Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Анатолия Степановна Лискова 85 çула яхăн арçын ячĕпе пурăнать. Ăçта кайсан та çынсем чи малтан унăн ячĕпе кăсăкланаççĕ.
-Эп Чăнлă районĕнчи Буденовка ялĕнче 1929 çулта çуралнă. Аттепе аннен пĕртен-пĕр хĕрĕ. Манччен те вĕсен темиçе ача çуралнă. Анчах пурте вилсе пынă. Эп çуралсан вара аннепе атте Турра улталама шутланă. Мана арçын ячĕ панă, унтан чăваш йăлипе пӳрте кĕртмесĕр чӳречерен укçа парса илнĕ. Çавăнпа эп сывă юлнă, - каласа парать вăл.
Пĕртен-пĕр ача пулсан та тулли çемьере ырă курса нумай пурăнаймасть вăл. Хĕрача тăхăр çулта чухне амăшĕ çĕре кĕрет. Ăна асламăшĕ патне Кунтикава пурăнма яраççĕ. Унтах тăватă класс пĕтерет. Йывăр вăхăта лекет ачалăхĕ, çĕршыври Аслă вăрçă пынă. Ачасем те уй-хирте аслисемпе пĕрле ĕçленĕ.
- Нуша курса ӳснĕ эп. Çавăнпа пурнăçа хаклама, ыттисене сума сăва пĕлетĕп. Шутламан эп çакăн чухлĕ пурăнасса. Ачаран алăран çава, çурла кайман. Вун икĕ çултах тырă вырнă. Ун чухне пĕр пучах та çухатман, алăпа пуçтарнă. Колхоз çĕр улмине кĕреçепе лартнă. Суха пуçне те хамăр тытнă. Юрать-ха çул çитменнипе окоп чавма, ФЗОна лекмен, - аса илет Анатолия Степановна.
24 çула çитсен вăл вăрçăран таврăннă Иван Никифорович Лискова качча каять. Мăшăрĕ ĕмĕрĕпех кĕтӳ кĕтнĕ. Ял тата колхоз выльăхĕсене пăхнă. Виçĕ хĕр те виçĕ ывăл çуратса пурнăç çулĕ çине кăларнă вĕсем. Пурне те вĕрентсе çитĕнтернĕ. Ачисем хăйсен специальноçĕсемпе ĕçлеççĕ. Вун виçĕ мăнук, мăнукĕсен 12 ачи ӳсет. Ачисемпе мăнукĕсем аслă çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче тĕпленнĕ. Тольятире те, Санкт-Петербургра та, Мускавра та, Нижневартовскра та, Ульяновскра та Лисковсем пурăнаççĕ. Анатолия Степановна тăван килĕнче пĕчченех кун кунлать. Мăшăрĕ 70 çул тултарсан вилнĕ. Канмалли кунсенче, отпускра тăван ялне васкакан тĕпренчĕкĕсене кĕтсе илсе ăсатса ярать.
Ульяновскра пурăнакан хĕрĕсем те, Анатолия Лискова та «Канаш» хаçата нумай çул çырăнса тăраççĕ. Юратса вулаççĕ чăвашсем çинчен. Ачасем валли çырни те килĕшет. Çулла Анатолия Степановна пахчара ĕçлет, чăх-кăвакал пăхать. Хĕлле çип авăрласа мăнукĕсем валли нускисем çыхать.
-Ялта ĕçсĕр ларма питĕ кичем, - тет вăл. - Ачасем çурта газ кĕртсе пачĕç, юсарĕç. Ватăлма вăхăт та çук. Ĕмĕтсем пысăк-ха, тумалли ĕçсем нумай. Халĕ ĕçле кăна, вăрçă вăхăчĕ мар. Килте вăй хумасăр сухалакан, çулакан ятарлă техника пур. Ĕлĕкхипе танлаштарсан халĕ çăтмахра пурăнатпăр, - тет.
Çулĕсене шутламасть Анатолия Лискова, ватлăх пирки те аса илмест. Хăйне çамрăк тесе шутлать, пĕр туйран та юлмасть, хăнана чĕнсен те каймасăр хуçисене кӳрентермест.
 
: 715, Хаçат: 41 (1237), Категори: Eмeр сакки сарлака

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: