кăлараççĕ. Хуçалăх ертӳçине курса калаçас тесе Типĕ Пăкăрлă ялĕн хирнех çитме тӳрĕ килчĕ.
-Кăçалхи çумăрсем хресчен ĕçне чылай йывăрлатрĕç, çапах та чарăнса тăма вăхăт çук пирĕн. Унсăрăн нимсĕр юлатăн. 1650 гектар çинчи тыр-пула пухса кĕртрĕмĕр, çав шутра 453-шĕ – кĕрхи культурăсем. Малтан тухăç пĕр гектартан вăтамран 30 центнер ытлаччĕ, çумăрсем тытăнсан вуннăран та кая чакрĕ. Пурпĕрех пуçтармалла. Чĕкĕнтĕр 430 гектар акнăччĕ, 170-шне пуçтартăмăр, тухăçĕ япăх мар — гектартан 300 центнер ытла. Сахăр заводне 5 пин те 500 тонна ытла ăсатрăмăр ĕнтĕ, - пуçларĕ калаçăва Геннадий Макарович.
Хуçалăхра 35 çын вăй хурать. Выльăхсем валли утă тата фураж икĕ çуллăха хатĕрлесе хунă.
-Хальхи саманара аталанма пĕр енлĕ çеç ĕçлени çителĕксĕр. Выльăх та нумай усратпăр эпир, - малалла каласа парать ертӳçĕ хуçалăх çинчен. - Кунти ĕçсене Иван Албутов ертсе пырать. Вăл кунта зоотехникĕ те, врачĕ те, ферма заведующийĕ те хăех. Пĕр ĕнерен кунне 12,5 килограмм сĕт суса илетпĕр, çулталăкра вара – тăватă пин ытла. Мăйракаллă шултра выльăхсем талăкра 650 грамм ӳт хушса пыраççĕ. Выльăхсен шутне ӳстернипе çĕре те 500 гектар ӳстерсшĕн малашне.
Г.М.Мулянов выльăх ĕрчетес енĕпе çине тăрса ĕçлет, пĕлтĕр наука кандидачĕн диссертацине хӳтĕленĕ. Теми – мăйракаллă шултра выльăхсене кремний нумай апат парса ӳстересси. Кремний ӳт-пӳрен йывăр металсен тăварĕсене кăларать, ун пек выльăхсен сĕчĕ те, ашĕ те экологи енчен таса пулать. Халĕ кунта çак технологие мала хурса ĕçлеççĕ. «Новая жизнь» Бестужев ăрачĕллĕ ĕнесене ĕрчетекен хуçалăх шутланать. Кунта Ульяновск ял хуçалăх академийĕн студенчĕсем тăтăшах практика иртеççĕ.
-Сахăр чĕкĕнтĕрĕн лаптăкне чылай ӳстертĕмĕр юлашки вăхăтра, çĕнĕ сеялкăсем туянса хута ятăмăр – вĕсем вăрлăха перекетлесе акаççĕ. Хими препарачĕсемпе анлă усă куратпăр, удобрени сапатпăр. Çавăнпа тухăçĕ те халĕ палăрмаллах ӳсрĕ, тупăшĕ те пур. Пирĕн, çĕр çыннисен, çанталăк йывăр тесе пуçа усса лармалла мар ĕнтĕ. Сахалтарах çывăрмалла, нумайрах тăрăшмалла. Вара усси те ытларах пулĕ, - тет Геннадий Макарович.
Эпир калаçнă вăхăтра техника, çынсем пĕрре те ĕçлеме чарăнмарĕç: машинăсем çумăрпа çăвăннă хыççăн шап-шурă курăнакан чĕкĕнтĕр куписем патне килеççĕ, çынсем ăна Германирен туяннă комбайн пулăшнипе тиеççĕ, хăватлă Т-150 трактор хыттăн кĕрлесе-уласа тулли автомашинăна пылчăк çинчен асфальт çине сĕтĕрсе кăларать. Лешĕ Чăнлăри сахăр заводне вĕçтерет.
Ертӳçĕ калаçура уйрăмах Александр Золиков тракториста тата Сергей Петров водителе палăртса хăварчĕ. Чĕкĕнтĕр кăларас ĕçе вара пĕтĕмĕшле Геннадий Макаровичăн ывăлĕ — Александр – илсе пырать. Вăл аслă пĕлӳ илнĕ хыççăн ĕç шыраса таçта кайман, хуçалăхра тĕп агроном тивĕçĕсене пурнăçлать.
Çĕр нӳртен тăраннă ĕнтĕ: хирпе утнă чух 10 сантиметра яхăн путса пыратăн, çул çинче шыв кӳлленчĕкĕсем. Ура çине кире пуканĕсем çакса янă пекех туятăн – пылчăк çилĕм пекех çыпçăнать. Сивĕ çил вĕрет. Кашни сехетре тенĕ пек çумăр пĕрĕхсе каять. Аванах çума тытăнсан çынсем вакуна кĕрсе пытанаççĕ. Техника çĕмĕрĕлесси те пулкалать, ăна çакăнтах юсама тӳрĕ килет. Пылчăк çинчи пăр татăкĕ пек сивĕ чĕкĕнтĕрсене алăпа тыткаласси те пулать. Çакăн пек кунĕпе тăрмăшмалла… Чăн-чăн кĕрешӳ пырать – сахăршăн. Хуçалăх ертӳçи те халь кунăн ытларах пайне кунта ирттерет.
Сĕтел çинчи шур юр пек таса тата пылак сахăра çакăн пек туса илеççĕ. Турă сывлăх тата тӳсĕм патăр ку çынсене.
 
: 859, Хаçат: 40 (1236), Категори: самана cыннисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: