Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Эпĕ чăх-чĕп таврашне çулсерен пасарта туянатăп. Инкубаторта кăларнăскерсем, килти чăх айĕнчен тухнисенчен самаях чăрсăр. Кăçалхисем ытла та тĕлĕнтерчĕç. Кăшт вăй илсенех чĕпсем чăхсемпе кашта çине ларма вĕренчĕç. Пĕр автанĕ çывăхне те пымарĕ. Вăл йытă ӳплине куç хывнă иккен. Ӳпле хуçи малтанах ăна çывăха та ярасшăн пулмарĕ. Вĕре-вĕре хăваласа ячĕ. Лешĕ тарнă пек тăвать те майĕпен каллех ӳпле патнелле çывхарать. Барбос ывăнчĕ ахăр ăна хăвала-хăвала. Шăрăхпа аптăранăскер, ӳпле хыçĕнчи сулхăна кайса выртрĕ. Çăмламас тĕлĕрнĕ вăхăтра автан асăрханса ӳплене кĕрсе кайрĕ. Тăрсан-тăрсан пуçне кăларчĕ, унталла-кунталла пăхрĕ те каялла кĕрсе çухалчĕ. Килĕшрĕ курăнать автана йытă çурчĕ. Мĕнпе вĕçленĕ-ха ку ĕç тесе нумайччен пăхса лартăм. Йытă вăрансан автана туласа тăкасран та шикленетĕп хам. Çук, кĕтсе илеймерĕм. Автан та ыйха путрĕ пулас. Эпĕ хам ĕçпе пӳрте кĕрсе кайрăм. Нумай вăхăт иртрĕ-и, сахал-и, кил картине тухатăп та ак тамаша! Хам куçа хам ĕненместĕп! Ӳплерен икĕ пуç курăнать: автанăн тата йыттăн. Иккĕшĕ юнашар выртнă та кил картинче мĕн пулса иртнине сăнаса выртаççĕ. Хăш вăхăтра туслашма ĕлкĕрнĕ?! Мĕнпе илĕртрĕ автана йытă ӳпли? Мĕншĕн вăл ыттисем пек çут çанталăк саккунне пăхăнасшăн пулмарĕ-ха? Тĕлĕнмелле! Çавăнтанпа автанпа йытă пĕр чĕлхе тупрĕç, тăвансем пек килĕштерсе пурăнаççĕ.
 
Чăнлă районĕ.
 
: 766, Хаçат: 41 (1237), Категори: Пĕлме интереслĕ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: