Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
 
Владимир Николаевич Деев (1925-1944) Омск хулинче вырăс çемйинче çуралнă. 1938 çулта унăн çемйи Ульяновск хулине куçса килнĕ. Çиччĕмĕш класс пĕтерсен вăл машинасем туса кăларакан Володарски ячĕллĕ заводра ĕçленĕ. 1943 çулта Деев Аслă вăрçа тухса каять. Ленинград тата Эстони çывăхĕсенче çапăçать.1944 çулхи утă уйăхĕнче Нарва юхан шывĕ урлă пуринчен малтан ишсе каçса тăшмансен дзотне путлантарать, пĕр танкне тата çичĕ автомашинине çунтарса ярать, çичĕ тăшмана тыткăна илет. Çавăншăн ăна Совет Союзĕн Геройĕ ята параççĕ. Эстони çĕршывне нимĕç фашисчĕсенчен тасатсан Сырва текен çур утравшăн çапăçу тытăнать. Тăшманăн дзотне тĕп тăвасшăн пулса Деев унăн çывăхнерех пырать, анчах фашист пульли унăн пурнăçне татать.
Заволжски районĕнчи пĕр урама тата Ульяновскри 5-мĕш шкула унăн ятне панă.
 
: 655, Хаçат: 40 (1236), Категори: Пирeн урамсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: