Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Конкурсăн тĕллевĕ – наци культурине аталантарасси, халăх юрри-ташшине, халăхăмăрăн культурине сыхласа хăварасси.
Конкурса йĕркелекенсем – нацисен культурине аталантаракан центр тата облаçри чăвашсен наципе культура автономийĕ.
Конкурс условийĕсем:
-конкурса 16-35 çул ӳсĕмĕсене çитнисем хутшăнаççĕ;
-чăваш чĕлхине пĕлни кирлĕ;
-пултарулăх енĕпе палăрмалла;
-халăхăмăрăн йăли-йĕркине, историне пĕлмелле;
Конкурс йĕрки:
Вăл икĕ тапхăртан тăрать. Пĕрремĕш тапхăрĕ облаçри районсенче юпа (октябрь) уйăхĕнче тытăнать. Иккĕмĕшĕ – юпа уйăхĕн 31-мĕшĕнче Ульяновск хулинче «Киндяковка» культура керменĕнче иртет.
Юлашки тапхăра районта çĕнтерекенсем хутшăнаççĕ. Вĕсен чăвашла икшер юрă юрламалла (халăх тата эстрада юррисене).
Юрланă чух «-1» фонограммăпа, гитарăпа тата ытти музыка инструменчĕсемпе усă курма урать.
Фонограмма СD (аудио) е мини-дисксем çине çырни пултăр.
Конкурса хутшăнакансен пултарулăхне жюри хак парĕ. Вăл аван сасă пулнине, тĕрĕс юрланине, юрă çеммипе артистăн хусканăвĕсем килĕшсе тăнине, чăваш тумне илемлĕ, тирпейлĕ тăхăннине шута илĕ.
Конкурса хутшăнакансене тата çĕнтерӳçĕсене грамотăсем тата тав хучĕсем парса чыслĕç.
Конкурс-фестивале хутшăнма кăмăл тăвакансен юпа уйăхĕн 20-мĕшчен çак адреспа заявка парас пулать: Ленин урамĕ, 95-мĕш çурт, нацисен культурине çĕнетсе аталантаракан центр.
Тел: (8-8422) 42-09-32; 73-75-82.
 
: 657, Хаçат: 40 (1236), Категори: Конкурс

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: