Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Пĕрремĕш тĕнче вăрçи пирки совет саманинче пĕр енлĕ кăна вĕрентнĕ. Пирĕн ăру тата аслăраххисем çак хăрушă вăрçăн хаярлăхĕ, унăн паттăр салтакĕсем пирки сахал пĕлнĕ. Пĕрремĕш тĕнче вăрçине хутшăннă салтаксемпе офицерсем вара вăрçă хирĕнче чăннипех паттăрлăх кăтартнă.
Патшалăх архивĕнче тата революцичченхи «Нива» журналта çав вăрçă пирки материалсем чылай тупма пулать. Вĕсенче чăвашсен паттăрлăхĕ пирки те нумай çырнă.
1914 çулхи çурла уйăхĕн 1-мĕшĕнче Германи Раççее хирĕç вăрçă тытăнни пирки пĕлтерет. Раççей Пĕрремĕш тĕнче вăрçине кĕрет.
Çакăн хыççăн темиçе кунран Петроградра Хусан тата Чĕмпĕр кĕпĕрнинчи чăвашсенчен 48-мĕш çуран çар дивизине йĕркелеççĕ. Кайран çав дивизие «Хурçă» («Стальная») ят панă. Вырăс çарĕнче «Хурçă дивизие» тепĕр майлă та, «Суворовская» тенĕ. Полкĕсен ячĕсем – 189-мĕш Измаильский, 190-мĕш Очаковский, 191-мĕш Ларго-Кагульский, 192-мĕш Рымникский - пулнă.
Çурла уйăхĕн 1-мĕшĕнче çак чаçăн командирне тĕпчевçĕ, дипломат пулнă Л.Корнилов генерала лартаççĕ.
Çакăн пирки А.Деникин генерал çапла çырса хăварни пур: «Хусан округĕнчи иккĕмĕш сортлă чаçсенчен Лавр Георгиевич темиçе эрнере питĕ вăйлă çапăçакан çар дивизийĕ туса хучĕ», - тенĕ.
48-мĕш дивизи Брусилов генерала пăхăнакан Кăнтăр-Хĕвел анăç фронтăн 8-мĕш çарĕ йышĕнче Галиципе Карпатра çапăçнă.
Çак дивизи çумĕнче «Урнă çар» («Бешеная рать») отряд йĕркеленнĕ. Хальхипе ăна «спецназ» теме пулать.
Çĕнĕ çар пĕрлешĕвĕ тӳрремĕнех Иккĕмĕш Николай императора пăхăннă. Отряда çирĕп кĕлеткеллĕ, Хусан кĕпĕрнинчен тухнă, тăшманпа çапăçнă çĕрте хăюллăх та паттăрлăх кăтартнисене илнĕ. Вăл ут тата çуран çар подразделенийĕсенче н тăнă. «Урнă çар» тесе ытти подразделенисен салтакĕсем ят панă, мĕншĕн тесен вĕсем фронтри чи йывăр вырăнсенче тĕлĕнмелле харсăрлăх кăтартса çĕмĕрсе кĕнĕ. Нимĕçсем пĕрремĕш хут газ хĕç-пăшалĕпе усă курнă вырăна та «Урнă çара» янă. Вĕсем унта пулни кăна ку вырăнта пулнă дивизи салтакĕсен вăй-хăватне çĕкленĕ.
Гренадёр полкĕн аслă унтер-офицерĕ аса илĕвĕнчен: «Окопран чупса тухнă пысăк кĕлеткеллĕ чăваш ман еннелле çаврăнса: «Хăвăртрах, мĕскер унта выртан!» - тесе кăшкăрчĕ. Унтан мана ĕнсерен тытса газ хумĕ витĕр хăйпе пĕрле сĕтĕрсе кайрĕ. Çакăн пек çынсене курсан тӳрех пурăнас килсе каять. Чăваш салтакĕсем, пĕр-пĕрин хушшинче хăйсен чĕлхипе кăшкăрса калаçса, кайзеров оборона йĕрне çĕмĕрсе кĕчĕç, тăшман салтакĕсен пуçĕсене çара аллăнах пăрчĕç. Çав вăхăтра эпир упаленсе газран сыхланмалли майсем шырарăмăр. Мана питĕ хăрушăччĕ, вĕсене – çук».
«Урнă çар» салтакĕсене патша çарĕн наградисемпе тата патша çемйин паллисемпе уйăрма пулнă. Уйрăм палли – хĕçсемпе хĕресленĕ çаврака формăллă сăнавçă. Ун çийĕнче – çунат çийĕнчи император хушамачĕпе ятне тĕрленĕ щит.
Зборо (халĕ Словаки) ятлă пĕчĕк хулана илнĕ чухне те пирĕн ентешсем харсăрлăх кăтартнă. Хула 650 метр çӳллĕшре вырнаçнă, ун патне пымалли çулсене пăралукпа пӳлнĕ, вырăн-вырăнпа хĕç-пăшалпа перекенсемпе çирĕплетнĕ окопсем пулнă. Ку Корнилов дивизийĕн тĕлĕнмелле операцийĕсенчен пĕри пулнă. Чăвашсем пурĕпĕр хулана илнĕ.
1915 çулхи ака уйăхĕнче, каялла чакакан Брусилов генерала хӳтĕлесе, хăйсенчен темиçе хут нумайрах нимĕçпе Австри çарĕсен салтакĕсемпе çапăçса «Хурçă дивизи» паттăрла вилет. Анчах саккăрмĕш çара пуçĕпех çапса аркатасран сыхласа хăварать.
Брусилов генерал тыткăна лекет, анчах кăшт вăхăт иртсен унран тарса хăтăлать. «Урнă çар» салтакĕсем вара чĕрĕ юлаççĕ. Вĕсем тăшмана хирĕç штыксемпе хаяррăн çапăçма ыткăнаççĕ те тăшман ункинчен тухаççĕ.
Фронт командующийĕ «Хурçă дивизи» паттăрлăхне пысăк хак парать. Тĕп командующи патне «О примерном награждении остатков доблестно пробившихся частей 48-ой дивизии и её начальника генерала Корнилова» çыру ярать. Кĕçех император награда памалли хушăва алă пусса çирĕплетет.
«Урнă çар» подразделени салтакĕсем ытти фронтсенче те хастар çапăçнă.
Полк çыруçи çырса пынинчен: «1917 çулта Румын фронтĕнче алла-аллăн тытăçнă çапăçура Хусан кĕпĕрнинчи Етĕрне уесĕнчи (халĕ Вăрнар районĕ) Янгорчино ялĕнчи чăваш Василий Иванович Иванов тăшманăн икĕ салтакне пуçĕсенчен чышкипе çапса вĕлернĕ те винтовкисене туртса илнĕ. Çакăн хыççăн ытти салтаксем ăна «тимĕр чышкă» ят панă».
1917 çулхи кăрлач уйăхĕнче Иккĕмĕш Николай император Хусан кĕпĕрнинче чăвашсенчен кăна тăракан «Чăвашсен ударлă дивизине» йĕркелесси пирки Хушу кăларать. Анчах ку дивизи çĕршывра революци пулнипе нумаях çапăçаймасть.
 
: 1015, Хаçат: 42 (1238), Категори: истори

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: