Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Кивĕ Улхаш ялĕн хĕрринче, Пухтел çулĕ çинче ватăран та ватă çил арманĕ ларатчĕ. Хăнăхнăччĕ эпир ăна. Аякра пурăнакансем яла таврăннă чух вăл сывлăх сунса кĕтсе илетчĕ, ăсатса яратчĕ. «Çил арманĕ — йывăç кайăк» тенĕччĕ манăн хисеплĕ ентешĕм Николай Кадебин пĕр сăвăра ун пирки.
Çил арманĕ — йывăç кайăк
Тивĕçне кура сана
Лартмалла ял-йышăн палăк
Тав туса. Сума суса.
Пурте пĕлетпĕр, вăхăта тытса чарма çук. Ватти вилет, ача-пăча çуралать, аталанать. Ял арманĕн те вилме вăхăт çитрĕ пулас. Кăçал вăл вăйлă çил-тăвăлпа çумăра тӳсеймесĕр юмахри паттăр евĕр йăванчĕ, вилчĕ. Савăнмалли пулăм мар ĕнтĕ. Арман ванчăкĕсене курсан такамăн та кăмăлĕ пăсăлать. Вăл хăй ĕмĕрне ырми-канми ĕçре ирттернĕ. Ялти тата таврари хыпарсене вăл чи малтан илтнĕ. Çынсен кулянăвĕпе хурлăхне пĕлсе тăнă. Ку кăна та мар. Вăл ялта кам ытлă-çитлĕ пурăннине, камăн пӳлме тулли тырă пулнине, кам мăянпа çурмалла хутăштарнă тыррине илсе пынине, вĕсен килĕнче нуша хуçаланнине пĕлнĕ.
Хресчен лăпкă çанталăкра çил килессе хурал çуртĕнче кĕтсе ларнă, пурнăçри çивĕч ыйтусене, ял хыпарĕсене сӳтсе явнă. Вăркăш çил килсен армана хускатса янă, çăнăх авăртнă. Вăйлă çил-тăвăл сиксе тухсан армана чарма васканă. Акă мĕнле йĕркесем пур Алексей Мердеев çырнă «Старая мельница» сăвăра:
«Ты башнею средневековой
Стоишь на отеле села.
Где дышат машинною новью
У мельника нынче дела».
Чăн та, арман çумĕнчи аслă çулпа автобуссем, çăмăл тата пысăк машинасем вирхĕнсе иртеççĕ. Аслă çул çумĕнчех электричество вăйĕпе ĕçлекен шурă кирпĕчрен купаланă арман ларать. Шурă кулачă валли çăнăх авăртма аякка каймалла мар.
Çил арманĕ халăх культурин палăкĕ пулнине пурте ăнланатпăр. Çак авалхи палăка сыхласа хăварнă пулсан вăл таврана илем кӳме пултарнă вĕт-ха. Пĕлтĕр ун пирки Улхашра калаçу пулса иртнĕччĕ. Чăнлă район пуçлăхĕсем патне çыру та çырнăччĕ. Район пуçлăхĕн çумĕ Анатолий Узиков пире çапла хурав панăччĕ: «Çил арманне муляж евĕр юсатпăр. Укçа та уйăртăмăр…». Армана пулас ăру валли сыхласа хăварас шанчăк пур иккен тесе савăннăччĕ улхашсем. Армана ӳкесрен çирĕплетсе тирпейлесе лартнă пулсан вăл Улхаша кăна мар, пĕтĕм Чăнлă районне те илем кӳнĕ пулĕччĕ. Чăваш Енре, Тутарстанра çил арманĕсене тĕпрен юсаса çĕнĕ пурнăç панă тенине илтнĕччĕ. Улхашра вара çил арманĕ ишĕлчĕ, ванчĕ. Çынсен армана сыхласа хăварас ĕмĕчĕ сӳнчĕ. Питĕ шел.
 
 
Чăнлă районĕ,
Кивĕ Улхаш.
 
: 850, Хаçат: 42 (1238), Категори: Таврапĕлӳ

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: