Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Николай Сидорович Ефремов чăвашсен профессиллĕ театрне йĕркелесе яракансенчен пĕри, унăн хайлавĕсем шкулта тата аслă шкулта вĕренекенсен программине кĕнĕ. Унăн драмисем — «Пуян Карук» тата «Анисса» — чăваш драматургийĕн никĕсĕ пулса авторне классик туса хунă. Пире вара çакă ытларах савăнтарать: ун тĕрлĕ енлĕ пултарулăхĕ шăпах Чĕмпĕрте уçăлнă, вăл кунта çыравçă, артист тата йĕркелӳçĕ пулса тăнă.
Н.С.Ефремов 1895 çулхи декабрĕн 6-мĕшĕнче Чĕмпĕр кĕпĕрнине кĕрекен Пăва уесĕнчи Упи вулăсĕнчи Кивĕ Йĕлмел (ăна ун чухне вырăсла «Старый Ильмовый Куст» тенĕ) ялĕнче чухăн хресчен çемйинче çуралнă. Халĕ ку ял Тутарстанри Çĕпрел районне кĕрет.
Николай Сидорович автобиогра-фийĕнче ашшĕ 1857 çулта çуралнă тесе çырать. Аслашшĕ вара салтак пулнă, ăна çар поселенине ямалла тунă, анчах ялта юлнă. Çавăнпа ăна тата ачисене çĕр пайĕсĕр хăварнă, пӳрт лартма та çĕр паман. Пӳртне вара вăл чăнкă çыран хĕррине лартнă. Хăй кулаксем патĕнче ĕçлесе çемйине тăрантарнă: хăма каснă, çăм таптарнă, тырă пуçтарнă.
«Эпир час-часах выçă лараттăмăрччĕ, тăватă ачана кунĕпене пĕр чĕлĕ çăкăр парса хăваратчĕç. Ăна тӳрех çисе яраттăмăрччĕ те каçчен выçăччĕ. Хăш чухне кӳршĕсем пире шеллесе кăвакарнă çăкăр татăкĕсем кӳрсе паратчĕç, хăш чухне вара хăйсем патне кайсан алăк умĕнченех чышса кăларатчĕç. Пирĕн тум çĕтĕкчĕ, пуçа турама тура та çукчĕ, - тесе çырать Николай Сидорович.
1900 çулта Сидор Ефремов çемйине виçĕ пай çĕр панă (килте виçĕ арçын пулнă). Хирте çĕр уйăрса парсан Сидор савăннипе чĕркуçленсе ларать те ăна чуптăвать. Анчах ун хыççăн та çăмăлах килмест ăна: ял куштанĕсем ун патне çĕрле пыра-пыра хăратнă, эрех-сăра ĕçтерме, тутлă апат çитерме ыйтнă. Вĕсен ыйтнине кивçене кĕрсе пурнăçлама тӳрĕ килнĕ. Каярахпа çемье лаша та туяннă.
Николай 1909 çулта тăватă çухрăмра вырнаçнă Çĕнĕ Йĕлмел ялĕнче пуçламăш шкул пĕтерет (хăш-пĕр çĕрте вăл тăван ялĕнче шкул пĕтернĕ тесе çырнă – ку тĕрĕс мар). 1912 çулта вара каччă Хурăнвар-Шăхалĕнчи икĕ класлă учительсен шкулне пĕтерсе тухать. Унта чăвашсен пулас драматургĕпе М.Ф.Акимов-Аруйпа пĕрле вĕренме тӳрĕ килет.
Вăл вăхăт тĕлне Сидор ывăлне чиркĕве тиеке пама шутлать, кун пирки пачăшкăпа калаçса татăлать. Николай кун пирки пĕлсен хăраса ӳкет, ашшĕ-амăшĕнчен вăрттăн Чĕмпĕре тухса тарать. Унта икĕ эрнере пилĕк тенкĕ укçа ĕçлесе илет. Унтан Атăл тăрăх Царицына (хальхи Волгоград) каять, Донбаса çитет, Макеевкăна шахтăна ĕçлеме вырнаçать. Тăватă уйăх çуна туртать, вакунсем чышать. Тата пилĕк уйăх сывлăша уçăлтарнă çĕрте (вентиляци тытăмĕ) теçетникре вăй хурать. Ăна шахта администрацийĕ паллама пуçлать, пурте ку çамрăк малашне паллă çын пулать теççĕ.
Ун хыççăн Николай шахта управленийĕн тĕп кантурĕнчи Маркшейдер бюровĕнче конторщик ĕçĕсене туса пыма тытăнать. 1915 çулхи май уйăхĕнче вара ăна çара илеççĕ – Кронштадт хулине лекет. Балтика флотĕнче 1918 çулхи апрель уйăхĕччен хĕсметре тăрать, Февральти тата Октябрьти Аслă революцисене хутшăнать.
1918 çулта çуркунне вăл тăван ялне отпуска килет. Ку вăхăтра Германи çарĕсем Эстоние кĕрсе каяççĕ, Николай хĕсметре тăнă Таллинн портне йышăнаççĕ. Николай çавăнпа октябрь уйăхĕччен ялтах юлать: вăрман касать, хăй валли çурт лартать. (Кайран ку çуртра вăл нумай çул пурăнать.)
Октябрь уйăхĕнче Н.Ефремов Чĕмпĕре çитет – ăна Атăлçин 4-мĕш полкне хĕсмете тăратаççĕ. Вăл час-часах митингсенче, пухусенче революци хыççăн илнĕ ирĕклĕхе хӳтĕлес пирки вырăсла, чăвашла, тутарла çулăмлă сăмахсем туха-туха калать. Ун чухне нацменсем (вырăс мар халăхсене çапла каланă) чылай пулнă хулара. Ефремов çынсене ĕнентерме, хăй хыççăн илсе кайма пултарнă, Хĕрлĕ çар салтакĕсен кăмăл-туйăмне çĕклес ĕçре ун сăмахĕ витĕмлĕ пулнă. Çакна пуçлăхсем асăрхаççĕ те ăна Чĕмпĕр кĕпĕрнин çар комиссариачĕн культурăпа çутĕç пайне куçараççĕ, организатор пулма çирĕплетеççĕ. Халĕ ĕнтĕ вăл мĕнпур вăхăтне Чĕмпĕр гарнизонĕнчи чаçсенче пухусенче калаçса ирттерет, чи лайăх агитатор пулса тăрать.
Çак вăхăтра вăл Чĕмпĕрти чăваш учителĕсем хатĕрлекен семинарире вĕренекен-семпе çывăх паллашать, туслашать. Кунта вăл каллех М.Ф.Акимов-Аруйпа тĕл пулать, лешĕ ун чух çакăнта вĕрентнĕ пулнă.
«Ку чухне кулаксем совет влаçне хирĕç пыма, пуçĕсене çĕклеме тытăнчĕç. Эпĕ ача чухне кулак ачисем хама кӳрентернине аса илсе кĕске вăхăтрах «Пуян Карук» тата «Анисса» ятлă драмăсем çырса хатĕрлерĕм. Вĕсене Чĕмпĕрте Хĕрлĕ çар салтакĕсем валли сцена çинче лартатчĕç. Эпĕ пĕтĕм Чĕмпĕр гарнизонĕнче чапа тухрăм. Спектакльсем умĕн яланах сцена çине тухса калаçаттăм, агитаци тăваттăм», - тесе аса илет автобиографийĕнче Н.С.Ефремов.
«Пуян Карук» драмăна вăл 1918 çулхи декабрьте çырма пуçлать, февральте артистсен ушкăнне кăтартать. Кунта сăмах май çакна паллă туса хăвармалла: автор тата темиçе водевиль, инсценировка çырнă, анчах вĕсем ниçта та пичетленмен.
Çар комиссариатĕнче Н.Ефремов 1919 çулхи июльччен хĕсметре пулать. Унтан ăна Чĕмпĕрти Хĕвелтухăç фрончĕн 5-мĕш çарĕнчи политика пайне çирĕплетеççĕ, тĕрĕссипе, кĕпĕрне çар комиссариатĕнчен Чăваш секцине куçараççĕ. Вăл «Чухăнсен сасси» хаçат редакцийĕнче шутланса тăрать, ĕçĕ вара урăхларах – чăваш артисчĕсен труппине ертсе пырать. Хăй ун пирки: «Артист пулса тăтăм»,- тесе çырать. Ку çынсем спектакльсем кăтартаççĕ, хор йĕркелеççĕ, агитаци ĕçĕсене илсе пыраççĕ. Самар, Сызрань хулисенче, Чĕмпĕр тата Пăва уесĕсенче гастрольте çӳреççĕ.
Политика пайĕ Чĕмпĕртен куçса кайсан Николай Ефремова çакăнтах хăвараççĕ, ăна Чĕмпĕр кĕпĕрнин ĕç тăвакан комитетĕнчи национальноçсен пайĕнче секретарь ĕçне шанса параççĕ. Тĕрĕссипе, вăл хăйĕн малтанхи тивĕçнех туса пырать, артистсемпе ĕçлет. Çапла 1920 çул иртсе каять.
1921 çулта Николай Сидоровича Хусанти çар инженери техникумне командировкăна яраççĕ, анчах чирлесе ӳкнипе июльте вăл каялла таврăнать.
Малалла Н.С.Сидоровăн нумай çĕрте тата должноçра вăй хума тӳрĕ килет.1922 çулта Йĕпе Пăкăрлă ялĕнчи пульницара хуçалăх заведующийĕ пулать. 1923-25 çулсенче — Çĕпрелĕнчи пысăклатнă страхлакан участокăн конторщикĕ. 1925 çулхи май-июнь уйăхĕсенче — Чăваш Республикин «Чувашсельбанк» секретарĕ. 1925 çулхи июль - 1928 çулхи август уйăхĕсенче – Чăваш Республикинче страхлакан агент. Ун хыççăн тытăнса 1929 çулхи февралĕн 1-мĕшĕччен — Шăмăршă районĕн ĕç тăвакан комитечĕн секретарĕ. Унтан Шăмăршă вăрман промышленноçĕн хуçалăхне секретаре куçать, 1930 çулхи май уйăхĕччен вăй хурать.
Кунтан Н.С.Ефремов ялне таврăнать, 1933 çулччен организатор, колхоз председателĕ, счетовод пулать. 1934 çулхи сентябрьччен Çĕпрел районĕн ĕç тăвакан комитечĕн секретарĕнче вăй хурать.
1934 çулхи сентябрьтен пуçласа 1956 çулхи март уйăхĕччен вăл Çĕпрел районĕнче ачасене шкулта чăваш чĕлхи вĕрентнĕ.
1943 çулхи апрелĕн 18-мĕшĕнчен пуçласа 1945 çулхи август уйăхĕччен Н.С.Ефремов фронтра çапăçнă. 1-мĕш Белорусси фрончĕн кĕпер тăвакан батальон отделенийĕн рядовойĕ пулнă вăл, Орёл хулинчен тытăнса Берлина çитнĕ. Вăрçăра тата ĕçре илнĕ темиçе медаль пур унăн: «Варшавăна ирĕке кăларнăшăн», «Берлина илнĕшĕн», «Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Германие çĕнтернĕшĕн», «Ĕçре палăрнăшăн» тата ыттисем.
Н.С.Ефремов икĕ хут авланнă, пĕрремĕш арăмĕ вырăс пулнă (Ульяновск облаçĕнчен), вăл сарăмсăр вилнĕ.
1956 çулхи мартра драматург тивĕçлĕ канăва каять. Каярахпа ун патне Кивĕ Йĕлмелне интервью илме Шупашкартан икĕ хутчен паллă çыравçă Юхма Мишши пырса каять.
Н.С.Ефремов 1988 çулхи июлĕн 23-мĕшĕнче вилнĕ, ăна ял масарне пытарнă.
Малалла кăштах автор пултарулăхĕ пирки калаçар-ха. «Пуян Карук» драмăна вăл 1919 çулхи февраль уйăхĕнче çырса пĕтернĕ терĕмĕр. Тепĕр çул вара ăна уйрăм кĕнекепе пичетлесе кăларнă. Ун хуплашки çине çапла çырнă: «Издание Симбирской Чувашской Секции Губернского отдела Народного Образования. Типография №1 Губсовнархоза».
Драмăри ĕçсем империализм вăрçи вăхăтĕнче пулса иртеççĕ. Хайлавăн тĕп теми – пуянлăхпа чухăнлăх, вĕсем хире-хирĕç тăни, çын хăй чунне укçашăн, мулшăн сутни. Аллă пилĕк çулхи Карук хăй умне тĕллев лартнă: мĕнле меслетпе пулсан та пуймалла! Хăйĕн тĕллевĕ патне утнă чух вăл усал çынна, хыткукара çаврăнать — арăмне, икĕ ывăлне, вĕсен арăмĕсене ним вырăнне те хумасть, хĕсĕрлет, нуша кăтартать. Вĕсем ăна пĕр сăмах та чĕнеймеççĕ, Карук мĕн каланă – çавна тăваççĕ. Вĕсене выльăх пăхса çитĕнтерме хушнă, ĕçле-ĕçле хăйсем те чĕмсĕр выльăха тухаççĕ. Карук вара выльăх сутса укçа тăвать. Вăл ывăлне те салтака ярасшăн мар. Вăл ăна акă мĕн калать: «Ирхине кучан çи, кăнтăрла шыв ĕç, шур чул çи, каçпа куçна тапак шывĕ сĕрсе вырт». Ывăлĕн сывлăхĕ уншăн ним те мар. Ывăлĕ ашшĕ пирки: «Пирĕн атте ĕмĕтсĕр кăмăлĕпе тĕнчене пĕтĕмĕшпех хăй аллине çавăрса илесшĕн… Укçа тесессĕн таçта кайса кĕрет. Çулталăка икĕ пуслăх расхут кăлармасть те, мур тума укçа пуçтарать. Те çылăхĕсемшĕн шуйттансене тӳлеме леш тĕнчене илсе каясшăн… Аякри ачисем валли пуçтарса хăварасшăн темелле… Анчах мулĕ пире юлать тесе пире кураймасăр çилленсе тăрать... Унăн чунне мул чирĕ çакланнă… Ĕмĕтсĕр кăмăлĕ хушнине туса пурăнать… Хăйне ĕнтĕ кӳршĕ-аршăсем те юратми пулчĕç… Эй, пуян пурте çапла пулать-ши?».
Кунта çемье конфликчĕ тата Карукпа ял çыннисен конфликчĕ палăрать. Ку çыншăн трагеди! Пурăнни мĕн усси? Çынсем сана юратмаççĕ, хисеплемеççĕ, санран хăраççĕ. Карук çакна ăнланмасть мар, анчах кăмăлне улăштараймасть – ăна укçа кăна кирлĕ, пуянлăх патне туртăнни пурне те парăнтарать. Ку çыннăн шалти конфликчĕ ĕнтĕ. Карук çынлăхран тухать. Юлашкинчен ун çурчĕ, нумай çул пухнă мулĕ пушарта çунса каять. Халĕ вăл никама та кирлĕ çын мар. Мĕншĕн тата мĕн туса пурăнчĕ вăл?..
Ку хайлав хăй вăхăтĕнче халăх хушшинче анлă сарăлнă пулнă, унăн теми вара паян та çивĕч. Каруксем кашни саманара пур.
Акă мĕн çырать Чĕмпĕр кĕпĕрнинчи национальноçсен ĕçĕсен уйрăмĕн Чăваш пайĕн хаçачĕ «Çĕнĕ пурнăç» (1919 çул, 37-мĕш номер): «Майăн 3-мĕшĕнче Урицкий ячĕллĕ клубра Ефремов çырнă «Пуян Карук» драма тăрăх чăвашла спектакль лартрĕç. Клубра лăк тулли халăхчĕ. Чĕмпĕр çыннисем, семинарире вĕренекенсем, хĕрлĕ армеецсем тата ыттисем пухăннăччĕ. Тĕп роле – пуян Карука – Ефремов юлташ вылярĕ, куракансене пĕр чарăнми култарчĕ”.
Халăх кулнă кăна мар иккен, Карук çемйине тата ял халăхне шеллесе йĕнĕ те. Спектакль хыççăн кăмăллă куракансем тăвăллăн алă çупнă, автора сцена çине чĕнсе кăларнă, ăна тата спектакле йĕркелекенсене тав тунă.
Ку пĕрремĕш спектакль пулнă. Урицкий ячĕллĕ клуб ун чухне Ярмарочная урамĕнче вырнаçнă пулнă (вăл хальхи Крымов урамĕ патĕнче). Кайран спектакле Чĕмпĕр драма театрĕнче те лартаççĕ.
Ку драмăна 1970-мĕш çулсенче Çĕнĕ Йĕлмелĕнчи (Тутарстан, Çĕпрел районĕ) сакăр çуллă шкул (халĕ кунта вăтам пĕлӳ параççĕ) учителĕсем те сцена çине кăларнă. М.И.Шадирякова-Лысо ва Карук арăмĕн – Крахвинен — рольне вылянă. Мана вăл кăçал çапла каласа пачĕ: «Спектакль хыççăн сцена çине ватă Н.С.Ефремов тухрĕ, мана питĕ пысăк чыс турăр тесе пире тав турĕ. Драмăна мĕнлерех çырнине кĕскен каласа пачĕ. Карукăн прототипĕ хамăр районти Аслă Аксура пурăннине пĕлтерчĕ, автор хăй драмине çав çыннăн сăнарне тĕпе хурса çырнă иккен».
Н.С.Ефремов пурнăçĕпе тата пултарулăхĕпе Юхма Мишшисĕр пуçне М.Юрьев, Г.Хлебников, Е.Сидорова (Шупашкар), Н.Кузнецов (Çĕпрел районĕ, Алёшкин-Саплăк ялĕ), А.Казаков (Çĕпрел районĕ, Çĕнĕ Йĕлмел) интересленнĕ, вĕсем Чăваш тата Тутар Республикисенчи хаçат-журналта материалсем пичетленĕ.
Автор тата хайлав çинчен Чĕмпĕрти чăвашсен «Канаш» хаçачĕ çумĕнче 2000 çулта тухна «Атăл юрри» журналта та (1/3 номер) вуласа пĕлме пулать.
 
: 1103, Хаçат: 41 (1237), Категори: истори

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: