Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ял хуçалăхĕнче вăй хуракансемшĕн кăçал тĕрĕслев çулĕ пулчĕ. Çу-çĕртме уйăхĕсенче çумăр кирлĕччĕ – шăрăх пулчĕ, кĕр çитсен ĕççи вăхăтĕнче типĕ çанталăк кирлĕ, йĕпе-сапа йăлăхтарсах çитерчĕ – çумăр çăвать те çăвать.
Ульяновск облаçĕнчи ял хуçалăхĕпе производство кооперативĕсенче тата хресченсемпе фермерсен хуçалăхĕсенче хĕрсех чĕкĕнтĕр, çĕр улми, кишĕр кăлараççĕ. Хăш-пĕрисенче хĕвелçаврăнăш, куккурус çапса илмелли юлнă-ха. Чăнлă районĕнчи Пухтел ялĕнче çĕр улми кăларассине вĕçлесе пыраççĕ. Кунта фермер хуçалăхĕсем нумай. Пылчăка пăхмасăр пурте уя тухнă. Кăшт çил вĕрсенех тракторсем хыççăн çынсем çĕр улмине пуçтарса илеççĕ. Ашшĕпе ывăлĕ – Николайпа Павел Салюкинсем – кĕрхи ĕçсене вĕçлесе пыни паллă пулчĕ, пурĕ те икĕ гектар юлнă. Эпир çитнĕ çĕре хире тухма пуçтарăннăччĕ – çынсем пухăннăччĕ, карçинккасем, михĕсем хатĕрччĕ. Николай Иванович пире хуçалăх хирне хăйсемпе пыма сĕнчĕ. Павел Николаевичпа та паллашса калаçас килетчĕ. Тăрăшуллă яш нумаях пулмасть облаçри тин ĕçлеме пуçлакан фермерсене паракан пулăшăва – гранта – тивĕçнĕ.
Павел Салюкин Ульяновскри ял хуçалăх академийĕнчи экономика факультетĕнчен вĕренсе тухнă. Ачаранах ашшĕпе уя тухнă, тĕрлĕ техникăпа ĕçлеме вĕреннĕ. Алли пынине туйсан трактор-машинасăр пурăнма пултараймассине туйнă та, ашшĕн сĕнĕвне те шута илнĕ паллах, малашнехи шăпине ял хуçалăхĕпе çыхăнтарма шутланă. Аслă шкула çак профильпех суйласа илнĕ.
— Ют çĕршывсенче çĕр ĕçĕнче тахçанах çемьепе ĕçлес йăлана кĕртнĕ. Пысăках мар харпăр хуçалăхпа тăрăшарах парсан тухăç нумайрах туса илме май пурри паллă. Ман атте, Николай Салюкин, пуçаруллă, анлă тавракурăмлă çын. Вăл фермер ĕçне пуçăннăранпа çирĕм ытла çул иртрĕ. 1992 çулта самана улшăнма пуçланине сиссе тăванăм харпăр хуçалăхне йĕркелеме шухăшлать. Чи малтанхи хресченсемпе фермерсен хуçалăхĕн ячĕ – «Стрелецчĕ». Халь эп виççĕмĕш çул официаллă майпа атте патĕнче ĕçлетĕп. Паян пĕрле ĕçлетпĕр. Çакă йывăрлăхсене çĕнтерме пулăшать. Кирлĕ техника пĕтĕмпех хамăрăн. 150 гектар çинче тыр-пул çитĕнтеретпĕр, кăçалхи çут çанталăк «парнисене» пăхмасăр вăхăтра вырса илтĕмĕр. Халь ак 16 гектар çинче ӳснĕ çĕр улми кăларассине вĕçлесе пыратпăр. Çурла уйăхĕнчех ир пулакан пахча çимĕçне, иккĕмĕш çăкăра (8 гектар) кăларсанах тупăшлă сутрăмăр. Маларах сахăр кăшманне те акаттăмăр пулсан паян пылак тымарпа ĕçлеме пăрахрăмăр. Çĕр улми ани çинче пулăшăкансемсĕр, пĕр туслă та тăрăшуллă йышсăр май килмест. Самантпа усă курса уйрăмах Борис Воронкова, Виктор Мулянова, Татьянăпа Сергей Каршевсене, Галина Губейдуллована тата ыттисене тав туса хăварас килет. Пухтелĕнче хушма хуçалăх тытакансем чылай пулнăран (30 ытла) çĕр улми пуçтаракансене Çĕпрел районĕнчен илсе килетпĕр. Вĕсем бригадăпа ĕçлеççĕ. Чăвашсем пур çĕрте те сатур та патвар.
«Поддержка начинающих фермеров» облаçри тĕллевлĕ программăпа килĕшӳллĕн конкурса пĕлтĕр муниципаллă пĕрлĕхсенчен 65 бизнес-проект тăратнă. Ял хуçалăхĕпе промышленность тытăмĕнче тăрăшакан усламçăсенчен хĕрĕхĕшĕ çĕнтерӳçĕ ята тата укçан пулăшăва тивĕçнĕ. Грантăн вăтам калăпăшĕ 1,2 млн тенкĕпе танлашать. Çак укçапа çамрăк фермерсем 350 пуç мăйракаллă шултра выльăх, 500 яхăн пуç сурăх, 21 единица ял хуçалăх техникипе 10 оборудовани туяннă. Чăнлă районĕнчи Пухтел ял каччи Павел Салюкин, каларăмăр ĕнтĕ, грант çĕнсе илнĕ çамрăк фермерсенчен пĕри. Павел Николаевич çак укçапа 16 пуç мăйракаллă шултра выльăх, техника туяннă. «Беларусь» тракторпа шăпах çĕр улми кăларатчĕ. Вăл тара илнĕ çĕрсем Пухтелĕнче вырнаçнă. Ĕмĕт-тĕллевĕсем те каччăн пысăк. Пилĕк çул хушшинче çулсерен мĕн тунине — мĕн туяннине, мĕн ӳстернине…- отчёт парса тăмалла. Пурнăçра вĕрентсе пыраканĕ, тĕслĕхĕ Павелшăн – ашшĕ. Кивĕ Улхаш тăрăхĕн Канашĕн депутачĕ, харпăр хуçалăх ертӳçи Николай Салюкин хăйĕн ĕç программинчи çулсене юсамалла, çамрăксене ĕç хыççăн канма çӳреме хупăнса тăракан Культура керменне çĕнетсе уçмалла тенине те ырлать каччă. Асли çĕр ĕçне юратса пурнăçлакан çын чухăн пулас çук тенипе те килĕшет çамрăк фермер. Анчах та пуян пурăнас тесен çанă тавăрса вăй хума тивнине те, çĕр-çĕр çывăрмалла маррине те, автансенчен те иртерех тăмаллине те лайăх чухлать Павел Николаевич. Çак яваплă ĕçе ахаль суйламан вăл. Çиччĕ виçсе пĕрре каснă.
 
: 883, Хаçат: 42 (1238), Категори: самана cыннисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: