Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Чăваш Республикинчи Муркаш районĕнчи Опрыскьялта пурăнакан çынсем кĕленчерен çурт çĕклеççĕ. Çакна курма вĕсем патне тĕрлĕ çĕртен автобуссемпе ятарласа килсе çӳреççĕ. “Ĕмĕрĕпе ĕçсе пурăннă та кĕленчине пăрахман. Халĕ унпа пӳрт хăпартнă çĕрте усă куратпăр”,- тесе шӳтлеççĕ опрыскьялсем.
Аллă тăватă тăваткал метрлă çурт хăпартма 14-16 пин кĕленче савăт кирлĕ. Икĕ кĕленче пĕр кирпĕчпе танлашать. Паллах, кĕленчесене пĕччен пуçтарса пĕтерме çук. Муркашсене çак ĕçре Шупашкарти е ытти район центрĕсенчи кафесенче ĕçлекенсем пулăшаççĕ. Кĕленче пӳрт лартакансем урайне те кĕленче сараççĕ. Çакă, вĕсем каланă тăрăх, ăшă тытма пулăшать. Сăмах май, килте кăна мар, тырă типĕтмелли вырăнта та, фермăра та çакнашкал урай сарма май пур. Ку урай трактор кĕрсен те çĕмĕрĕлмест иккен. Кĕленче питĕ çирĕп. Унпа çапса пушă тимĕр витрене те авма пулать.
Кĕленчерен мунча та, вите те, мунча та, котельнăй та, ларса канмалли “беседка” та купалаççĕ опрыскьялсем. Карта тытакан та пур.
 
: 815, Хаçат: 39 (1131), Категори: Пĕлме интереслĕ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: