Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Димитровградри 1-мĕш ӳнер шкулĕн артисчĕсем (ертӳçи Светлана Кочнева) «Осенний листопад» ятпа иртнĕ Пĕтĕм Раççейри хорпа вокалăн VII фестивальне хутшăнса лауреат ята тивĕçнĕ.
Фестиваль авăн уйăхĕн 27-28-мĕшĕсенче Барăш хулинче иртнĕ. Унта çулсерен Раççейăн мĕнпур кĕтесĕнчен пултаруллă çамрăксем пуçтарăнаççĕ. Димитровград артисчĕсем юлашки вунă çул хушши тĕрлĕ конкурссемпе фестивальсенче малти вырăнсене вĕçертмеççĕ. Ку хутĕнче те академизмла юрлассипе «Гармония» ансамбль тата Анастасия Федотова лауреатсем пулса тăнă. Халăх юррисемпе лауреат ячĕсене чăвашсен «Шăпчăксем» юрă ушкăнĕ, унăн юрăçи Анна Абрамова, тутарсен «Сандугачлар» ушкăн юрăçи Алина Загидуллина çĕнсе илнĕ.
Эстрадăра ăмăртакансем хушшинче тăватă лауреат: пĕччен юрлассипе Валерия Письменная тата Гоар Галстян, иккĕн юрлассипе – пĕртăван Полина тата Виолетта Емелинасем.
Çĕнтерӳçĕсене дипломсемпе Тав хучĕсем тата парнесем парса чысланă. Çаплах ертӳçĕсен ĕçĕсене те палăртса хăварнă. Çак чыса Светлана Кочнева ертӳçĕ, Роза Тарзиманова тата Артём Ситкин концертмейстерсем, Анастасия Зубкова хормейстер тата Наталья Галискарова хореограф тивĕçнĕ.
«Шăпчăксем» юрă ушкăнĕн юрăçисем: Анастасия Федотова, Валерия Письменная тата Анна Абрамова хушма номинацире уйрăмшар юрланă.
 
: 1312, Хаçат: 41 (1237), Категори: Конкурс

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: