Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Валентина Терешкова «Восток-6» караппа тĕнчери хĕрарăмсенчен пĕрремĕшĕ тĕнче уçлăхне вĕçсе кайнăранпа кăçал çур ĕмĕр çитрĕ.
Валентина Владимировна 1937 çулхи пуш уйăхĕн 6-мĕшĕнче Ярославль облаçĕнчи Масленниково ялĕнче çуралнă. 1960 çулта Ярославльте çăмăл промышленность техникумне вĕренсе пĕтернĕ. Пĕр вăхăт хăйĕн специальноçĕпе фабрикăра ĕçленĕ, комсомол ĕçĕнче вăй хунă.
Пĕрремĕш совет космонав-чĕсен ăнăçлă вĕçевĕ хыççăн Сергей Королёв космоса хĕрарăма яма шутлать. Çак тĕллевпе 1962 çулта хĕрарăмсен отрядне пухать. Пулас космонавт хĕрарăм 30 çула çитмен, çӳллĕшĕпе 170 сантиметртан, йывăрăшĕпе 70 килограммран сахалрах пулмалла, парашютпа сикмелле пулнă. Çĕршер кандидатран Королёв пиллĕкĕшне суйласа илнĕ, вĕсенчен пĕри Валентина Терешкова пулнă. 1962 çулхи пуш уйăхĕнче ăна космонавтсен отрячĕн йышне тата рядовой званипе çара илеççĕ.
1963 çулхи çĕртмен 16-мĕшĕнче Терешкова «Восток-6» караппа «Чайка» ятпа тĕнче уçлăхне вĕçнĕ, виçĕ талăк тĕнче уçлăхĕнче пулнă.
Хăйне космонавтсен йышне илнине Валентина тăванĕсенчен пытарнă. Вĕçме кайнă кун та парашютистсен ăмăртăвне каятăп тесе суйнă. Валентина космосра пулнине тăванĕсем радиопа пĕлнĕ. 1963 çулхи çĕртмен 22-мĕшĕнче Валентина Терешкована Совет Союзĕн Геройĕ ятне панă.
1963 çул вĕçĕнче Валентина Терешковапа Андриян Григорьевич Николаев пĕрлешеççĕ. Çулталăкран космонавтсен çемйинче Елена çуралать. Темиçе çултан çемье арканать.
Вĕçев хыççăн Терешкова космонавтсене хатĕрлекен центртах юлать, анчах вăхăтне ытларах обществăлла ĕçре ирттерет. Космонавтсен йышĕнче вăл 1968 çулччен шутланса тăрать. Çав çул хĕрарăм лётчиксен ушкăнне салатса яраççĕ.
1969 çулта Терешкова Н.Е.Жуковский ячĕллĕ çар инженерĕсен академине вĕренсе пĕтерет, лётчик-космонавт-ин женер специальноçне илет. 1970 çулта ăна полковник звани параççĕ, вăл техника наукисен кандидачĕ ята тивĕçет.
1968-1987 çулсенче В.В.Терешкова совет правительствинче хĕрарăмсен канашĕн председателĕ пулать. 1969 çултанпа вăл çаплах Тĕнчери хĕрарăмсен демократиллĕ федерацийĕн вице-президенчĕ, 1994 çултанпа – тĕнчери культурăпа наука пĕрлешĕвĕн Раççейри центрĕн ертӳçи.
Валентина Терешкована икĕ хутчен Ленин, Октябрьти Революци, Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялав, Туслăх орденĕсемпе тата медальсемпе наградăланă.
 
: 790, Хаçат: 40 (1236), Категори: истори

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: