Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Чартаклă районĕнчи «Чайка» канупа сиплев лагерĕнче çарпа спорт вăййисем иртнĕ. Ăна УлПУ çумĕнчи «Открытое пространство» çар-патриотла клуб йĕркеленĕ (ертӳçи – çамрăксене çара хатĕрлекен центрăн пуçлăхĕ — Валерий Почторев). Унта Чăнлă районĕнчен икĕ команда хутшăннă: Кивĕ Улхаш тата Покровски шкул ачисем.
Çĕнтерӳçĕ ятне илессишĕн вунă команда ăмăртнă. Кивĕ Улхаш шкулĕнчи «Катюша» çар-патриотла клубран пилĕк ача хутшăннă: Михаил Лаптиков, (команда капитанĕ), Максим Портнов, Семён Мулянов, Анастасия Мулянова, Анжела Кашкарова. Пурте 8-мĕш класра вĕренеççĕ. Çар-патриотла клуба Михаил Микка ертсе пырать.
Чăваш ачисем мĕнпур ăмăртура хастарлăхпа, хăюлăхпа палăрнă.
Çар-патриотла сменăн программи пуян та интереслĕ, унпа пĕрлех кăткăс пулнă. Ăмăртусем пуçланас умĕн Ульновскри 31-мĕш десантпа штурм уйрăм бригадин боецĕсем ачасемпе теори тата практика тĕлĕшĕнчен занятисем ирттернĕ: тĕл пеме вĕрентнĕ, мина çинчен каласа панă. Облаçри милицин ятарлă отрячĕн (ОМОН) боецĕсем сапёр ĕçĕн вăрттăнлăхĕсемпе тата хальхи вăхăтри хĕç-пăшалпа паллаштарнă, маçтăр-класс кăтартнă, тревогăпа çĕкленме вĕрентнĕ.
Кивĕ Улхаш команди футболла выляссипе, тревогăпа çĕкленессипе – I вырăн, биатлонпа (чупасси тата пистолетпа тĕл пересси), автомата сӳтсе пуçтарассипе – II вырăн йышăннă.
Михаил Лаптиков Калашников автоматне сӳтсе пуçтарассипе III вырăн çĕнсе илнĕ.
Акă мĕн калать Михаил Микка лагерьти ăмăртусем пирки:
- Чи малтанах пирĕн командăна шанса ăмăртăва кайма ирĕк панă çынна – Чăнлă районĕнчи çамрăксен комитечĕн ертӳçине — Олег Шигирданова тав сăмахĕ калас килет. Эпир хамăр шкул ятне ямарăмăр. Лагерьте ачасем çĕнĕ туссем тупрĕç. Малашне тата вăйлăрах хатĕрленме сăмах пачĕç.
 
: 852, Хаçат: 41 (1237), Категори: спорт

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: