Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Турăçăм, кам çӳрет-ши çак вăхăтра тата çак çанталăкра: асар-писер çил алхасать, çумăр витререн тенĕ пек çăвать. Вĕçсĕр-хĕрсĕр юхакан куççуль пек тăкăнать. Иртнĕ кĕркунне кунашкал тăтăш çумăр пулнине астумасть Улька. Ăçтан çавăн чухлĕ шыв тухать, кам та пулин пĕлет-ши çакна?
—Тăхта ĕнтĕ, тăхта, уçатăп. Ытлашши хӳхленсе ан шакка, çын пуррине туйрăн пулсан кĕтме чăтăмлăх çитер,- хĕрарăм ăнсăртран кавăн купи çине пырса кĕчĕ те урине ыраттарнăран вăраххăн йынăшса ячĕ. – Каларăм ывăла шаларах кĕртсе хур тесе. Итлемерĕ. Ялан васкамалла çамрăксен.
Хăйпе хăй калаçрĕ вăл. Маларах çакнашкал пахалăха хăйĕнче асăрхаманччĕ Улька. Пĕччен пуплешме пуçлани ватăлас енне сулăннине пĕлтермест-ши? Кампа калаçас пĕртен-пĕр шанчăкĕ, тĕрекĕ халь çемйипе уйрăм хваттерте пурăнать пулсан?
—Чим ара, тем çăра уççи шăтăкне кĕресшĕн мар. Эс те пулин мĕн кутăнлашатăн (тимĕр татăкĕпе калаçрĕ акка)? Уç, уç тетĕп, çаврăн тавай. Тен, унта кирлĕ çынах. Çĕрле ырă çын патне кӳрши тăвар е çăнăх ыйтма килес çук. Нушапа тухсан анчах.
—Акка, уç. Эпĕ ку, Мар-и-и-и-не,- сасси чĕтревлĕ илтĕнет хăйĕн.
—Мĕнле Марине? Турикасри Хĕветĕр куккан хĕрĕ-и?
—Çук-çке, йăмăку, пĕртен-пĕр çывăх тăвану, эпĕ, мĕнле халĕ те паллаймастăн?- картлашка çинче кăшкăрса йĕни илтĕнме пуçларĕ. – Уçмасассăн та ман çилленме ирĕк çук. Хăвăн кăмăлу епле ĕнтĕ.
Хĕрарăм сасси ытла та вăйсăр илтĕнчĕ. Вăл алăк хыçĕнче мар, нӳхрепрен чĕтренсе, сăрхăнса тухать тейĕн.
Çук-çук, ун пулас çук. Улька чĕри çын аллинчи хӳтлĕхсĕр кăвакарчăн чĕри пек кăкăрĕнчен сиксе тухасла тапма пуçларĕ. Алăк леш енчи палланă сасса вăл вăтăр çула яхăн илтменччĕ…Илтесси те килместчĕ. Чун-чĕринчи çивĕч суранĕ питĕрĕнме ĕлкĕреймен-ха. Вăхăт сиплеймен ăна. Сыватайĕ-ши хăçан та пулин? Çапла, çын кулли, ял-йыш намăсĕ тунăччĕ ăна пĕррехинче çĕр çинчи пĕртен-пĕр тăванĕ. Кам мĕн калаçмарĕ-ши ун чух, чĕлхесĕр янавар çеç нимĕнле хак та параймарĕ пуль Улькана. Хăшĕ шеллерĕ хĕрарăма, йăмăкĕпе упăшкине вăрçрĕ. Ăна çеç-и тата тепĕр çын – ывăлĕн — чĕрине ыраттарнăччĕ, çунтарса кĕллентернĕччĕ.
—Чим-ха, мĕн кутăнлашса тăратăп эп, вăл унта çумăр айĕнче кӳршĕсен пичĕкене кайнă чăпар чăххи пек йĕп-йĕпе пуль, эп ăшăра-çутăра ĕлĕкхине аса илсе ĕрленсе ӳкнĕ,- çăра уççине майĕпен хĕвеле май пăрчĕ хĕрарăм.
Урамра тĕп-тĕттĕм, ниçтан пĕр çутă пайăрки ӳкмест. Алăк тĕлĕнче никам та çук.
—Кайнă, пăрахса кайнă. Кĕтмен пулать эппин. Чăтăмĕ çук пулать.
Улька каялла алăка хупасшăнччĕ, çывăхра тем сасă пурри канлĕхне çухатрĕ. Вăл тĕпелтен пукан илсе тухса пăлтăрти çутта аллипе пăрса çутрĕ.
—Кам та пулин пур-и кунта? Ăçта кайса кĕтĕн эс? Тем сассине палланă пек,- пуçне картлашка çинчен пăрса тĕттĕмелле тинкерчĕ пĕчĕкскер пӳ-силлĕскер.
—Тамаша, умри сак çинче çын лармасть-и ара? Эс кам? – çине-çине сăхсăхрĕ вăл. – Кил ман пата, эсĕ, тупата Турăшăн та, Марине вĕт?
—Акка,-сиксе тăчĕ шăнса кӳтнĕскер.- Каçарсам эс мана каçарайсан…Эпĕ-ха ку çылăхлăскер, çын телейне вăрласа хам ăраскала çухатнăскер, каçар тăванăм.
Маринен алăк патне çитме пĕр утăм юлнăччĕ-и вăл тăнне çухатса тĕшĕрĕлсе анчĕ.
—Кай, мĕн амакĕ ку: ак мĕн тума урмăшнă иккен çут çанталăкĕ те. Ырă мара сиссе тулхăрнă вăл. Кĕтмен хăнана курнипе аптраса ӳкнĕ хĕрарăма хăратас тесе çил ачисем тата ытларах ашкăнса выляма пуçларĕç. У та у-у-у, кĕр-çухал, хăратам теççĕ.
Улька тĕрĕссипе ăнланмарĕ-ха хăйĕнпе мĕн пулса иртнине. Те тĕлĕк тĕлленет ăна, те..? Анчах та тăнпа-пуçпах Маринене ик аллипе сĕтĕрсе кĕрсе ăшă вырăна вырттарма мехел çитерчĕ вăл. Пылпа, хăмла çырлипе чей ĕçтерчĕ. Йĕпе тумне улăштарнă чух калаçма, аллине чуптума пикеннĕ йăмăкне ыран-ыран тесе çывăрмаллине систерчĕ те çутта сӳнтерсе тĕпеле тухрĕ.
Чей ĕçрĕ, сăн ӳкерчĕксен альбомне кăларчĕ. Мĕнлерех телейлĕ вĕсем çамрăк чух, ак шкулта ӳкерĕннисем, училищĕне кĕрсен тата. Савăнăçлă, илемлĕ, малĕмĕтлĕ.
Тепĕр листине уçрĕ те Улька аллине пĕçерттерсе илнĕн каялла хупрĕ. Темле тытамак тытнă тейĕн. Кунта — пĕртен-пĕр туй мĕлки упранать. Телейлĕ пурнăçăн сыпăкне аса илтерекен хут татки. Икĕ телейлĕ сăн, юратуллă чĕре. Ыттисене çурса тăкнă вăл.
Хĕрарăмăн ыйхи вĕçрĕ. Вăл аса илӳсен авăрне путрĕ...
Петĕрпе вăл район центрĕнче ташă каçĕнче паллашрĕ. Хĕр-тантăшĕсем ăна ĕç хыççăн урама уçăлма чĕнчĕç. «Çамрăк ĕмĕр пĕрре çеç килет…» юрра ĕнерлесех ăна Верапа Галя килĕнчен илсе тухса кайрĕç. «Мĕнле каччă? Мана пĕччене те кичем мар, Тур çырни вăл хапха умнех килет тетчĕ асанне, куна илтмен-и эсир?» - шӳтлерĕ вăл хăйсем мĕн шутланине пурнăçламах тĕв тунă пикесене.
Çав каçран тытăнса Петяпа уйрăлман тесен те юрать вĕсем. Туй хыççăн пĕчĕк Серуж çуралчĕ. Çемьере веçех йĕркеллĕ пек. Ытти çынсенни евĕрех. Упăшкине ĕçе ăсатса кăларса ярать Улька, каçпала кĕтсе илет. Маттур ывăлĕ пĕчĕк те мăнтăркка аллипе ашшĕ патне туртăнать. Икĕ арçын хутшăнăвне сăнаса тăма юратать арăм.
Пĕррехинче ăшĕ ыратнин сăлтавне пĕлме Улькана пульницана хучĕç. Чĕмпĕрти область клиника пульницинех тата. Пепкене пăхма, упăшкине апат пĕçерсе çитерме вăл тăван йăмăкне ӳкĕтлерĕ. Çак лару-тăруран епле те пулин тухмалла-çке. Юратнă арçыннисене иккĕшне епле хăварăн. Хĕрарăм аллисĕр выçсах вилеççĕ вĕсем. Марине отпуск илсех мăкăртата-мăкăртата килĕшрĕ.
Акă операци хыçа юлчĕ. Улька майĕпен ури çине тăракан пулчĕ. Киле каяс хаваспа пурăнчĕ, юлашки эрнине аран чăтса ирттерчĕ темелле. Машин тытса ятарласа илме килчĕ ăна Петя. Шурса кайнă арăмĕ çине йăваш куçĕпе шеллесе пăхнăн туйăнчĕ хĕрарăма. «Тунсăхланă эппин»,-шутларĕ вăл. Чир-чĕр хыçала юлĕ ак Тур хушсан хĕр ача та парнелĕ вăл савнă мăшăрне. Халь кун пирки шутлама иртерех-ха. Хăй шухăшĕнчен хăй вăтанчĕ. Упăшки сасартăк вăрттăн туйăмне сисесрен шикленнĕ евĕр питне палан тĕсĕ çапрĕ. Тем пек килне таврăнса ывăлне кăкри çумне пăчăртас килет.
Ача амăшĕ патне пымарĕ те. Икĕ çулти тĕпренчĕкĕ маннă ăна. Куншăн кулянма ĕлкĕрнĕччĕ-и, çук-и Сергей «мама» тесе Улька патне чупса пычĕ. Анне аннех çав. Чун туртмасан та юн туртать. Икĕ уйăх амăшĕ мар, аккăшĕ пăтă çитернĕ-çке арçын ачана, юмах ярса çывăрма вырттарнă.
Ывăлне анчах мар, ашшĕне те çупăрласа çывăрттарса яркалани пĕр-ик эрнеренех паллă пулчĕ. Çак савăшу сĕрĕмĕнчен халĕ те «сывалаймасть» ун упăшки.
Мĕн туса хучĕ вăл – йăмăкне хăйсен хушшине ярса çирĕп çемьене аркатрĕ. Кӳршĕри Сăпани аппана яшка пĕçеркелесе пама ыйтнă, иккĕшех выçăллă-тутăллă пурăннă пулсан та кун пек инкек пулас çукчĕ. Кам шутланă пĕр варта çитĕннĕ тăван Марине ун телейне туртса илет тесе? Ĕмĕрне те шухăшламан, тĕлĕкре те тĕлленмен.
—Петя, эс темшĕн манран ютшăнатăн, пĕрре те ыталамастăн мана, киле килнĕренпе темле ют пек тытатăн хăвна, куçран пăхма именетĕн,- сăмах пуçарчĕ вăл кăвак çутăлла упăшкипе.
Кашни каçах стена енне çаврăнать те выртать, пуплешмест те, ним пирки ыйтмасть те. Темрен хăранă, шикленнĕ пек туйăнать.
—Каçар эс мана, анчах та эпĕ тек ним пулман пек сан куçăнтан пăхаймастăп. Каçарма пултарайсан каçар, ăнлан, ĕç санра мар, ман пуçтайлăхра, ухмахлăхра, пĕр шутламан çĕртен тепĕр çынна юратнинче, - терĕ вăл сасартăк.
Ыйхăллă Улька упăшки мĕн каланине ăнланаймарĕ.
—Халь ыталамасан кайран эппин, мĕн кунпа каç пĕтнĕ-им? – куланçи пулчĕ вăл.
—Эс мана ăнланмарăн. Эпир Маринепе иксĕмĕр…
Улька Петя мĕн калассине итлесе пĕтермесĕрех çывăрмалли пӳлĕмрен чупса тухса кайрĕ. Ыйхи таçта çĕтрĕ ун. Ав мĕншĕн йăмăкĕ ун çине йĕрĕнсе пăхнă пек туйăнчĕ ăна.
—Нивушлĕ? Кай, шанас килмест. Пулма пултараймасть.
— Петя, эс вара пирĕн патра мĕн туса пурăнатăн, кай савнийӳ патне, - вĕрхĕнсе кĕчĕ Улька мăшăрĕ патне. Лешĕ шăпах тумланать. Ун çине хăраса пăхрĕ арçын.
—Эпĕ нихăçан та эсир, чи çывăх çынсем, мана сутма пултарасса шутламан. Урăх хĕрарăмпа савăшнă чух ывăлу пирки те, ман çинчен те маннă эппин эс,- терĕ Улька.
—Кай, тухса кай,- чĕри ыратрĕ ун. - Ы-ы-ых, мĕнле пурăнăпăр эпир Серужпа. Сана, пӳтсĕре епле чĕререн кăларса пăрахас? Юрататăп-çке чунтан.
Петя япалисене килĕнчен илсе тухса кайрĕ те юлашки хут вăл ăна судра анчах курнăччĕ. Уйрăлнă чух. Серужа пĕрре те кăтартмарĕ вăл «тăванĕсене». Суранĕ туртăнманччĕ-ха.
Тепĕртакран Улька ывăлне илсе ашшĕ-амăшĕн пушă çуртне яла пурăнма куçрĕ, фермăра дояркăра ĕçлерĕ. Урăх пĕрре те качча каймарĕ. Петяна манаймарĕ вăл. Ывăлĕпе кинĕ юратаççĕ ăна. Йăмăкне Турă ача памарĕ. Вĕсем иккĕшех пурăнаççĕ тенине илткеленĕ...
— Акка, кил-ха кунта, сана каламалли пĕр сăмахăм пур,-шалти пӳлĕмрен йынăшнă сасă илтĕнчĕ.
—Çывăрах, çывăр, Марине, ирпе калаçăпăр,-терĕ те Улька йыттине çитерем тесе урама тухрĕ. Хальлĕхе никампа та калаçасси килмерĕ хĕрарăмăн.
Кунта сывлăш уçă. Пĕлĕте ирхи шурăмпуç çути кармашать. Улькана çĕнĕ кун килнĕ ятпа саламлать. Чунра йывăр пулсан та пурăнас килет.
 
: 889, Хаçат: 40 (1236), Категори: Шевле çути

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: