Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
«Шан мана, салтакăм, чун юратнă тусăм, эс сăмах парсаччĕ ĕмĕр манмасса. Çул çинчен каймасть халь тараватлă куçăм, пĕрмаях кĕтетĕп эс таврăнасса» («Праски инке хĕр парать» юрă-ташăллă камит валли Анатолий Чебанов поэтпа Юрий Кудаков композитор калăпланă «Шан мана, салтакăм» юрăран), - тесе юрлаççĕ пулĕ паян инженерипе техника çар институтĕнче пĕлӳ илекен Дмитрий Золиков курсанта куç хывнă Чĕмпĕр Ен пикисем.
 
Çирĕм пĕррери сăпай та патвар яшпа – Дмитрий Юрьевич Золиковпа, кукашшĕ – Чĕмпĕр тăрăхĕн паллă таврапĕлӳçи Иван Моисеевич Кирпичников - паллаштарчĕ.
Камăн хăпартланса мухтанас, савăнас килмĕ-ха пур енчен те тĕслĕхлĕ мăнукĕпе! Редакци тĕпелне килнĕ çамрăк кукашшĕ çинчен яваплăха сирсе хăй çинчен хăех каласа пама килĕшрĕ.
- Эпĕ Ульяновскра çуралнă пулин те ачалăхăм ялта – Чăнлă районĕнчи Анат Тимĕрçенте – иртрĕ темелле. Хулари 52-мĕш шкулта – 9, автомеханика техникумĕнче – 4 çул пĕлӳ илнĕ çулсенче каникулта яланах кукаçейсем патĕнче пулма тăрăшаттăм. Вăл маншăн – ар çын тĕнчин вăрттăнлăхĕсене ăша хывма вĕрентнĕ асамçă. Мана кукаçи тăваттăра чухнех çут çанталăкпа паллаштарма тытăнчĕ: сунара, пулă тытма илсе каятчĕ, аллăма пăшал тытма, ишме хăнăхтарчĕ. Спортпа та вăл хавхалантарнипех туслашрăм, - куçран пăхса калаçать çамрăк.
Дмитрий, ялта вĕреннĕ чухнех шкулăн тĕслĕхлĕ спортсменĕсенчен пĕри пулнăскер, техникумра çине тăрсах спортăн нумай енлĕ тĕсĕпе туслашнă: хăйне ăмăртусенче пеме, ишме, чупма хăнăхтарнă, парăс спортне парăнтарнă, кĕсменпе ишессинче те палăрма ĕлкĕрнĕ. Саранск, Тольятти, Ульяновск, Димитровград хулисенче иртнĕ спорт ăмăртăвĕсенче кроль меслечĕпе ишсе (200 м), чупса (800 м), кĕсменпе ишсе (1000 м) спорт маçтăрĕн кандидачĕ пулса тăнă.
- Раççей правительствин политикин тĕп шăнăрĕ – тăван çĕрĕмĕре ют çĕршывсем кĕтмен çĕртен тапăнасран сыхлама çĕнĕрен те çĕнĕ çар техники шухăшласа кăларса ăна туса кăларакан объектсем хăпартасси. Урăхла каласан – çар инженерийĕпе строительствине çӳллĕ шая çĕклесси. Çар кадрĕсем валли хăтлă хваттерлĕ çуртсем тăвасси те пĕрремĕш вырăнта. Çавăнпа суйласа илтĕм те ĕнтĕ çар институтне, - тет çар тĕнчине кĕме ĕлкĕрнĕ офицер пек тарăннăн пĕтĕмлетсе Дмитрий Золиков курсант.
Пĕрремĕш курсра вĕренекен Чĕмпĕр Ен каччи кăçалхи Çĕнтерӳ кунĕнче Мускавра иртнĕ çар парадне хутшăннă. Çакăн пек пысăк чыса пур ĕçре те патваррисем, вĕренӳре хастаррисем кăна тивĕçеççĕ.
 
: 699, Хаçат: 41 (1237), Категори: Çамрăк ăру

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: