Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Сăр районĕнчи Неплёвка ялĕнче пурăнакан Нина Васильевнапа Константин Петрович Зубаревсем пурнăçра сывлăха упрассине, сывă йĕркене пăхăнассине малти вырăна хураççĕ. Апла пулмасан вĕсем Ульяновск тата Мускав хулисенчи хваттерĕсене пăрахса Сăр тăрăхĕнчи яла кайса вырнаçман пулĕччĕç.
 
Константин Петрович нумай çулне çĕршывăн хăрушсăрлăхне сыхлас ĕçе панă. Çар çыннин тĕрлĕ çĕрте служба иртме тивнĕ. Чернобыльте авари пулнă вăхăтра вĕсен чаçĕ Припять хулинчен аякра мар тăнă. Паллах, урса кайнă мирлĕ атомăн усал витĕмĕ вĕсем патне те çитнĕ. Саппаса кайсан Константин Петрович сывлăхĕ хавшанипе час-часах чирленĕ. Çитменине эрех-сăра та ĕçкеленĕ, чĕлĕм туртнă. Вун ултă çул каялла вара вăл хăйне «çитет» теме пултарнă. Сывлăхне çирĕплетмелли мелсем шырама пуçланă. Çав вăхăтра шăпах Нина Васильевнапа тĕл пулнă. Икĕ пĕччен чĕре çемье çавăрма шутланă. Çемьери пĕрремĕш саккуна та йышăнаççĕ – килте эрех-сăра пулмалла мар. Иккĕмĕшĕ – Раççейри таса вырăна тупса (Нина Васильевна Ульяновск облаçĕнчен) унта пурăнма куçмалла. Çапла вара арçыннăн Мускаври хваттерне хăварса вĕсем Ульяновска куçса килеççĕ. Иккĕшĕ дозиметрпа облаçри кашни района çитсе экологи енчен таса вырăн шыраççĕ. Тупаççех, Сăр районĕнче. Неплёвка ялĕнче çурт туянаççĕ. Мускава кайса ятарлă шкулта çынсене сиплемелли курссенче вĕренеççĕ: массаж тума, тĕрлĕ чирсенчен сыватма пулăшакан курăксен пуххисене пухма. Зубаревсем ялта «Сывлăх центрĕ» уçма шутлаççĕ, анчах ĕçе тытăнаççĕ – вĕçлеймеççĕ. Çăвĕпе мăшăр сиплĕ курăксем пухса типĕтет, пулăшу ыйтма пынă ял çыннисене сиплет. Зубаревсем хатĕрлекен сиплĕ чейре 26 тĕслĕ курăк.
Массажпа, сиплĕ чейсемпе нумай çынна ура çине тăратаççĕ. Кĕçех вĕсем пирки Сăр тăрăхĕнче кăна мар, Ульяновскра та пĕлеççĕ.
-Ял пурнăçĕ çынна ĕç айнех путарать. Иртен пуçласа каçчен ĕçле-ĕçле ял çыннин сывлăхне упрасси пирки шутлама та вăхăчĕ çук. Çĕрле ал-ура ыратнипе вăранса кайсан е ирпе çан-çурăма аран хускатса ярсан кăна сипленмелле текен шухăш мĕлтлетсе илет пуçĕнче, анчах ура çине тăрса ĕçе кӳлĕнсен вăл та сирĕлет. Мĕншĕн тесен вĕсен пульницана кайма вăхăт çук. Тухтăр патне лекес тесен ир-ирех килтен тухмалла, 20-30 çухрăм автобуспа каймалла, пульницара черетсенче тăрса нушаланмалла. Çавсенчен хăрасах пульницана васкамасть çын. Çын организмĕ вара, пулăшмасан, пĕр кун сиктермесĕр ватăлать, хавшать, - тет Нина Васильевна. – Çавăнпа эпир çынсене сывлăха упрама вĕрентес тетпĕр. Эмелсемпе мар, ура айĕнче ӳсекен курăксемпе. Шкул ачисенчен пуçласа аслисемпе ваттисем таранчченех сиплĕ курăксене пĕлмелле. Сывă пурнăç йĕркине халăх хушшинче сарас тĕллевпе эпир шкул ачисене наркомани, ĕçкĕлĕх, чĕлĕм туртнин сиенĕ пирки каласа паратпăр, ар хутшăнăвĕ, сиплĕ курăксем пирки ăнлантаратпăр. Аслисемпе Архангельски ялĕнчи вулавăшра калаçусем йĕркелетпĕр. Зинаида Портнова библиотекарь ялан çынсем пухать.
 
: 905, Хаçат: 41 (1237), Категори: Ял сыннисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: