Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Ялта ĕç пулсан, культура учрежденийĕ кирлĕ пек ĕçлесен çынсене пурăнма кичем мар. Кун пек чухне çамрăксем те вырăнтах тĕпленеççĕ.
Барăш районĕнчи Ĕшке ялĕн клуб заведующийĕ Людмила Михайловна Ильина хăй тавра аслисене те, кĕçĕннисене те пĕрлештерме тăрăшать. Клуб çумĕнче аслисен «Палан» тата ачасен «Тумлам» ансамблĕсем, тĕрлĕ кружоксем ĕçлеççĕ, ялта час-часах культура мероприятийĕсем иртеççĕ.
Ĕшке ялĕнчи çынсемпе калаçнă май манра пĕр шухăш çирĕпленчĕ: чăвашсем центртан мĕнле инçерех, çавăн чухлĕ туслăрах. Ĕшке çыннисем те питĕ туслă. Пĕр-пĕр уяв йĕркелес пулсан клуб, вулавăш, шкул, ял администрацийĕ пĕрле туслăн çав ĕçе пикенеççĕ. Туслăхра вара чăннипех те вăй.
-Пурте пĕрле кар тăрса ĕçленипе уявсене те илемлĕ ирттеретпĕр, - тет клуб заведующийĕ.
Людмила Михайловна Ĕшке ялĕнче 1960 çулта кун çути курнă, тăван ялтах вăтам пĕлӳ илнĕ. Ульяновскри культура училищине вĕренсе пĕтерсен те ниçта аякка кайма шухăш çуралмасть унăн, тăван ялах таврăнать. Çакăнтах качча каять, пĕртен-пĕр хĕрĕ те Ĕшкерех çемйипе тĕпленсе пурăнать.
- Тăван ял маншăн питĕ хаклă. Çавăнпа та ентешĕмсене те кунта пурăнма интереслĕрех пултăр тесе тăрăшатăп. Ĕç планĕ пирĕн пысăк. Мĕнле кăна уявсем йĕркелесе ирттерместпĕр! Çанталăк сивĕтиччен мероприятисем клубрах пулаççĕ. Сивĕтсен вара шкула куçатпăр. Мĕншĕн тесен пирĕн клуба хутмалли çук. Тахçан хутăнатчĕ вăл, уйрăм котельнăй та пурччĕ. Кайран электричество çутипе ăшăтмалла турĕç. Халĕ нимĕн те çук. Çавна пулах Пĕлӳ, Ватăсен, Амăшĕсен кунĕсене ирттерме ĕлкĕретпĕр клубра, ыттисене – шкулта. Çĕнĕ çулпа Çăварни уявĕсенче клуба хупă тăратма пултараймастпăр. Хĕлле хамăр, клуб умĕнче юр купаласа, ăна шыв сапса пăрлантарса ярăнмалли тăватпăр. Çăварнире унта пĕтĕм ял пухăнать, çамрăксем кăна мар, аслă çулхисем те ярăнаççĕ, - каласа парать вăл.
Чăваш акатуйне те кашни çулах паллă тăваççĕ ĕшкесем. Пĕлтĕр ятарласа чăваш тумĕсем çĕлеттернĕ.
Ĕшкесен хăйсен ял уявĕ те пур – «Сертаçки» теççĕ ăна вĕсем. Сертаçки кĕркуннепе çыхăннă, юпа уйăхĕпе. Çурхи автансем ӳссе çитсен уявлаççĕ ăна. Сертаçки уявне автан пусса яшка пĕçереççĕ. Ăна ваттисене пурне те асăнса çиеççĕ. Ĕлĕк-авал, христиан тĕнне йышăниччен, юпа уйăхĕнче чăвашсем юпа лартса ваттисене асăннипе çыхăннă вăл. Купăста уявĕ те пур Ĕшкере.
Çынсене интереслентерес, çук çĕртен уявсем тăвас тесе нумай тăрăшать клуб заведующийĕ. Çуллахи вăхăтра ял урамĕсен уявĕсене йĕркелет. Урам ячĕсем те интереслĕ вĕсен - Арман урамĕ, Почта, Шкул, Çĕнĕ урам, Анатри тата ыттисем те. Пурĕ сакăр урам. Людмила Михайловна хăйĕн пулăшаканĕсемпе кашни урама, унта пурăнакан çынсене чысласа уяв тăвать. Пĕр çынна та, пĕр пулăма та асăрхамасăр манса хăвармасть вăл.
-Уявсенче эпир урамри чи аслине, чи кĕçĕннине, ветерансене парнесем паратпăр, чи тирпейлĕ хуçалăха, кил-çурта тата ку е тепĕр енĕпе палăрнă çемьесене дипломсемпе палăртатпăр. Лотерея выляттаратпăр. Çынсене «Палан» е «Тумлам» ансамбльсен артисчĕсем музыка парни туса саламлаççĕ. Эп никама та кӳрентерместĕп. Ачасем вара уява хатĕрленсе ӳкерчĕксем тăваççĕ. Урам мĕнле пуçланса кайнине те аса илетпĕр, ачасемпе тĕрлĕ вăйăсем вылятпăр. Кайран кашни килтен кучченеç илсе тухать те, уяв кĕреки хатĕрлетпĕр. Çапла пирĕн ял çыннисем ыйха путса пурăнмаççĕ, савăнаççĕ, - тăсатпăр калаçăва клуб заведующийĕпе.
Паллах, Ĕшкере те, ытти çĕрти пекех, культура мероприятийĕсем ирттерме укçа уйăракан çук. Людмила Михайловна ялта лавкка тытакансенчен, пилорама хуçинчен Александр Анатольевич Ильинран пулăшу ыйтать. Усламçăсем май пур таран пулăшу аллине тăсаççĕ.
Ялти тăрăшуллă культура çыннин Людмила Ильинан ĕçне область кĕпĕрнаттăрĕн Хисеп грамотипе наградăласа хакланă.
 
: 831, Хаçат: 42 (1238), Категори: Ырă ята тивĕçлисем

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: