Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
 
Ульяновск облаçĕнче «Çĕнтерӳ мухтавĕн аркки» архитектура композицийĕн чи аван проекчĕсен конкурсне пĕтĕмлетнĕ. Унта Ульяновск, Мускав, Санкт-Петербург, Златоуст тата Химки хулисенчен скульпторсем хутшăннă.
Конкурс комиссийĕн ларăвĕнче пĕр саслăн пулса пĕрремĕш тата виççĕмĕш вырăнсене памалла мар тесе йышăннă. Иккĕмĕш вырăна Александр Поповпа (Химки) Олег Клюев (Ульяновск) пайланă.
Конкурса тăратнă аркка проекчĕсене хула тăвас ĕç канашĕн президиумĕн ларăвĕнче пăхса тухнă. «Паянхи кун тĕлне аркка проектне çирĕплетмен-ха. Конкурса тăратнă ĕçсене уйăх майлă ĕçлесе çитерĕç, кайран Ульяновск облаçĕнчи ĕçпе аслă вăрçă ветеранĕсен канашĕн тата регионăн Обществăлла палатин ларăвĕсенче пăхса тухĕç»,- тенĕ Татьяна Тарасова.
Çĕнтерӳ мухтавĕн арккине 2015 çулта Аслă вăрçăра çĕнтернĕренпе 70 çул çитнĕ тĕле лартма тĕв тăваççĕ. Объекта классика стилĕпе тума палăртаççĕ. Архитектура палăкĕнче Раççей çĕнтерĕвĕсен историйĕ сăнарланмалла.
 
Нацисен ыйтăвĕсене пăхса тухĕç
Атăлçи федераллă округри РФ Президенчĕн полномочиллĕ представителĕсен Канашĕ конфессисемпе этнос ушкăнĕсен хутшăнăвĕсен ыйтăвĕсемпе çыхăннă ларăвне Ульяновск облаçĕнче ирттерме йышăннă. Мероприятие ирттерме ĕç ушкăнĕ йĕркеленĕ. Унăн ертӳçине Сергей Морозов кĕпĕрнаттăра суйланă.
Канашăн секретарĕ, РФ Президенчĕн Атăлçи федераллă округри полномочиллĕ представителĕн çумĕ Леонид Гильченко сăмахĕпе, ларăвăн тĕп теми регионсенче конфессисемпе этнос ушкăнĕсен хутшăнăвĕсемпе çыхăннă программăсене пурнăçласси.
-Регионта халăхсем хушшинчи хутшăнусене пысăк тимлĕх уйăратпăр. Ульяновск облаçĕнче ку енĕпе лăпкă. Малашне те çаплах пуласса шанатпăр. Анчах пирĕн нацисен хутшăнăвĕпе çыхăннă ыйту çав тери кăткăс та черчен пулнине манмалла мар, - тенĕ Сергей Морозов.
Нацисем хушшинчи тата тĕнри экстремизма сирес тĕлĕшпе полномочиллĕ представительсем мăсăльман организацийĕсемпе тачă çыхăну тытаççĕ. Çур çулта пĕр хутчен мăсăльмансен тĕн управленийĕн ертӳçисемпе тĕл пулаççĕ. Ульяновск облаçĕнче мĕнпур халăхăн улттăмĕш пайĕ ислам тĕнĕпе пурăнать.
-Патшалăхăн наци политикине пурнăçланă çĕрте коммерциллĕ мар организацисене социаллă проектсене пурнăçлама укçа-тенкĕпе пулăшни пысăк вырăн йышăнать, - тенĕ Сергей Морозов. – Пирĕн облаçра ку енĕпе «Содействие развитию институтов гражданского общества и поддержка социально ориентированных некоммерческих организаций на 2012-2014 годы» программа ĕçлет.
Справка: Атăлçи федераллă округра халăх йышĕ çапла: вырăссем – 67,8 процент, тутарсем – 13,0, чăвашсем – 4,5, пушкăртсем – 4,3, мордва – 2,1, удмуртсем – 1,8, марисем – 1,6, украинсем – 1,3, казахсем – 0,73.
Пирĕн округра 6 миллион мăсăльман пурăнать.
 
Кĕпĕрнаттăр паллă спортсменсемпе тĕл пулнă
Юпа уйăхĕн 18-мĕшĕнче область кĕпĕрнаттăрĕ Сергей Морозов Мускавра паллă спортсменпа, конькипе эрешлесе ярăнассипе нумай хутчен тĕнче чемпионĕ ята илнĕ, «Единая Россия» партин тĕп канашĕн членĕпе Ирина Роднинапа тĕл пулнă.
Тĕлпулăвăн тĕп тĕллевĕ – 2014 çулта Пăхăнман Патшалăхсен Пĕрлешĕвĕн çĕршывĕсенчи шкул ачисен 2-мĕш фестивальне Ульяновск облаçĕнче ирттересси.
Хальхи вăхăтра Ирина Роднина пĕтĕм Раççейри шкул спорчĕн федерацине ертсе пырать.
-Пирĕн область физкультурăпа ятарлă программа хатĕрлерĕ. Ку шута бадминтон, илемлĕ гимнастика, фитнес-аэробика, регби, гольфа, флорбол тата лапта вăййисем кĕреççĕ. Унсăр пуçне регионта «Урок со звездой», «Спортивная суббота», «Зарядка со звездой», «Готов к труду и защите Отечества» проектсем ĕçлеççĕ. Кĕçех «Учитель здоровья» ятпа иртекен пĕтĕм Раççей конкурсĕ вĕçленмелле. Фестиваль çамрăксене спорта явăçма, сывă пурнăç йĕркине пăхăнма пулăшать, çĕнĕ спорт комплексĕсене хута яни фестивале çӳллĕ шайра ирттерме май парать,- тенĕ кĕпĕрнаттăр. Çав кунах вăл шахматла выляссипе нумай хут чемпион ятне илнĕ СССР спорт маçтăрĕпе Анатолий Карповпа тĕл пулнă. Вĕсем пирĕн облаçра шахмат вăййисене вĕрентессине облаçри ачасен пултарулăх çуртĕнче йĕркелесе ярас пирки, «Белая ладья» ăмăртăвăн пĕр тапхăрне Ульяновск облаçĕнче ирттерес пирки калаçнă.
 
: 841, Хаçат: 42 (1238), Категори: Кун хыççăн кун

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: