Эпĕ туса пĕтереймен ĕçсене эсир туса пĕтерĕр (И.Я. Яковлев)
Чĕмпĕр Ен чăвашĕсен хаçачĕ
1989 çулхи раштавăн 30-мĕшĕнче тухма тытăннă
 
Раççей Федерацийĕн культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченне, Мария Ульяновапа Петĕр Хусанкай ячĕллĕ премисен лауреатне, чăваш поэзийĕн çăлтăрне - Анатолий Юмана халалласа
 
Пиччемĕм, вăхăту пулсассăн
Пуплер-ха юнашар ларса.
Ан хирĕçле, пулсамччĕ сапăр,
Хурсамччĕ сехетне чарса.
 
Пуçу кăштах пулин те кантăр
Сирĕлейми шухăшсенчен.
Чунушăн ним пулмарĕ янтă
Пурăнуçун тăрăшшĕнче.
 
Телейӳ тем тарса çӳрерĕ
Ачалăхри ӳсĕмӳнте.
Пĕр шелсĕр хуйхă-суйхă ерчĕ –
Çаксем пĕртте килмен пиртен.
 
Санпа эпир çуралнă мар-и
Ялти учитель çемйинче?
Анчах шăпамăрсем ăнмарĕç –
Аттемĕрсем çĕр айĕнче.
 
Аннемĕрсем пиртен тармарĕç,
Ӳстерчĕç йăлт ачашласа.
Янаварсем мĕн-мĕн курмарĕç…
Веçех параймăн каласа.
 
Налукшăн хытă хĕстеретчĕç,
Ыйтатчĕç брынза таранччен.
Тӳсейменрен çынсем йĕретчĕç
Тăнĕсене çухатиччен.
 
Сана та çăмăлах пулман-тăр
Апатсăр, выçă çулсенче.
Çав нушана епле-ха манăн,
Вĕсем паян куç умĕнче.
 
Санпа эпир пулсаччĕ мар-и
Телейсĕр вăрçă ачисем?
Аттен сăнне курса пулмарĕ,
Иртейрĕç унсăрах çулсем.
 
Поэзи лаççинче туптантăм
Малтан эс хывнă çулпала.
Эс ыр чĕреллине ăнлантăм,
Çыратăп эп сана пулах.
 
Ал-аллăн юнашар утатпăр
Якатнă анлă çулпала.
Кĕнекесем те кăларатпăр
Ыр халăхăмăршăн, паллах.
 
Сан пек, мăшăрăма çухатрăм,
Ăна пиллерĕм сонетсем.
Çырма эп малашне те хатĕр
Çунатлă сăвă-юрăсем.
 
Ĕçлер-ха, тусăм, ывăнмасăр
Куçăмăрсем хупăниччен.
Паян та пурнăçран юлмасăр –
Чăвашлăха упрассинче.
 
Чухлатăп-ха: хĕрсех ĕçлетĕн,
Туса сулмаклă утăмсем.
Чăваш ятне çӳле çĕклетĕн,
Çавнах калаççĕ сăввусем.
 
Хисеп-сума та тивĕç пултăн –
Паян ик хут лауреат.
Çак-çке ĕçри пит хаклă пулăм,
Мана ку пит савăнтарать.
 
Паян пĕчченех пурăнатпăр
Кашни хăй килĕ-çуртĕнче.
Чăваш сыввишĕн савăнатпăр
Çак ватăлăх кунĕсенче.
 
Сӳнми телей сана, ыр çыннăм,
Ĕçре çитĕнӳсем сунам.
Эс маншăн тăванран та çывăх,
Ялан илтесчĕ сассуна.
 
Хушăмăрсем инçе пулсан та
Эс çывăх çынсенчен пĕри.
Тек ман пата çырмасăр ан тăр
Пулса поэзийĕн чури.
 
Нихçанхинчен те çирĕп пултăр
Пирĕн хушăмăрти кĕпер.
Ĕмĕрлĕхе ыр туслăх юлтăр…
Эс яланах тăрсам чипер.
 
: 668, Хаçат: 42 (1238), Категори: Поэзи хумe cинче

Çĕнĕ шухăш хуш:

► Сирĕн ят:
► Шухăш: