Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
«Канаш» хаçат редакцине телефонограмма килчĕ. Димитровградра пурăнакан хаçат тусĕ Геннадий Улюкин Çĕнĕ Малăкла районĕнчи Курахви ялĕнчи шкулта юсав ĕçĕсем мĕнле пынипе кăсăкланать. Çак чăваш ялĕнчи шкула хупасран шикленет. Хăçан уçăлать-ши шкул?
Ыйтăва облаçри вĕренӳ министерствин тĕп специалистне Федосия Улендеевана патăмăр.
-Курахви ялĕнчи шкула хупасран сыхласа хăвартăмăр ĕнтĕ. Тĕрĕссипе, ăна малтан Çĕнĕ Çарăмсан шкулĕпе пĕрлештересшĕнччĕ. Халь вăл– уйрăм вĕренӳ учрежденийĕ. Ял шкулне кăçал Сергей Морозов кĕпĕрнаттăр хăй çитсе курчĕ. Область бюджетĕнчен шкула тĕпрен юсама 10 миллион тенкĕ уйăрма хушрĕ. Çав укçана ĕçе кĕртсе шкулта спорт залне çĕнĕрен купаласа хăпартма, чӳречисене, алăкĕсене, хутмалли хатĕре улăштарма тытăннă. Юсав ĕçне вĕренӳ çулĕ пуçланнă тĕле вĕçлемелле пулнă, анчах ĕлкĕреймен. Çавăнпа ачасене вăхăтлăха кӳршĕри Кивĕ Тюгальбуга шкулне вĕренме янă. Унта вĕсене автобуспа илсе çӳреççĕ. Курахви ачисем иккĕмĕш сменăра вĕренеççĕ, учителĕсем те хăйсемпе пĕрлех çӳреççĕ. Пĕр япала кăна начар, хальлĕхе шкул ачисем чăваш чĕлхине вĕренеймеççĕ.
Шкулта юсав ĕçĕсем ирттернипе савăнмалла кăна, хăрамалла мар, - терĕ Федосия Тимофеевна.
 
Çак ыйтупах Çĕнĕ Малăкла районĕнчи вĕренӳ уйрăмне шăнкăравларăмăр. Пуçлăха тытаймарăмăр. Хурава вĕренӳ уйрăмĕн консультанчĕ Надежда Ивановна Кудряшова пачĕ, вăл та иккĕленĕве сирчĕ.
- Курахви ялĕнчи шкулта чӳречесене, алăксене улăштарнă, спорт залне çĕнĕрен купаланă, шкул тăррине витнĕ, хутмалли тытăма улăштарнă. Вĕренӳ управленийĕн пуçлăхĕ Сергей Александрович Сандрюков куллен Курахви шкулĕнче ĕç епле пынине кайса тĕрĕслет. Иккĕмĕш чĕрĕкре ачасем тăван шкулĕнчех вĕренме тытăнасса шанатпăр. Юсав ĕçĕсем вĕçленсе пыраççĕ, - терĕ.
 
: 785, Хаçат: 42 (1238), Категори: Cивeч ыйту

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: