Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
«Хуть мĕнле тивĕçе те пурнăçлама пултаракан ырă та яваплă çынсемпе юнашар ĕçлеме çăмăл, ман пурнăç çулĕ çинче яланах тӳрĕ кăмăллă хастарсем пулнă», - тет Чăнлă районĕнчи Кивĕ Улхаш ял тăрăхĕнче социаллă ыйтусене пурнăçлакан специалист Раиса Узикова.
Пухтел ялĕнче çуралнă пике шăпине районти чи пысăк чăваш ялĕнче – Кивĕ Улхашра – тĕл пулать. Раиса Пузырёва вăтăр сакăр çул каялла çак ял йĕкĕтне Геннадий Узикова качча каять. Малтанласа лавккара вăй хурать, унтан — «Алгаши» (каярах «Колос») хуçалăхăн комсомол пĕрлешĕвĕн секретарĕнче. Виçĕ ача амăшĕ ял канашĕнче (каярах XXI ĕмĕр пуçламăшĕнче 131-мĕш федераллă саккунпа килĕшӳллĕн канашсем вырăнне ялсене тăрăхсене пĕрлеш-тереççĕ, Улхашсенчен те пĕр муниципаллă пĕрлĕх – ял тăрăхĕ туса хураççĕ) ĕçлеме пуçланăранпа кĕçех виçĕ теçеткене яхăн çул çитет. Паян Раиса Фёдоровна малашнехи пурнăçне пĕтĕмпех çемйине халаллама шухăшланă.
— Вăхăт пĕр шелсĕр малалла ыткăнать. Хамăн тивĕçĕме, ĕçтешĕмсене епле хисеплетĕп пулин те пенсие тухнăскерĕн канма кайма вăхăт çитрĕ пуль тетĕп. Икĕ çултан утмăл тултаратăп. Малашнехи ĕмĕт-шухăшсене ачасемпе çыхăнтарасшăн. Мăнуксене чĕрçи çинче утьăкка сиктересшĕн. Виçĕ хĕр вĕт ман. Вĕсем патне Ульяновск хулине кайкаласа килме кăмăл пур. Турă хушсан çитес нарăс уйăхĕнче пирĕн мăнук çуралмалла. Çак куна чунтан кĕтетĕп. Пухтелĕнче пурăнакан 82 çулхи анне те – Лидия Ивановна Пузырёва –тăтăш килсе çӳрейменшĕн кулянать. «Кайран сирĕн вăхăт пулĕ те – эпĕ саппунпа савăнăç куççульне шăлса сире хирĕç чупса тухаймăп»,-тет. Вăл пирĕн тĕлĕнмелле хĕрарăм. Тăванăма пушшех те кӳрентерес килмест,- тет вăл кăмăллăн.
Раиса Фёдоровна тăрăхри ĕçне мĕнпур чунне, чĕрине парса пурнăçлани куçкĕретех. Калаçнă хушăра анчах икĕ кинеми канăçсăрлантаракан ыйтăвĕсемпе хĕрарăм-специалист патне пычĕç. Кашнинех ăнланмалла, çепĕç те яка чĕлхепе кĕтнĕ хурав пачĕ вăл, çав хушăра манпа, чăрмантараканпа, калаçма пăрахсах ентешĕсене кирлĕ чухлĕ тимлĕх уйăрчĕ. Лешĕсем хăйсем те тав сăмахĕсене шеллемерĕç. Тав туса, мухтаса тухса кайрĕç.
— Социаллă ыйтусене илсе пыракан специалистăн тăрăхра ĕç нумай. Веçех ĕлкĕрсе тăрăшса вăй хурсан, кашнинех çителĕклĕ таран тимлĕх уйăрсан, шутлатăп та, пĕрре киле каймасăр ĕçлемелĕх те юлать. Мĕн калам. Шел пулин те, ял кивелсе ватăлса пырать. Çамрăксем сахалланаççĕ. Тăлăххăн пурăнакан карчăксемпе мучисен йышĕ ӳсет. Ачисем кану кунĕсенче килейсен килеççĕ, вăхăт тупăнмасан, май пулмасан килмеççĕ те. Кунта вара аслисем тунсăхласа вилме пуçлаççĕ. Вĕсене те хутшăну кирлĕ. Пулăшсан сăвап çеç пулĕччĕ ачисене. Кивĕ Улхаш ялĕнче 424 пенсионер, Пухтелĕнче –213, Çĕнĕ Улхашра – 347. Вĕсен хушшинче пулăшушăн тĕмсĕлекенсем те çук мар паллах. Обществăн уйрăм хисеплĕ категорийĕ — вăрçă ачисем (пирĕн тăрăхра унашкаллисем пурĕ –194) пур пирĕн. Инвалидсен те (тăрăхра –пенси çулне çитменнисем анчах 132 сусăр, ваттисем те пур), вăрçă пынă хĕрӳ вырăнсенче çарта тăнисен татса памалли ыйтăвĕсем тупăнсах тăраççĕ. Кашнипе пĕр чĕлхе тупма тивет. Тăрăхра пурĕ 3 пин ытла çын пурăнать.
Раиса Фёдоровнапа сăмах çăмхине малалла сӳтетпĕр. Пур темăпа та калаçăвĕ çыпăçуллă, шухăшлавĕ хăйнеевĕрлĕ унăн, кашни ыйтăвах – хатĕр хурав пур.
—Сăмаха вĕçлесе манăн Кивĕ Улхашра ватăсене пăхакан социаллă ĕçченсем çинчен пĕр-ик сăмах калас килет. Валентина Имангулова вунă çул ытла çак сăваплă ĕçре вăй хурать, паян тăватă хĕрарăм канăçлăхĕшĕн тăрăшать вăл. Халь хăй те тивĕçлĕ канура Валентина Николаевна, ĕç ветеранĕ, Кивĕ Улхаш хорĕн хастар та пултаруллă юрăçи, тӳрĕ кăмăллă, ăслă, анлă тавракурăмлă çын.
Тепри, Надежда Селиванова ватă та хӳтлĕхсĕр хĕрарăма пăхать. Çитмĕл тăхăр çулхи Клавдия Ивановна Маркова 29 çул Кивĕ Улхаш ял канашĕн пуçлăхĕнче ĕçленĕ. Паян ветерансен канашĕн председателĕ. Надежда Григорьевнасăр алăсăр пекех вăл. Социаллă ĕçченĕн мăшăрĕ те инвалид. Ылтăн алăллă, пур ĕçе те ăста, патвар хĕрарăма упăшки те тав тăвать.
Пĕтĕмĕшле каласан Кивĕ Улхаш тăрăхĕнче йĕркеллĕ, аван çынсем пурăнаççĕ. Вĕсемпе ĕçлекенсем, нуши-тертне тимлекенсем те тĕлĕнмелле кăмăллă, ăшă çынсем. Хĕрарăмсен канашне тивĕçлĕ канури вĕрентекен Раиса Микка ертсе пырать. Çамрăксен хушшинче йĕркене пăсакансем пач ан пулччăр тесе яш-керĕмпе Елена Сулагаева вĕрентӳçĕ тăрăшать. Елена Кузьминична пур пуçарăва та чĕри çине илекен, хушнине итлекен çын. Культура тытăмĕнче те пуçаруллă маттур артистсем вăй хураççĕ.
Ирĕклĕ халăх дружинин ĕçне хастар хутшăннăшăн Семён Кнеева икĕ хутчен Ульяновск облаçĕн кĕпĕрнаттăрĕн С.И.Морозовăн тата Чăнлă районĕн администраци пуçлăхĕн Х.В.Рамазановăн Тав хучĕпе чысларĕç.
Раиса Узикова юрлама (ялти хора та нумай çул çӳренĕ вăл), калаçма, ырăпа аваншăн кĕрешме хатĕр çын. Пысăк ял канашĕнче 26 çул ытла тăрăшнăскер никама та хытă каласа кӳрентерсе курман вăл, хăйĕн çинчен те усалпа каланине, сасă хăпартса калаçнине илтмен. Ыттисен хушшинче кăмăл çирĕплĕхĕпе уйрăлса тăрать. «Единая Россия» парти членĕ вăл. Хӳтлĕхсĕррин тархаслăвне илтсе вăхăтра пулăшу парасси, кирлĕ хутсемпе те, çынсемпе те саккуна пăхăнса ĕçлесси, çĕнĕлĕхсене ăса хывасси, ăнланманнине ăнлантарса парасси, хыпара вăхăтра çитересси – унăн ĕçĕнчи тĕп тĕллевĕсем пулнă. Халĕ те çаплах. Каçпала ĕçрен таврăнсан телевизор пăхма, çĕнĕ хыпарсене итлеме юратать. Унтан килти ĕçсем кĕтеççĕ ăна: ĕне сумалла, выльăх-чĕрлĕх пăхмалла, пӳлĕмри чечексене шăвармалла, кукăль пĕçермелле. Çуртра-тĕпелте вăл специалист мар, йăваш та çепĕç хĕрарăм, савнă мăшăр. Пушă вăхăтра Раиса Фёдоровна хĕрĕсем патне шăнкăравласа хыпар пĕлме юратать, пуринчен ытла кукамай пулма ĕмĕтленет.
 
: 855, Хаçат: 41 (1237), Категори: Ырă ята тивĕçлисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: