Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Улми йывăççинчен аякка ӳкмест теççĕ. Чăнлă районĕнчи Каша ялĕнчи Быковсен çемйинче те çапла. Ачисем те ашшĕ-амăшĕ пекех хастар.
Улттăмĕш класра вĕренекен Матвей тăхăр çултанах бокс спорчĕн ăсталăхне вĕренет. Эрнере виçĕ хутчен Кашаран Чăнлă посёлокне трениров-кăсене çӳрет. Кунта ăна ашшĕ Александр Владимирович кайма сĕннĕ.
Çемьери кĕтнĕ ачи, ывăлĕ çуралсан (аслисем икĕ хĕр), хăй пекех вăйлă спортсмен пултăр тенĕ. Хальлĕхе Матвей шанăçне пĕтермен. Арçын ача çуллахи каникулта та, вĕреннĕ вăхăтра та спорт пирки манмасть. Боксра чăтăмлăх кирлине, сывламалли органсене аталантармаллине пĕлет вăл, сывлăш пӳлĕнсе ларсан хирĕç кĕрешекене ниепле те çĕнтерейместĕн. Çавăнпа та çăмăл атлетика унăн пысăк тусĕ. Матвей çулла çуран чупать, хĕлле йĕлтĕр çине тăрать. Шкулта та пур предметсемпе лайăх ĕлкĕрсе пырать. Дневникĕнче «4» тата «5» паллăсем кăна.
Пушă вăхăтне те усăллă ирттерет арçын ача. Килĕнче вăл ашшĕпе амăшĕн пĕрремĕш пулăшаканĕ. Выльăх-чĕрлĕх пăхмалла-и, пахчара ĕçлемелле-и – Матвей нихăçан та хирĕçлемест. Ашшĕ лаша спортне юратса ăратлă лаша тытать. Ăна кӳлсе Матвей кӳлепе çине ларса, тренировкăсем ирттерет.
Выльăх-чĕрлĕхпе унсăрах ĕçĕ нумай: çитермелле те вĕсене, айĕнчен тасатмалла та. Матвей ӳркенмест. Лашине те, ĕнисене те, сурăхĕсене те пăхать. Вăл тата кроликсем тытать. Çак черчен те илемлĕ чĕр чуна ĕрчетес тесен пайтах вăрттăнлăхсем пĕлмелле, вăхăтра тата пĕлсе çитермелле, уйăрттармалла. Унсăрăн вилсе пĕтеççĕ. Матвейăн вара 20 кролик ытла.
Çуллахи каникулта та кăнтăрччен çывăрмасть Матвей. Ирпе 4 сехетре тăрса Сĕве хĕррине пулла каять. Витри-витрипе тĕрлĕ пулă тытса килет. Амăшĕ Ирина Леонидовна е аппăшĕсем пулă ăшаласан пĕтĕм çемье сĕтел тавра пухăнать.
 
: 778, Хаçат: 40 (1236), Категори: Çамрăк ăру

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: