Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Кашни çулах Мускавра иртекен «Ылтăн кĕркунне» ял хуçалăх куравне Сергей Морозов кĕпĕрнатттăр хутшăннă.
Раççейри ял хуçалăх министерстви, ял хуçалăх академийĕ тата Мускав правительстви йĕркелекен куравра Ульяновск облаçне 72 тăваткал метрлă вырăн уйăрса панă. Унта регионти тĕп ял хуçалăх предприятийĕсем - «Алев», «Тепличное», «Димитровградкрупоза вод», «Глобус-Альянс», «Диком», «Завод Трёхсосенский», «Симбирск Бройлер», «Ульяновский сахарный завод», «Волжанка» - хăйсем кăларакан апат-çимĕçе курава тăратнă, унта йĕркеленĕ конкурссене хутшăннă.
Ульяновск область экспозицине РФ Патшалăх Думин депутачĕсем Анатолий Карпов тата Ирина Роднина пырса курнă.
Тĕнчери ял хĕрарăмĕсен кунĕ
Юпа уйăхĕн 15-мĕшĕнче Ульяновскра Тĕнчери ял хĕрарăмĕсен кунне паллă тунă. Мероприяти драма театрĕнче иртнĕ. Унта ялта пурăнса тĕрлĕ çĕрте – ял хуçалăхĕнче, вĕренӳре, сывлăх сыхлавĕнче, культура тытăмĕнче – вăй хуракан хĕрарăмсем хутшăннă.
Ял хĕрарăмĕсем умĕнче Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр, Саккунсем кăларакан Пуху председателĕ Анатолий Бакаев, правительство председателĕн çумĕ, ял хуçалăх министрĕ Александр Чепухин тухса калаçнă.
Ял хуçалăхне, область экономикине, социаллă тытăма аталантарас ĕçре пысăк çитĕнӳ тунă ĕçченсене кĕпĕрнаттăрăн, Саккунсем кăларакан Пухăвăн, ял хуçалăх министерствин Тав çырăвĕсемпе чысланă.
17 пин çĕнĕ ĕç вырăнĕ
Çулталăк пуçланнăранпа облаçра 17 пин те 215 çĕнĕ ĕç вырăнĕ йĕркеленнĕ. Планпа 2013 çулта 20 пин çынна ĕçпе тивĕçтермелле. Кун пирки ларура Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр пĕлтернĕ.
Ĕçпе социаллă аталану министрĕ пĕлтернĕç тăрăх, регионта ĕçсĕррисен шучĕ чакса пырать. Хальхи вăхăтра ĕçлеме пултаракан çынсен 0,48 проценчĕ кăна ĕç шырать. Облаçри ĕçпе тивĕçтерекен центра 3276 çын учёта тăнă.
Ларура сӳтсе явнă ыйтусенчен пĕри çаплах ĕç дисциплинипе тата ĕç укçи тӳлессипе çыхăннă. 2013 çулта çак ыйтусемпе 714 канашлу ирттернĕ. Налук органĕсен комиссийĕсем 3819 усламçа çынсен ĕç укçине ӳстерме хушнă. Вĕсенчен 815-шĕ ĕç укçине хăйсен отраслĕнчи вăтам кăтартăва çитернĕ.
Иртнĕ эрнере кăна облаçри 15 районти 57 организацире ĕç килĕшĕвĕсене тĕрĕсленĕ, 15-че саккуна пăснă тĕслĕх тупса палăртнă.
Ларура регион пуçлăхĕ ĕç укçине тӳлессипе саккуна пăсакансем пирки уççăн пурин умĕнче те калама сĕннĕ.
Хула Думи уроксем ирттерет
Ульяновск Хула Думи парламент урокĕсем ирттерме тытăннă. Юпан 14-мĕшĕнче хула пуçлăхĕн çумĕ Игорь Буланов Заволжски районĕнчи 5-мĕш шкулта пĕрремĕш урок ирттернĕ.
Вăл аслă класра вĕренекенсемпе демократи обществин пĕлтерĕшне ăнлантарса панă, çамрăксене тĕрлĕ проектсене, хула умĕнче тăракан çивĕч ыйтусене татса парас ĕçе хутшăнма сĕннĕ.
Вăл урокăн пĕтĕмлетĕвне туса çапла каланă:
- Çакăн пек тĕлпулусем питĕ кирлĕ. Çамрăксен хулан пурнăçне хутшăнмаллах, пухнă пĕлĕвĕсемпе вĕсем пысăк усă пама пултараççĕ. Ачасене эпир çĕклекен ыйтусем кăсăклантараççĕ. Паян нумай ыйтăва хурав патăм.
 
: 1034, Хаçат: 41 (1237), Категори: Хыпарсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: