Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
«Ĕç алла çыпăçмасть, ан ӳркенĕр. Ĕçе вĕренни çыншăн мар, хăвăршăн», — тесе вĕрентетчĕ пире анне. Чăвашăн кашни çемйинчех çапла вĕрентнĕ пулĕ, мĕншĕн тесен хуçалăхри мĕнпур ĕçе тума ачаранах хăнăхтарнă.
Кахалсене вара авалтанах хисеплемен. Халĕ те çаплах-ха. Анчах темшĕн халĕ ĕçсĕр çапкаланса çӳрекенсем нумайланчĕç. Ĕлĕк апла пулман вĕт. Таçта пĕрре кăна ĕçлемесĕр ĕçсе çӳрекене курма пулнă. Вăл çынна вара ял-йыш, партком «воспитани» панă: пухусенче, халăх умĕнче намăслантарнă.
«Ĕçсĕр çын» каларăш та советсен вăхăтĕнче пулман. Капитализмла çĕршывсенче ĕçсĕррисем пур тенине илтсен эпир вĕсене хĕрхенеттĕмĕр. «Мĕскĕнсем, мĕн çисе пурăнаççĕ-ши?» – теттĕмĕр. Акă çак «чир» пирĕн çĕршывра та анлă сарăлчĕ. Самана улшăннă май колхозсемпе совхозсем арканчĕç, хуласенче заводсем харпăр çынсен аллине куçрĕç. Пин-пин çын ĕçсĕр тăрса юлчĕ. Нумай йывăрлăх кăларса тăратрĕ çак ыйту халăх умне: çемьесем арканчĕç, ним тăвайманнипе çемçереххисем çăлăнăç черккере шырарĕç, çамрăксем хушшинче вăрă-хурах çулĕ çине тăнисен йышĕ ӳсрĕ.
Облаçри ĕçпе тивĕçтерекен департамент пĕлтернĕ тăрăх, пирĕн регионта халĕ 3647 ĕçекен çын шутра тăрать. Çапла эпир эрех ĕçессипе Раççейри вунă регион шутне кĕретпĕр. Статистика тăрăх, ĕçсĕррисен шучĕ чакса пырать. Ку савăнтарать, анчах кусем биржăра тăракансем кăна-ха. Официаллă майпа ĕçсĕррисен йышне кĕменнисем пайтах. Район центрĕнчен е хуларан инçерех ялсенче ĕç тупма пушшех йывăр. Анчах çемьешĕн тăрăшакан укçа тупма меслет тупатех. Фермер патне е шапаша каять-и – пурпĕрех çемйине тăрантарать.
Мĕнпе тăранса пурăнаççĕ ĕçсĕр çынсем? Пĕрисем хуçа патне тара кĕреççĕ, теприсем ĕçке ярăнаççĕ. Юлашкисенчен ытларахăшĕ арăмĕн е ашшĕ-амăшĕн ĕнси çинче лараççĕ. Ĕçке ернĕ упăшкисене арăмĕсем тăрантарасшăнах мар, хуларан тапса кăларса янă та харампырсем яла килсе ашшĕ-амăшĕн пенси укçипе тăранса пурăнаççĕ. Çакăн пек юлхав çынсем кашни ялтах пур. Ялта та ĕçлесшĕн мар вĕсем. Ĕçлемесĕрех ĕçсе пурăнма пулать пулсан мĕншĕн тар кăлармалла-ха?
Пирĕн облаçра ку енĕпе те кăтартусем начар. Облаçри наркологи клиникин аслă категориллĕ тухтăрĕ Виктор Коваленко сăмахĕпе, облаçра учётра 21 330 ĕçкĕç (!) тăрать. Вĕсенчен 3400 çыннине çеç сыватнă.
-Совет вăхăтĕнче тухтăр патне эрехпе туслă çынсен 20 проценчĕ 1-мĕш стадире пынă пулсан халĕ 2, 3-мĕш стадире, утма пăрахсан е пĕвер циррозĕ тытăнсан тин килеççĕ. Алкоголизм «çамрăкланни» уйрăмах пăшăрхантарать,- тет тухтăр. -Эпĕ пĕлтĕр 17 çулхи ачана сиплерĕм. Унăн психика чирĕ тытăннăччĕ. Ку чир нумай çул ĕçсен аталанать. Вăл вара миçе çулта ĕçме тытăннă-ши?
Нумаях пулмасть ман патăма пĕр хĕрарăм килчĕ. Куççуль витĕр тархасласа хăй ывăлне вăйпах илсе килсе сиплеме ыйтать. Ывăлĕ темиçе уйăх пĕр чарăнми ĕçет, ашшĕ-амăшĕ çине алă çĕклет. Хăй тĕллĕн сипленме килĕшмест. Çакăн пек тĕслĕхсем пайтах. Ман шутпа, ĕлĕкхи пек ирĕксĕр сиплес саккуна йышăнмалла.
Унсăрăн çак ĕçе кам хăй çине илет-ха паян? Пĕр-пĕр ыркăмăллăх фончĕ пуçăнсан кăна. Ĕçкĕçшĕн пулсан — икĕ айкки те тăвайкки. Патшалăх саккунĕсем çине вăл тахçанах алă сулнă. Уншăн паян «мухмăр чĕртсе» пултăр.
Халĕ ялта та ахаль ярса паракан çук. Черкке парас умĕн малтан мĕн те пулин ĕçлеттереççĕ. Ĕçкĕç ирхине мухмăрлă пуçĕпе тăрать те: «Паян кама кайса пулăшмалла-ши?»- тесе урам тăрăх сулланса çӳрет. Унăн пулăшăвне йышăнакансем çук мар: утă тиесе кĕртмелле, çĕр улми лартмалла е кăлармалла… Ку ĕçе çынсăр тума çăмăл мар, паллах. Ĕçкĕç паянлăха телейлĕ: хырăм тутă, мухмăр чĕртнĕ. Ыран … куç курĕ унта.
Ĕç çук тенипе ниепле те килĕшес килмест. Хăшĕ-пĕри хăй пахчинче ĕçлесех тăранса пурăнать: çимелĕх хăварать те ыттине сутать, пурăнмалăх укçа тăвать. Тепри выльăх усрать. Ӳркенмесен халĕ тонни-тоннипе утă çулса хатĕрлеме пулать. Улăх-çарана таптакан çук. Çул та çул… Ĕне-вăкăр хĕлĕпех тутă пулать.
«Турă ĕçлекене çеç парать. Месерле выртнипе хырăм тутă пулмасть», - тенĕ каларăшăн пĕлтерĕшĕ паян тата çивĕчрех.
 
: 790, Хаçат: 40 (1236), Категори: Шухашлаттаракан ыйту

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: