Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Владимир Авксентьев 1965 çулта çулла питĕ хитре вырăнта, вăрман хĕрринче – Шăмăршă районĕнчи Патирек ялĕнче – çуралнă. Ачаранах спортпа питĕ туслă пулнă. Ăна çăмăл атлетика, йĕлтĕрпе чупасси илĕртнĕ.
Шкулта вĕреннĕ чухне районти ăмăртусене хутшăнса пĕр хутчен çеç мар малти вырăнсене тухнă. Ульяновск хулинчи иккĕмĕш профессипе техника училищинче водителе тата автослесаре вĕреннĕ хушăра та спорта пăрахман ял каччи. Тăваттăмĕш разрядпа тата хĕрлĕ дипломпа вĕренсе тухнă Володьăна 1984 çулта çара илеççĕ. Салтак пулма ĕмĕтленнĕ яш Çурçĕр Кавказа автомобильсен çарне лекет. Тӳрĕ кăмăллă чăваш каччи часах сержант пулать, авторота командирĕн çумĕ пулса тăрать. Çарта хастарлăх кăтартнăшăн 1985 çулта ăна яла отпуска яраççĕ. Ашшĕ-амăшĕ пĕр хутчен çеç мар хĕсметрен Тав çырăвĕ илме тивĕçлĕ пулаççĕ.
Карачаево-Черкессир е икĕ çул çарта тăнă хушăра Владимир Авксентьев нумай çамрăка спорта юратма, шанчăклă юлташ пулма вĕрентсе хăварать.
Салтакран таврăнсан Ульяновск хулинчи «Ремстройдормаш» предприятие вырнаçать. Çамрăка эксперименталлă цехра газоэлектросварщик тивĕçĕсене пурнăслас ĕçе шанса параççĕ. Владимир унта вунă çул ĕçлет. Çак хушăра сакăр çулне Владимир Валентиновичăн сăн ӳкерчĕкĕ обществăн Хисем хăми çинче çакăнса тăнă. Хисеп хучĕсемпе Тав çырăвĕсен шучĕ те çук. Паян вăл «Газпром»«ТрансгазСамара» предприятире ятарлă техника управленийĕнче аккумуляторщикра ĕçлет. Кунти ĕç стажĕ – 18 çул. Çамрăк ĕçтешĕсем хушшинче Владимир Авксентьев çĕнĕлле шухăшлассипе, рационализаци сĕнĕвĕсемпе палăрса тăрать.
1987 çулта вăл авланать. Мăшăрĕ Римма Михайловна Авксентьева (Алексеева) – Пуянкасси хĕрĕ. Килĕшӳллĕ çемьере хĕр çитĕнет. Валентина чăвашла калаçать. «Ульяновскгоргаз» обществăра кадрсен пайĕнче ĕçлет. Вĕсем çемйипе «Канаш» хаçат вулани мана çунатлантарчĕ.
Авксентьевсен çемйинче пурте пултаруллă темелле. Çемье пуçĕн Владимир Валентиновичăн, тĕслĕхрен, юратнă ĕçĕ пур – вăл машинăсем юсаса çĕнетет. Çын ăмсанмалли тепĕр ăсталăхĕ — пăхăра тата тимĕре эрешлесси. Ӳкерме те ăста вăл. Алли-ури ылтăн теççĕ чăвашсем унашкаллисем çинчен. Çемйипех пахча çимĕç, йывăç ӳстерме юратаççĕ. Килĕ умне юратуллă мăшăр пĕр рет — вун тăватă яштака тирек лартнă.
 
: 728, Хаçат: 40 (1236), Категори: Ырă ята тивĕçлисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: