Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Чăнлă районĕнчи Ирçел ялĕнче тĕлĕнмелле ĕçчен, хастар, лара-тăра пĕлмен çемье пурăнать. Александр Ильич тата Елена Филипповна Малофеевсем тăхăр ача çуратса ӳстернĕ. Тăххăрăшĕ те мăшăрланса çирĕп çемьесем чăмăртанă. Юпа уйăхĕн 18-мĕшĕнче çак мăшăр пĕрле пурăнма тытăннăранпа 60 çул пулать.
 
Çак çемье пекки ялта кăна мар, таврара та сайра. Сакăрвуннă урлă тахçанах каçнă çемье пуçĕ паян та тракторпа çӳрет. Вĕсен карта тулли выльăх-чĕрлĕх: икĕ ĕне, икĕ вăкăр, 50 хур-кăвакал тата чăх-чĕп. Кил хуçи арăмĕ ик-виçĕ ĕне сăвать, хур-кăвакалне, чăх-чĕпне пăхать, кил-çуртне тасатса йĕрке туса тăрать. Пĕр сăмахпа – вĕсен ватлăха алă усса кĕтсе ларма вăхăт çук. Тар тăкса пурлăх тума вара вĕсене нуша хăнăхтарнă.
Çемье пуçĕ пит нушаллă ӳснĕ. Амăшĕнчен тăваттăрах тăрса юлнă. Амăшĕ коммунистсен партинче тăнă. Оществăлла ĕçсене хастар хутшăннă. Çĕнĕ пурнăçшăн çунсах вăхăтсăр çĕре кĕнĕ. Ăна тăван мар амăшĕ пăхса çитĕнтернĕ. Выçăпа вилесрен амăшĕн йăмăкĕ Укахви çăлса хăварнă. Александр вун иккĕрех хăй тĕллĕн çăматă йăвалама, кăмака тума пĕлнĕ. Кăмакана пĕр кунта тăрăласа хутса яма пултарнă. Вун виççĕре колхоз ĕçне çӳреме пуçланă. Вăл салтака кайичченех авланнă. Хăй ялĕнче ӳснĕ чиперккене вĕçертесрен хăранă вăл ахăртнех. Туйĕ вара Еленăн çуралнă кунĕнче – юпан 18-мĕшĕнче — кĕрлесе иртнĕ. Елена председатель хĕрĕ пулнă, çавăнпа та мăшăрĕ пекех нуша тӳсмен. Апла пулин те ачаранах ĕçĕ хăнăхнă.
Çемье пуçĕ салтака тухса кайсан çамрăк арăмĕ виçĕ уйăхри ачапа тăрса юлать. Çар тивĕçне пурнăçласа таврăнсан Александр Ильич колхоз фермине выльăх пăхакана вырнаçать. 46 çул пăхать вăл колхоз пăрăвĕсене. Тивĕçлĕ канăва каяс умĕн пĕр çул бригадирта, виçĕ уйăх ферма заведующинче ĕçлет.
Малофеевсен туслă çемйинче умлă-хыçлă тăхăр ача çуралать: Валера, Николай, Юра, Геннадий, Нина, Леонид, Светлана, Алевтина, Ирина. Пурте мăшăрланса çирĕп çемье чăмăртанă. Чи кăсăкли – хăйсен телейĕсене пĕри те аякка шыраса кайман – тăван ялĕнчех тупнă. Пурте килĕштерсе пурăнаççĕ. Ашшĕпе амăшне вĕсем 17 мăнук тата 4 кĕçĕн мăнук парнеленĕ.
-Куç тулли ачам-пăчам: ывăлсемпе кинсем, хĕрсемпе кĕрӳсем,- тет Елена Филипповна ачисемшĕн савăнса.- Чи пахи – пурте ăнăçлă вĕренсе çын пулчĕç. Пите хĕретмерĕç. Вĕсен хушшинче услам ĕçĕпе аппаланакансем те, механизатор та, водитель те, тухтăр та, çурт-йĕр тăвакан та пур. Кĕрӳсемпе кинсене Турă аваннисене пачĕ. Пĕринчен тепри лайăх. Туйсене йăлтах хамăр çуртра тунă. Нумай ача тесе мăшăрпа юри пысăк çурт туса лартрăмăр.
-Çăмăлах пулмарĕ пулĕ çавăн чухлĕ ача ӳстерме? – ыйтрăм «Ача амăшĕ-героиня» ордена тивĕçнĕ амăшĕнчен.
- Калама та çук ĕнтĕ. Кашни эрнерех 8-9-шар çăкăр пĕçереттĕм,- терĕ вăл ĕçпе кушăрханă аллине сăтăркаласа.- Кăшкарĕсем халĕ те упранаççĕ-ха. Килте ача сиктерсе ларман çав…Кипкери ачана пăрахнă та ĕçе тухса чупнă. Кĕçĕннисене астума аслăраххисене хушса хăварнă. Ачасене пăхма манăн йăмăк Люция нумай пулăшрĕ. Вăл аннерен çулталăкра юлчĕ. Пирĕнпе пурăнчĕ. Пирĕн ачасене юратсах пăхрĕ. Тем пек тав тăватăп ăна çакăншăн. Вăл строитель специальноçне илсе çурт-йĕр тунă çĕрте нумай вăй хучĕ. Халĕ пирĕн ывăлсене сĕтел-пукан туса кăларнă çĕрте пулăшать.
- Кирлех-и сире çак çула çитсе карта тулли выльăх-чĕрлĕх усрама? – хăйпе-хăй сиксе тухрĕ ыйту.
- Пире хускану кирлĕ. Унсăр эпир пурăнаймастпăр. Пысăк ĕçсене тума ачасем килсе пулăшаççĕ. Вак-тĕвек ĕçсемпе хамăрах аппаланатпăр. Леонид ывăл авă «хурçă ут» ăсталаса пачĕ. Пĕчĕк тракторпа тем турттарма та пулать. Утă çулма бензокосилка туянтăм. Халĕ вăрмана курăка çӳретĕп,- тет йăл кулса Александр Ильич.
Эпир шăкăлтатса калаçса ларнă вăхăтра хулара пурăнакан Юра ывăлĕпе Оля кинĕ çăмăл машинапа килсе çитрĕç. Вĕсем кашни эрнерех килсе çӳреççĕ иккен. Ватăсем хатĕрленĕ ытлашши сĕт-турăха хулана кайса сутаççĕ. Тупăшне тавăрса параççĕ.
Калаçăва кинĕ хутшăнчĕ.
-Эпир аттепе аннене çавăн чухлĕ выльăх усраттарасшăн мар, шеллетпĕр. Вĕсене куллен пăхмалла вĕт. Иккĕшĕ те çамрăк мар ĕнтĕ. Кĕçех 84 тултармалла! Пире пĕрре те итлесшĕн мар. Мĕн тăвăн? Тепĕр енчен, тен, çапла пурăнмалла та. Пурнăç хусканура тетпĕр-çке, - терĕ вăл пăянамĕпе пăятамне ăшшăн çупăрласа.
Юрăпа Ольăн çемйине эпĕ ытти ачисенчен çывăхрах пĕлетĕп. Вĕсем Çĕнĕ хулара çемçе сĕтел-пукан туса кăлараççĕ. Ыркăмăллăх ĕçĕсене хутшăнаççĕ: тăлăхсен çуртне, чиркӳсене пулăшаççĕ. Иртнĕ çул Çĕнĕ хулари 64 шкулта вырнаçнă чăвашсен Культура центрне диван парнелерĕç. Нумаях пулмасть хăйсене кермен пек çурт çĕклесе лартрĕç. Карта тулли хур-кăвакал усраççĕ. Килĕнче тасалăхпа тирпейлĕх хуçаланать. Ăçтан ĕлкĕреççĕ пур çĕре те? Ахальтен каламаççĕ çав ӳркенмене Турă та пулăшать, мĕн акатăн – çав шăтать тесе. Александр Ильичпа Елена Филипповна ачисене тĕрĕс воспитани панă. «Ĕçлеме ӳркенмесен тин пурнăç илемне куран» тенĕ каларăша тĕпе хурса пурăнаççĕ тейĕн Малофеевсем. Ытти ачисем те ашшĕ-амăшне хывнă. Пус çумне пус хушса пурнăçĕсене йĕркелесе янă. Вĕсен аллинче те мĕнпур ĕç вĕресе тăрать.
Пысăк та туслă çемье ашшĕ-амăшĕ пĕрле пурăнма тытăннăранпа 60 çул çитнине анлă паллă тума хатĕрленет. Чăннипех те тивĕç вĕсем çак хисепе.
Эпир те Малофеевсене уяв ячĕпе саламлатпăр. Сывлăх тата вăрăм ĕмĕр сунатпăр!
 
: 903, Хаçат: 41 (1237), Категори: Eмeр сакки сарлака

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: