Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
«Ульяновскмебель» производство пĕрлешĕвĕн директорсен канашĕн председателĕ, Саккунсем кăларакан Пуху депутачĕ А.Г. Еленкин – «Канаш» хаçат редакцийĕн çывăх тусĕсенчен пĕри. Вăл пире пĕрре мар пулăшнă.
Маларах пĕр кĕтмен çĕртен Анатолий Георгиевич редакцие пырса компьютер парнеленĕччĕ. Ун чухне редакцисене оргтехникăпа тивĕçтерес ыйту йывăр тăратчĕ, çавăнпа ку парне питĕ вырăнлă пулчĕ, эпир питĕ хĕпĕртенĕччĕ. Хаçат йĕркеленсе кайни 20 çул çитес умĕн А.Г.Еленкин пире ырă кăмăлĕпе тепре савăнтарчĕ: вырăнти «Волга» патшалăх телерадиокомпани пуçлăхĕсемпе калаçса татăлса пирĕн редакци пурнăçĕ çинчен самаях вăрăм видеосюжет ӳкерттерчĕ, ăна область телевиденийĕпе кăтартрĕç. Çапла вара пирĕн редакци çинчен пĕтĕм область çыннисем пĕлме пултарчĕç. Çаплах ун чухне вăл редакцие чăваш культурине аталантарас ĕçре куллен тăрăшнăшăн Саккунсем кăларакан Пухăвăн Тав çырăвне парса чысланăччĕ.
Çак кунсенче вара Анатолий Георгиевич чăваш хаçачĕн редакцине «Ульяновскмебель» туса кăларакан «Джулия» ятлă икĕ чаплă шкап парнелерĕ. Пĕри — кĕнекесем валли, тепри – тумтир çакса хумалли. Кăçал редакци УОЧНКА çуртне куçнă хыççăн шăпах çавсем çукчĕ пирĕн. Каллех тусăмăр пире куллен кирлĕ япаласем парса пулăшрĕ. Халь кабинет чылай аванрах курăнать, ăна А.Г.Еленкинăн çӳллĕ те илемлĕ парнисем хăтлăх кӳреççĕ.
Ырă чăвашăмăра пирĕн нушана ăнланнăшăн, çакăн пек пысăк парне тунăшăн хамăр коллективран чунтан тав тăватпăр, сывлăх та телей сунатпăр. Анатолий Георгиевич, ĕçĕрсем ăнса пыччăр,сире малашне те чăваш туррисем ан пăрахчăр, пысăк çитĕнӳсем тума куллен пулăшчăр.
Çакăн пек ырă туссем ытларах пулсан редакцие пулăшăвĕ те ытларах пулĕччĕ, пирĕн çитĕнӳсем те пысăкрах пулĕç.
 
: 676, Хаçат: 40 (1236), Категори: Ырă тĕслĕх

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: