Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Юпа уйăхĕн 10-12-мĕшĕсенче Чăваш Енри Канаш хулинче «Солнечный круг-2013» ятпа регионсем хушшинчи ачасен пĕччен юрлакансемпе хорсен ассамблейи иртрĕ. Ăна экологие тата тавралăха сыхлассипе иртекен çулталăка халалланă.
Çак анлă мероприятие Димитровград хулинчи «Шăпчăксем» юрă ушкăнĕ те хутшăнчĕ (ертӳçи Светлана Кочнева, концертмейстерĕ – Артём Саиткин, хореографĕ – Наталья Галискарова).
Унта хутшăнма пире Барăш хулинче (Ульяновск облаçĕ) хамăра ăнăçлă кăтартнă хыççăн Пĕтĕм тĕнчери хор Союзĕн президенчĕ Борис Сметанин йыхрав ячĕ. «Шăпчăксем» йĕркеленнĕренпе вунă çул иртсен тин ушкăн чăвашсен тĕп çĕршывне çитсе курма пултарчĕ (унччен пире унта никам та яман, чĕнмен).
Шăпчăксем нумай çӳреççĕ, нумай хутчен пĕтĕм тĕнчери, пĕтĕм Раççейри конкурссен лауреачĕсен ячĕсене тивĕçрĕç. Вунă артистран тăракан ансамбль ытти ушкăнсемпе пĕрле виçĕ кун хушши Канаш тата Улатăр хулисенче концертсем кăтартрĕ. Çак анлă мероприятие Мускав тата Атăл тăрăхĕнчи хуласенчен, Тутарстан, Чăваш тата Карели Республикисенчен паллă ушкăнсем хутшăнчĕç. Пирĕн артистсен кашни курăнăвне залра ларакансем тăвăллăн алă çупса кĕтсе илчĕç. Чăвашла пĕлмен, калаçман çамрăк артистсем чăваш юррисене çапла илемлĕ шăрантарнипе куракансем чăннипех тĕлĕнчĕç. Ушкăна чăмăртанă чух пирĕн тĕллевĕмĕр те чăваш ачисене тăван культурăна юратма, юрă урлă чăваш чĕлхине, йăли-йĕркине ăса хывма пулăшассиччĕ.
«Шăпчăксен» пултарулăхне жюри тивĕçлĕ хак парса дипломсемпе, Тав хучĕсемпе тата парнесемпе чысларĕ. Артистсен пултарулăхне Борис Сметанин, ЧР культура министрĕ Вадим Ефимов, ЧППУри музыка факультечĕн профессорĕ Юлия Дмитриева пысăк хак пачĕç.
Чи кăсăкли – хорсем хушшинче «Шăпчăксем» кăна чăваш юррисене шăрантарчĕç. Ыттисем йăлтах вырăсла юрларĕç.
 
 
Димитровград хули.
 
: 895, Хаçат: 42 (1238), Категори: Культура

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: