Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Воронеж облаçĕнчи Лиски районĕнче Большие Дивы текен ял пур. Ку тăрăха эпĕ кăçалхи авăн уйăхĕнче кайса килтĕм. Ялĕнчен инçех мар Илемлĕ ту (Дивная гора) мăнаçлăн çĕкленсе ларать.
Унăн çӳллĕшĕ – 60-70 метр. Ту çинче икшер метр çӳллĕш çирĕм ытла ту сапаланнă. Халĕ вĕсене пурă чулĕсем (меловые останки) теççĕ. Ĕлĕк-авал манахсем кунта хăвăл туса кĕрсе Сицили Турă амăшĕн мăнастирне туса хунă. Унăн вăрăмăшĕ 426 метр пулнă, халĕ 237 çеç тăрса юлнă. XX ĕмĕрте ку вырăнта пурă кăларма тытăннă. Тăвăн пĕр пайне аркатса, сирпĕтсе пĕтернĕ. Халап тăрăх, Сицили Турă амăшĕн сăнне 1092 çулта вырăс салтакĕсем илсе килнĕ. Вĕсем вăл вăхăтра грек императорĕ Михаил Пафлагонский патĕнче хĕсметре тăнă. Салтаксем мăсăльмансемпе Сицили утравĕшĕн çапăçнă. Тепĕр халапра çапла калани пур: Илемлĕ тусем çине ку турăша Сицили утравĕ çинчен грексен православи манахĕсем Ксенафонт тата Иосаф илсе килнĕ. Çак тăва чавса мăнастир тума манахсене Турă амăшĕ хăй систернĕ имĕш. Ксенафонтпа Иосаф вăйĕпе пулнă та çак мăнастир.
1831 çулхи çĕртмен 14-мĕшĕнче халăх çак турăша пуççапма тытăнать. Шăпах çак вăхăтра халер чирĕ сиксе тухать. Ĕненекенсем турăшпа, хĕрессемпе çӳрев ирттерсен тин чир пĕтет. Çак турăш темиçе хутчен те пулăшать халăха: пушартан сыхласа хăварать, шыв илесрен çăлать. Çавăн хыççăн турăша «Исцеляющееся» теççĕ.
Ту çинче Маяцк крепоçĕ сыхланса юлнă. Ун тавра çĕр питĕнчен 2-3 метр çӳллĕш, 1,5-2 метр тарăнăш валсем палăраççĕ.
VIII ĕмĕрте çак вырăнта Алан-Пăлхар йăхĕсем пурăннă. Вĕсем çурçĕр Кавказран куçса килнĕ. Çак вырăнтан инçех мар Пăлхар патшин Кубратăн вил тăпри пур. Эпир пĕлетпĕр, Кубратăн пĕр ывăлĕ Кожраг (Кăтра) Дон юхан шывĕ енне куçса вырнаçать, кайран вăтам Атăл тăрăхне улăхать.
1630 çулта кунта вырăссем Белгорода хӳтĕлекен вырăн тума килеççĕ. Çав çулсенче Мускав правительстви Воронеж тăрăхĕн чиккисене сыхлама çар янă. Ăна Чернигов полковникĕ Дзиньковский ертсе пынă.
Революци хыççăн Илемлĕ ту мăнастирĕ хупăнать. Совет влаçĕ вăхăтĕнче пансион уçаççĕ.
2007 çултанпа ку вырăнта археологсем ĕçлеççĕ. 80 тăваткал метр çĕр лаптăкĕ чавса 47 шăмă тупаççĕ. Радиоуглерод мелĕпе тĕрĕслесен вĕсем 13370 çулта пулнине пĕлнĕ. Унсăр пуçне çакăнта пурă каньонĕ пур. Унăн вăрăмăшĕ 600, çӳллĕшĕ 35 метр. Вăл Маяцк крепоçĕнчен 800 метрта вырнаçнă. 30-40 пин çул каялла ку вырăнта тинĕс пулнă.
Инçех мар авалхи масар пур. Археологсем 170 этем шăм-шакне, 20 яхăн асăнмалли япаласем, чашăк-тирĕк ванчăкĕ тупнă.
 
: 672, Хаçат: 41 (1237), Категори: Таврапĕлӳ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: