Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
«Аттем – Николай Никифорович – Аслă вăрçăра Сталинград патĕнчи çапăçусенче сусăрланать. Ĕмĕрне шкулта биологипе географи урокĕсене илсе пырать. Эпĕ те вĕрентӳ тытăмне вăл тата шкул панă пилпе пырса кĕтĕм пулмалла…» - тет вĕрентӳ тытăмĕн Ĕç ветеранĕ Анатолий Николаевич Власов.
Пилĕк ачаллă çемьере çитĕнет ентешĕмĕр. Вăл – иккĕмĕш ача, аслисенчен пĕри. Чăнлă районĕнчи Кунтикав шкулĕнче 7 класс пĕтерет. Вăтам пĕлӳ Каша шкулĕнче илет. Ашшĕ ĕçне ăша хывса вĕрентекен пулма ĕмĕтленет, анчах вĕрентӳ тытăмĕн çулĕ çине тăриччен хăйне производствăра, хĕсметре аталантарса хурçă пек хĕртĕнет.
- Çара кайиччен Ульяновскри 3-мĕш техника училищинче слесарь-сборщика вĕренсе тухрăм. Арçын мăлатук тытса пăта çапа пĕлмеллех. Пĕрремĕш ĕç кунĕ автозаводри тĕп конвейерта иртрĕ. Салтак ячĕ тухрĕ. 1964-1967 çулсенче Мускав тăрăхĕнчи сывлăшран тапăннинчен хӳтĕлекен çарăн радиотехника чаçĕнче пулса киле аслă сержант званийĕпе таврăнтăм. Хам специальноçпах 1986 çулхи авăн уйăхĕччен Ульяновскри юсавпа механика заводĕнче вăй хутăм. Вăл çулсенче ял шкулĕсенче вĕрентекенсем çитместчĕç. Çавăнпа шкул ертӳçисем вĕренӳре палăрнă тата вĕрентекен ĕçне илсе пыма пултаракан маттур çамрăксене ĕçлеме йыхравлатчĕç. Пĕррехинче мана та Кунтикав шкулĕнче ĕçлеме сĕнчĕç. Питĕ яваплă пулсан та килĕшрĕм. Вырăс чĕлхи урокĕсене илсе пыма тытăнтăм. Тинех шкул панă пил, аттем профессийĕн туртăмĕ ачаран ĕмĕтленнине пурнăçлама çул уçрĕç, - каласа парать Анатолий Николаевич.
Вĕрентӳ тытăмне чăннипех пăхăнтарма пултарулăх çеç мар, ятарлă пĕлӳ ытларах кирлине ăнланса илсе 1969-1974 çулсенче А.Н.Власов Ульяновскри педагогика институтĕнче аслă пĕлӳ илет. Тин çеç биологипе хими вĕрентекенĕн дипломне илнĕскере 1973 çулта Крестникав шкулĕн директорне çирĕплетеççĕ. Тепĕр çулах вăл Кунтикав шкулĕн вĕрентекенсен коллективне ертсе пыма тытăнать. 1992 çултан – директорăн вĕрентӳ енĕпе ĕçлекен çумĕн ĕçĕсене пурнăçлать. 2002-2006 çулсенче биологипе хими урокĕсене илсе пырать.
- Паллах, шкул ертӳçи пуласси – йывăр та яваплă ĕç. Хавхалантарса пыракан та кирлĕ. Мăшăрăм (икĕ çул каялла çĕре кĕчĕ) – Тăхăрьял хĕрĕ Галина Алексеевна Чернова – хам çумрах пулчĕ темелле: пуçламăш классене вĕрентрĕ, шкул лаборанчĕ те пулчĕ, ача пахчинче шăпăрлансемпе ĕçлерĕ… Сылтăм аллăм пулнă. Çитменнине çемьере виçĕ ача çитĕннĕ. Паян пысăк хуйхăма икĕ ачампа (пĕри вилнĕ), тăватă мăнукăмпа çĕнтерсе пурăнатăп. Манăн правительство наградисем çук. Пирĕн вăхăтра ахаль вĕрентекенсене те, шкул ертӳçисене те наградăсем парса хавхалантарсах кайман. Пире партипе правительство наградăсемшĕн мар, çĕршыв, çамрăк ăру пуласлăхĕшĕн тар тăкма вĕрентнĕ, - тет иртнĕ пурнăçшăн кулянманнине палăртса Ĕç ветеранĕ.
 
Чăнлă районĕ,
Кунтикав ялĕ.
 
: 678, Хаçат: 40 (1236), Категори: Eмeр сакки сарлака

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: