Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Раиса Александровна Нефёдован ĕмĕрĕ ĕçпеле хавшанă. Ваттисене, мăшăрне итлесе вĕсенчен иртмен. Виçĕ ача çуратса ӳстернĕ, вĕрентсе кăларнă, пурнăç çулĕ çине тăратнă. Утмăла çитиччен заводра электролиз мелĕпе япаласене металпа витекенре (сывлăхшăн питĕ сиенлĕ ĕç), тĕрлĕ енлĕ станочницăра (токарь, сверловщик, фрезеровщик, шлифовщик) тар тăкнă…
- Ĕмĕр иртсе пынăшăн кулянмастăп, мĕншĕн тесен хамран ыр ят юласса шанса пурăнатăп, - тет çуркунне, çулла, кĕркунне тăван тăрăхĕнче – Чăнлă районĕнчи Кунтикав ялĕнче - ачисем туянса панă хуçалăхра çĕр ĕçĕпе чунне килентерекен Раиса Александровна. – Хĕллехи йывăр кунсене Ульяновскри икĕ пӳлĕмлĕ хăтлă хваттерĕмре ирттеретĕп.
Ентешĕмĕр 1945 çулхи çĕртме уйăхĕн 19-мĕшĕнче асăннă тăрăхра çуралнă. Вăл амăшĕн – Александра Егоровнан (94 çул тултариччен хĕрĕпе тата кĕрӳшĕпе пурăннă) – пĕртен-пĕр тĕпренчĕкĕ пулнă. Мăшăрĕ Аслă вăрçăран таврăнайман, паттăрла вилĕмпе çут тĕнчерен уйрăлнă.
Раиса Александровна Кунтикавра сакăр класс пĕтерсе кӳршĕ Кашара вăтам пĕлӳ илнĕ. Питĕ лайăх паллăсемпе вĕренсе тухнă чăваш хĕрĕ çăмăллăнах Ульяновскри педагогика институтне вĕренме кĕрет. Пулас филолог иккĕмĕш курсра Тăхăрьял каччипе – Анатолий Нефёдовпа - паллашать. Пĕрре курсах пĕр-пĕрне юратса пăрахнă çамрăксем 1965 çулта çемье çавăраççĕ.
- Анатолий Максимович манран самай аслăрахчĕ. Вăл авланиччен Ульяновскри чăваш педагогика училищинчен вĕренсе тухнă. Пĕр хушă пединститутра та вĕреннĕ. Çемье çавăрсан вĕрентекенĕн ĕç укçипе пурăнма, хваттерлĕ пулма шанчăк пулман. Çавăнпа вăл УЗТСра, автозаводра токарь-шлифовщикра ĕç вырăнĕнче çут тĕнчерен уйрăличченех (2008 çул) вăй хучĕ. Пирĕн иксĕмĕрĕн те йывăр ĕçсенче тар тăкма тӳр килчĕ. Хваттерте пурăнсах икĕ ача çут тĕнчене килчĕ. Хам малтан ултă çул радио ламписем туса кăларакан заводра монтажницăра, вун виçĕ çул «Гидроаппарат» заводра гальваникра, юлашки çулсенче – утмăл тултариччен (аллăра пенсие кайса) – универсаллă станочницăра ĕçлерĕм. Харпăр хваттерлĕ пултăмăр. Хĕр çуралчĕ. Ачасем тенĕрĕн, ашшĕпе амăшĕн питне хĕретмерĕç. Валерий – техника çар училищинчен, Юрий çар çыхăну училищинчен вĕренсе тухрĕ. Ирина планпа экономика институтĕнче аслă пĕлӳ илчĕ. Мăнукăмăрсем те мухтанмалли тĕпренчĕксем. Юрий ачисем: Иван – икĕ хут аслă пĕлӳ илсе техника университетĕнче аспирантурăра вĕренет; Евгения – техника университетĕнче юлашки курсра пĕлӳ илет. Валерий хĕрĕ – Виктория – техника университетĕнчен вĕренсе тухнă. Пĕтĕмĕшле каласан Нефёдовсен йăхĕ «технарьсенчен» тымарланнă, - каласа парать Раиса Александровна.
Мăшăрĕ çĕре кĕрсен ентешĕмĕр чирлесех ӳкет: юн пусăмĕ хăпарса каять, сахăр чирĕ вăй илет… Тухтăрсем ял сывлăшĕпе сипленме сĕнеççĕ. Амăшĕн килĕшĕвĕпе ачисем Кунтикавра çурт туянаççĕ. Ăна тирпей-илем кĕртеççĕ. Вĕсемшĕн те, амăшĕшĕн те çĕнĕ пурнăç йĕркеленсе каять. Раиса Александровна çурт çумĕнчи пахчара улма-çырла, пахча çимĕç, тĕрлĕ чечексем çитĕнтерет. Сывлăхĕ те йĕркене кĕрет. Канмалли кунсенче ачисем, мăнукĕсем килеççĕ: пулăшаççĕ, хăйсем те канаççĕ.
- Тăван ен сывлăшĕ, атте-анне çĕрĕ-шывĕ – пурнăç эмелĕ, ялта чирлеме те вăхăт çук, - тет çĕршыв сумне тивĕçнĕ Ĕç ветеранĕ – Раиса Александровна Нефёдова.
 
 
 
Чăнлă районĕ,
Кунтикав ялĕ.
 
: 804, Хаçат: 42 (1238), Категори: Eмeр сакки сарлака

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: