Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Регионти хуçалăхсенчен чылайăшĕ техника культурисене, пахча çимĕçе тата çĕр улмине пуçтарса кĕртнĕ.
Юпан 22-мĕш тĕлне чĕкĕнтĕре облаçри 8,7 пин гектар çĕр лаптăкĕ çинчен (69 процент) 289 пин тонна кăларса илнĕ. Тухăçлăхĕ гектартан 332 центнер.
Чăнлă районĕ ку енĕпе ытти районсенчен малта пырать, акнă лаптăкăн 74 процентне пухса кĕртнĕ. Чартаклă районĕ тухăçлăхĕпе палăрать – гектартан 462 центнер. Чартаклăсем çак пылак çимĕçе 1278 гектар çинчен кăларса ăсатнă. Ульяновск районĕ 823 гектар çинчен (32 пин тонна) кăларма ĕлкĕрнĕ, тухăçлăхĕ гектартан 391 центнер.
Хĕвелçаврăнăша 90 пин гектар çинчен (54 процент) пухса кĕртнĕ, тухăçлăхĕ гектартан 13,1 центнер. Чи пысăк тухăç — Ульяновск тата Тереньга районĕсенче. Хастарлăхĕпе Мелекесс, Çĕнĕ Спасск тата Ульяновск районĕсем палăраççĕ.
Чартаклă районĕ 900 гектар соя пухса илнĕ.
Пахча çимĕçе облаçĕпе 1138 гектар пухса кĕртнĕ (1313 гектартан). Çĕр улмине 1322 гектар кăларнă (1948 гектартан).
Облаçри ял хуçалăх министрĕ Александр Чепухин пĕлтернĕ тăрăх, тĕш-тырра йăлтах вырса илнĕ. Кĕрхи культурăсене акас ĕç те вĕçленсе пырать. Ку тĕле 221,3 пин гектар (палăртнин 90,3 проценчĕ) акăннă. Вăл шутра кĕрхи тулă 174,5 пин гектар çĕр лаптăкĕ йышăнать, кĕрхи ыраш – 46,9 пин гектар, кĕрхи рыжик – 16,7 пин гектар.
Грипран — вакцина
Облаçра 59 пин ачапа çула çитмен çамрăка грипран вакцинаци тунă. Ку палăртнин 80 проценчĕ пулать.
Облаçри сывлăх сыхлавĕн министрĕ Валентина Караулова пĕлтернĕ тăрăх, кăçал тата 212 пин çула çитнĕ çынна вакцинаци тумалла. Вĕсен шутне медицина ĕçченĕсем, çулланнă çынсем, тивĕçтерӳ ĕçĕнче вăй хуракансем, вĕрентӳçĕсем кĕреççĕ. Иртнĕ эрнере гриппа чирлекен пулман. ОРВИпе 6802 çын чирленĕ, вĕсенчен 65 проценчĕ – 14 çула çитмен ачасем. Иртнĕ эрнепе танлаштарсан чирлекенсен шучĕ 14 процент ӳснĕ.
Кĕтеççĕ!
Паян, юпа уйăхĕн 24-мĕшĕнче, юн паракан станцире «Уçă алăк кунĕ» иртет.
Тăвăма облаçри сиплев учрежденийĕн ĕçченĕсем тата кăмăл тăвакан çынсем хутшăнма пултараççĕ.
Иртнĕ эрнере иртнĕ çакăн пек мероприятие 493 çын хутшăннă, вĕсенчен 378-шĕ юна тӳлевсĕр, 65-шĕ пĕрремĕш хут панă.
«Çулталăк предприятийĕ» конкурс
Ульяновскри «Региональный центр микрофинансирования » кредитпа потребительсен кооперативĕ Раççейри организацисен «Çулталăкри предприяти» конкурса хутшăнса «Пахалăх гарантийĕ» ушкăнра лауреат ята тивĕçнĕ.
Наградăна ĕç культурипе пахалăхне ӳстерме пулăшакан çĕнĕлĕхсемпе усă куракан, çĕршыв экономикине аталантарма май паракан программăсемпе ĕçлекен организацисем тивĕçнĕ.
Ачасен ал ĕçĕсем килĕшнĕ
Атăлçи федераллă округ шайĕнче Йошкар-Олара «Ачалăха тавăрмалла» ал ĕçĕсен конкурс-куравĕ иртнĕ. Мероприятин тĕллевĕ ача çурчĕсене, ашшĕ-амăшĕн хӳтлĕхĕсĕр юлнă ачасене пулăшасси тата пултаруллă ачасене тупса палăртасси пулнă. Унта Раççейри 14 регион хутшăннă.
Конкурс-курава Ульяновскри «Росток», «Соловьиная роща», «Исток», «Остров детства» тăлăхсен çурчĕсенчи пилĕк ача ĕçĕсене тăратнă. Вĕсем хăйсен ал ĕçĕсене кăтартнă кăна мар, мĕнле ĕçлени пирки те каласа панă. Киле ачасем дипломсемпе тата хаклă парнесемпе – электрон кĕнекипе – таврăннă.
 
: 972, Хаçат: 42 (1238), Категори: Хыпарсем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: