Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Мĕн пулсан та вăтанмастăп
Чăваш тенĕшĕн хама!
Пĕр сăлтав та тупаймастăп
Хурлама халăхăма!
 
«Эпир пулнă, пур, пулатпăр!» -
Тенĕ пирĕн Хусанкай.
Ăсчахсен ĕçне вулатпăр –
Пуç ватмалли пит нумай!
 
Несĕлсем мĕскĕн пулман-тăр –
Атăл пăрахман пире.
Пӳрмен тĕне йышăнмасăр
Куçса кайнă ют çĕре.
 
Улах вырăнсем шыранă
Упрама тăван йăха.
Авалтан Турă упранă
Пĕчĕк йышлă халăха.
 
Чир-чĕрсем те, выçлăхсем те
Пурнăçра пулнă нумай.
Ютран килнĕ халăхсем те
Тапăннă ăна пĕрмай.
 
Чăваша мĕскĕн ан тейĕр –
Вăл савать ирĕклĕхе.
Çухалман асам чĕлхемĕр –
Çĕр пин сăмахлă чĕлхе.
 
Ӳркенмен, ĕмĕр ĕçленĕ –
Хĕретмен чăваш питне.
Уçлăха çити çĕкленĕ
Андриян чăваш ятне!
 
Ульяновск хули.
 
: 711, Хаçат: 40 (1236), Категори: вулакансен пултарулaхe

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: