Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Михаил Филиппов 1954 çулхи утă уйăхĕн 23-мĕшĕнче Павловка районĕнчи Шăмалак (Каменный Ключ) ялĕнче çуралнă. (Ку ял паян Ирçе Шăмалакĕн тăрăхне кĕрет, чăвашпа мăкшăсене Кадада юхан шывĕ çеç уйăрать.)
— Хресчен çемйинче эпир пурĕ пилĕк ача пулнă. Эпĕ – чи асли. Атте, Фёдор Егорович, колхозра пĕтĕм ĕмĕрне трактор бригадин бригадирĕ пулса ĕçленĕ. Анне, Нина Николаевна, 1933 çулхи, колхозра вăй хунă. Атте Карсунта бригадира вĕреннĕ чух 1952 çулта аннепе паллашать, вырăс хĕрне Ирçе Шăмалакне пурăнма илсе килет. Эпĕ 12-13 çул тултарсанах аттепе ĕçе тухаттăм, комбайн çинче штурвальнăй пулса тăрăшнă,-каласа парать Михаил Фёдорович. – Эпĕ 8 класс пĕтерсен 1970 çулта Хусана утарçа вĕренме кайрăм. Икĕ çул вĕрентĕм. Салтака кайиччен тăван хуçалăхра вăй хунă. 1973 çулта çара илсе кайрĕç.
Михаил Филиппов Саратов облаçĕнче пӳртсем çĕкленĕ, шăвармалли каналсем тунă. Хĕсметрен таврăнсан 1976-1991 çулсенче Павловкăри «Сельхозтехника» предприятире шофёрта ĕçленĕ. Вĕллесем тытнă.
— Çак ĕçе эпĕ ачаранах кăмăллатăп,-аса илет Михаил Фёдорович.- Ялти мĕнпур ĕçсене тума пĕлнĕ. 1979 çулта авлантăм. Мăшăрăм Вера Владимировна Тихонова – чăваш хĕрĕ. Ирçе Шăмалакĕнчен. Икĕ хĕр ӳстертĕмĕр. Асли, Люба, 1979 çулхи, çемйипе Павловкăра пурăнать. Иккĕмĕшĕ, Оля, Ульяновскри суту-илӳ техникумĕнчен вĕренсе тухрĕ те хуларах тĕпленчĕ. Пирĕн пурĕ виçĕ мăнук. Шел, ачасем тăван чĕлхепе калаçмаççĕ, мăнуксем те чăвашла пач пĕлмеççĕ. Эпир арăмпа чăвашла калаçатпăр, малашне ак хаçат çырăнасшăн. Шел, пире шкулта чăвашла вĕрентмен. Çавăнпа та хаçат вулама пĕлместпĕр. Апла пулин те вĕренме шантаратпăр. Арăм мантан маттуртарах – вăл вулать.
Ĕç биографийĕ пуян М.Ф. Филипповăн. Ăçта кăна çитмен, пĕтĕм Раççей (унччен СССР) витĕр тухнă, автомашинăпа инçет командировкăсене çӳренĕ, тĕрлĕ оборудовани, стройматериал, апат-çимĕç турттарнă. Çул çинче мĕнле нуша курман пулĕ? Тĕрли пулнă.
— Халĕ тивĕçлĕ канăва кайма хатĕрленетĕп, ĕçлессе хуралта ĕçлетĕп, - терĕ пĕлĕшĕм, инçетре пурăнакан чăваш. - Кил хуçалăхĕнче хуртсем тытатăп. 27-30 вĕлле. Хуртсем валли утар пӳрчĕ (омшанник)пур. Çулла вĕллесене хирте, вăрманта утарта тытатăп. Килте мăшăрпа иксĕмĕр кăна пурăнатпăр. Чăваш концерчĕсене, «Поволжская глубинка» фестивале çулсерен çӳретпĕр. Чăвашсем юрлани питĕ кăмăла каять.
 
 
Павловка районĕ,
Ирçе Шăмалакĕ.
 
: 574, Хаçат: 42 (1238), Категори: ентешсем

Комментарисем:

Budd (2014-05-09 03:56:17):
Awesome you should think of sotnmhieg like that

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: